Комментировать

7 Авг, 2014

Çĕмĕрлесем - çĕнтерÿçĕсем!

Ачана техника тĕлĕ-шĕнчен пултарулăхне, ăсталăхне аталантарма пулăшас тесе пирĕн республикăра нумай ĕç туса ирттереççĕ. Ку тĕлĕшпе "Профильлĕ инжеренипе техника класĕсем" ятарлă республика проекчĕ те ăнăçлă ĕçлет. Паян нумай-нумай шкулта çак енĕпе ятарлă классем уçнă, вĕренекенсем авиа тата судомоделировани кружокĕсене юратса та хавхаланса çÿреççĕ.

Акă Çĕмĕрле 3-мĕш шкул ачисем ку тĕлĕшĕпе яланах малта. Вĕсем иртнĕ вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех робототехника кружокĕнче пĕлĕвĕсене ÿстернĕ, тавра курăма анлăлатнă. Республикăра иртнĕ "Сумо" робот ăстисен ăмăртăвне чи малтанах хутшăннă та юлашкинчен призерсен йышне те лекме пултарнă. Каярахпа Раççей олимпиадинче те хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Тăват çĕр ытла робот тăратнă çак ăмăртăва. Çĕмĕрлесем вара финала та лекме тÿр килнишĕн питех те савăннă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.