- Чăвашла верси
- Русская версия
Тăван халăх юрри чуна çывăхрах
2010 çулхи Халăх çыравĕ хыççăн Чĕмпĕр облаçĕнче 95 пин чăваш пурăнни палăрчĕ. Ку кăтарту мĕн çинчен калать-ха/ Пирĕн аякри тăванăмăрсене те манса каймалла мар. Вĕсем Чăваш Енрен килекен кашни хыпара хапăлласа йышăнаççĕ-çке. Инçетре вырнаçнă пулин те чăвашлăх туйăмне çухатмаççĕ. Çамрăк ăрăва та халăх историне вĕрентсе, малашлăхра пысăк çын пуласса шанса, ăс парса ÿстереççĕ.
Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткино шкулне çитсен директор çумĕ мана тÿрех Маргарита Николаевна Шакина патне ертсе кайрĕ, «Вăл «Чăваш фольклорĕ» кружок ертсе пырать. Унпа курса калаçмаллах сирĕн», - терĕ.
Маргарита Николаевна çирĕм пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ кĕçĕн класс ачисене тарăн пĕлÿ парать. Сакăр çул каялла вăл «Чăваш фольклорĕ» кружок пуçарса янă. Пултарулăх ушкăнĕпе таçта та çитме тÿр килет. Чĕмпĕрте И.Я.Яковлев музейĕн-чи уявсенче те, районта иртекен Акатуйра та, Çимĕк фестивалĕнче те илемлĕ юрă шăрантарса кăмăла çĕклеççĕ çак ачасем.
Шел те, чăвашла калаçакансем çулсерен сахалланса пыраççĕ çав. Кама айăпламалла-ши куншăн/ Пепкине тăван чĕлхене юратма хăнăхтарман ашшĕ-амăшне-ши/ Урам сапăрлăхне-ши/ Е халăх пĕрлĕхне тытса пыма пĕлмен пуçлăхсене/ «Çемье - пĕчĕк патшалăх», - тетпĕр пулсан, чăнах та, ачан тĕнче курăмĕ çемьеренех пуçланать-çке. Аслисенчен тĕслĕх илсе ÿсекенскер вĕсене евĕрлеме хăтланать. Çапах та кама айăпламаллине шыраса ларар мар-ха. Ачасем, эсир - çĕнĕ ĕмĕр хуçисем. Чăвашлăх шăпи те сирĕн алăра. Эппин, тăван чĕлхерен ютшăнмасăр пĕр-пĕринпе ирĕклĕнех пуплесчĕ.
Чăвашла япăхрах пĕлекенсен пулăшуçи тесе калама та пулать Маргарита Николаевна йĕркеленĕ кружока. Кунта çÿрекенсем юрă урлă тăван чĕлхене ытларах юратма тытăнаççĕ. Пултаруллă вĕрентекене 2012 çулта иртнĕ Акатуйра чăваш тата вырăс культурине сыхласа хăварас ĕçшĕн Тав çырăвĕ панă. Фольклор ушкăнне пĕрремĕш класранпа çÿрекенскерсем час-часах концерт лартса ашшĕ-амăшĕн кăмăлне çĕклеççĕ.
«Шкулта кашни çулах «Эпĕ тĕнчене пĕлсе çитетĕп» ятпа Наукăпа практика конференцийĕ иртет. Çавăнта хамăр чăваш проекчĕсене хÿтĕлетпĕр. Халăх культурине, йăли-йĕркине кăтартса паратпăр», - тет М.Н.Шакина.
Халĕ Маргарита Николаевнăн класĕ кĕçех виççĕмĕшне куçать. Ачасем уявсене яланах хапăл. «Çулталăкне икĕ пысăк мероприяти ирттеретпĕр», - тет вĕрентекен. Кăçал Çăварние те питĕ хаваслă кĕтсе илнĕ-ха.
Концертсене хутшăннă чухне сасă ан çĕттĕр тесе тепĕр чухне фонограмма хатĕрлеме те тивет. Пĕтĕмпех паянхилле. Аслă Нагаткино ачисем пурнăçран юлмаççĕ. Вĕсене кружока явăçтарма кăна пĕлмелле çав. Кайран хăйсене килĕшсе каять те ытларах та ытларах кăсăкланса çÿреме тытăнаççĕ.
Кунта час-часах чăваш халăх сăвăçисемпе тĕл пулу та иртет. Валентина Тарават тата Александр Сидоров пирĕн пата тăтăшах килсе çÿреççĕ. Вĕсен сăввисене ачасем те юратса вĕренеççĕ.
Тахçан кунта Валентина Тарават та ĕçленĕ. Унăн пултарулăх ушкăнĕнчен шкула чăваш тумĕ чылай юлнă. Çавсене кĕскетнĕ те халĕ кĕçĕннисене тăхăнма шăпах юрăхлă тум хатĕрленĕ.
Иккĕмĕш класс мухтавĕ
Ачасем, чăнах та, маттур та пултаруллă. Вĕсенчен кашнинех мухтас килет.
Ирина Корнилинăн сасси питĕ хитре. Вăл юрă шăрантарма тытăнсан пĕтĕм тавралăх шăпланса ăна итленĕн туйăнать. Пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле ача садĕнчи тата шкулти уявсенче тăтăшах юрлать вăл.
Пĕлтĕрхи Çăварни уявĕнче вăл сцена çине пĕрремĕш хут тухнă. Вĕрентекен унра талант пуррине асăрхасан çак енне аталантарма сĕннĕ. Хĕр ачан амăшĕ те питĕ хитре юрлать, ялти клубра ирттерекен уявсенче илемлĕ сассипе савăнтарать.
