Динара Бикбулатова Комсомольски районĕнчи Чĕчкен ялĕнчен. Ашшĕ, Динар Ильтизерович, тутар. Амăшĕ, Оксана Васильевна, белоруси пики. Динара вара тутарла, вырăсла калаçнисĕр пуçне чăвашла та пуплет.
2010 çулхи Халăх çыравĕ хыççăн Чĕмпĕр облаçĕнче 95 пин чăваш пурăнни палăрчĕ. Ку кăтарту мĕн çинчен калать-ха/ Пирĕн аякри тăванăмăрсене те манса каймалла мар. Вĕсем Чăваш Енрен килекен кашни хыпара хапăлласа йышăнаççĕ-çке.