Архив - 19 Июн, 2014 - Тантăш

19 Июн, 2014

Эпĕ анне сăнлă

 Тарăн шухăшлавлă Стас Манин Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Кĕрлев ялĕнчен. Кăçал вăл Штанаш шкулĕн 5-мĕш класĕнчен вĕренсе тухрĕ.

Асламăшĕпе тата ашшĕпе пурăнакан арçын ача çынна та, чĕр чуна та вăрăм ĕмĕр çеç сунать.

- Анне çамрăкла çĕре кĕнĕ. Ăна пачах та ас тумастăп. Çавăнпа пурне те хĕрхенетĕп. Йывăç-курăка хуçакана та ятлас килет. Уйрăмах çуркунне хурăнсене амантаççĕ. Вĕсен сĕткенне юхтарнă хыççăн вуллине пылчăкпа сĕрме ÿркенеççĕ. Вăй илеймен йывăçсем вара хăрма тытăнаççĕ, - тет Стас ассăн сывласа.

19 Июн, 2014

Вулав тĕнчине ертсе кĕрекен çултан ан пăрăнăр!

Кĕпе мар - çĕленĕ, йывăç мар - çулçăллă, çын мар - каласа парать. Мĕн-ши вăл/ Тупсăмне тавçăрса та илтĕр пуль ĕнтĕ. Нумай пĕлме ăнтăлакансем, вулавăша тăтăшах çÿрекенсем мĕн пирки сăмах пынине тÿрех ăнланчĕç-тĕр. Хуравĕ, паллах, кĕнеке. Çапла, тем çинчен те евитлет вăл. Анчах ун чĕмсĕр сассине пурте илтеймеççĕ. Унпа сăмахлама ăна алла илмелле, уçмалла. Вара унран чаплăрах канашçă та, çывăхрах юлташ та тупаймăр. Хĕр пĕрчисемпе арçын ачасем çакна лайăх ăнланаççĕ. «Епле пат татса калама хăять-ха ку/» - теме пултарĕ хăшĕ-пĕри. Ара, «Чăваш кĕнеки.