Настя Ванюшинăна та турри талант енчен пĕрре те кÿрентермен. «Тăван халăх юрри чуна çывăхрах, вĕсене шăрантарма аванрах», - тет Настя. Çак пултарулăх ăна кукамăшĕнчен куçнă пулас.
Улттăмĕшсем юрă-ташăпа пурăнаççĕ
Халĕ улттăмĕш класс пĕтернĕ хастарсем Маргарита Николаевна патĕнче пуçламăш пĕлÿ илнĕ. Вĕрентекен вĕсене хăнăхсах çитнĕ, халĕ те тăтăшах уяв тĕлне пĕрле концерт номерĕсем хатĕрлеççĕ.
Валентина Кебе асламăшĕ пекех юрлама юратать. Амăшĕ те питĕ пултаруллă, çĕлеме ăста, шкулти фольк-лор кружокне çÿрекенсем валли вăл пуçа çыхмалли хăюсем хатĕрлесе панă.
Софья Алеева юрлама çÿрет кăна мар, çăмăл атлетика енчен те тăтăшах çитĕнÿ кăтартать. Çемйипех спортпа туслă вĕсем. «Пирĕн килте тăватă кубок тата виçĕ медаль пур», - тет вăл. Районти «Атте, анне тата эпĕ - спорт çемйи» ăмăртура та çулсеренех мала тухаççĕ. Хĕлле вара маттурсем йĕлтĕрпе ярăнма çÿреççĕ. Кивĕ Улхаш ялĕнче ирттернĕ район турне те çитнĕ вĕсем.
Софья историпе литература, математика, физкультура тата кĕвĕ-юрă предмечĕсене ытларах кăмăллать. Математикăпа ирттернĕ «Кенгуру» олимпиадăра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çырма-вулама хăнăхтарнă Маргарита Николаевна Шакинăна юратса хисепленĕренех пуль вăл кĕçĕн классен вĕрентекенĕ пулма ĕмĕтленет. Асламăшĕ те çак шухăша ырлать.
Ксюша Фролова та юрăра маттур. Лайăх вĕренекенскер «Чăваш фольклорĕнче» илемлĕ сассипе палăрать.
Настя Сандркина фольклор юррисемпе кăсăкланнă вăхăтрах пултарулăхне ытти енчен те аталантарать. Иккĕмĕш класра ÿкерÿ кружокне çÿреме тытăннă вăл. Çав ăсталăха вĕренсе свидетельство илнĕ. Халĕ вара нумаях пулмасть ташă енĕпе хатĕрленме пуçланă. Çак кĕске вăхăтрах Бавари тĕп хулинче Мюнхенра пулса курма та тÿр килнĕ ăна. Урамĕсем таса та тирпейлĕ, лăпкă пулни тÿрех тыткăнланă. BMW музейне кайса курни те ĕмĕрлĕхе асра юлĕ. «Эпир вырăссен Культура центрĕн-че пултăмăр. Кунта пĕр-пĕрне ашшĕ ячĕпе чĕнменни тĕлĕнтерчĕ. Тĕслĕхрен, вĕсем Анастасия Анатольевна мар, Настя теççĕ кăна. Мюнхенри паллă вырăнсене курса çÿренĕ чухне ĕлĕкхи çÿллĕ çуртсемпе килентĕмĕр», - хавхаланса аса илет Настя. Юрра-ташша нихăçан та пăрахмĕ вăл. Çапах та шкултан вĕренсе тухсан дизайнер ĕçне алла илесшĕн.
Катя Изис та ташлама, юрлама тата ÿкерме юратать. Çак ăсталăха алла илме пулăшнăшăн вĕрентекенсене чунтан тав тăвать.
«Пĕчĕк çăлтăр»
Тăваттăмĕш класа «пиллĕксемпе» вĕçленĕ Кристина Никитинăна «пĕчĕк çăлтăр» тесех калас килет. Юрлакан çемьере çитĕнекенскер Музыка шкулне çÿрет. Пултарулăх ăмăртăвĕсенче тăтăшах çĕнтерет вăл. Чĕмпĕрти «Путене» конкурса хутшăнма акă чылай вăхăт хушши хатĕрленнĕ. Тăрăшни харама кайман. Кристина мĕн тери хитре юрланинчен тĕлĕннĕ жюрисем ăна пĕрремĕш вырăна кăларнă.
Уявсенче вăл ытларах «Хура чĕкеç», «Алтăр-хăлтăр», «Хитре хĕр ача» юрăсене шăрантарать. Кашнинех чун витĕр кăларать, чĕрене хускатмалла юрлать.
Чăваш юрă ăстисем Кристинăшăн тĕслĕх вырăнĕнче. Уйрăмах Вячеслав Христофоров, Марта Зайцева тата Андрей Шадриков пултарулăхне пысăка хурса хаклать. Хĕр ача хăçан та пулин юратнă юрăçсемпе пĕр сцена çине тухасса шанать, ĕненет.
Хăйĕн кĕвĕ туйăмне тата лайăхрах аталантарма тĕллев тытнăскер пианинопа та ăста калать. «Çăмăлах мар, паллах. Кунта майне пĕлмелле. Çапах тăрăшсан темĕнле йывăрлăха та парăнтарма пулать», - тет.
Ташлама та юратать Кристина. Спортпа туслăскер кăçал йĕлтĕрпе чупса пĕрремĕш вырăна тухнă, медаль çĕнсе илнĕ. Малашне тата пысăкрах çитĕнÿсем тăвасшăн вăл.
Районта Кристинăсăр пĕр уяв та иртмест тейĕн. Унăн илемлĕ сассине итлесе киленекенсен шучĕ йышланса çеç пытăрччĕ!
Комментировать