Эпĕ анне сăнлă

19 Июн, 2014

 Тарăн шухăшлавлă Стас Манин Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Кĕрлев ялĕнчен. Кăçал вăл Штанаш шкулĕн 5-мĕш класĕнчен вĕренсе тухрĕ.

Асламăшĕпе тата ашшĕпе пурăнакан арçын ача çынна та, чĕр чуна та вăрăм ĕмĕр çеç сунать.

- Анне çамрăкла çĕре кĕнĕ. Ăна пачах та ас тумастăп. Çавăнпа пурне те хĕрхенетĕп. Йывăç-курăка хуçакана та ятлас килет. Уйрăмах çуркунне хурăнсене амантаççĕ. Вĕсен сĕткенне юхтарнă хыççăн вуллине пылчăкпа сĕрме ÿркенеççĕ. Вăй илеймен йывăçсем вара хăрма тытăнаççĕ, - тет Стас ассăн сывласа.

Пулла çÿреме юратакан арçын ача паян та вăлта илсе пĕве хĕрне васкарĕ. Кун каçа витре тулма та тытăнчĕ. Савăтри пулăсем нумайланнăран çатăлтатрĕç. Вĕсем çине куç илмесĕр чылайччен пăхса ларчĕ Стас. Хăшĕ-пĕрне алла илсе ачашласа та пăхрĕ.

- Çук, çаксене паян киле илсе каймас-тăпах. Шеллетĕп хайхискерсене. Вĕсен те пурăнас килет. Карассене çатмара ăшалăп-ха, анчах ачисем вĕсемсĕр епле пурăнĕç/ Акă, мана та аннесĕр кичем, - терĕ те витрери пулăсене пĕвене каялла ячĕ. - Атя, васкăр тĕпренчĕкĕрсем патне. Пĕр-пĕрне шыраса тупăр.

Киле çитсен асламăшне хăй мĕншĕн пушăлла таврăннине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ.

- Паян çавăн пек хăтлантăм çав, асанне. Хĕрхентĕм вĕсене, - терĕ те юратнă çыннине ыталаса илчĕ.

...Амăшĕн пĕртен-пĕр сăн ÿкерчĕкĕ пур килте. Ун çине Стас юратса пăхать.

- Аннÿ сăнлă эсĕ теççĕ мана, чăн та, тĕрĕсех калать ял халăхĕ. Эпĕ каснă лартнă эсĕ, анне. Шел, пирĕнпе пĕрле савăнса пурăнма Турă пÿрмен сана. Юрать халĕ çумра юратнă асаннепе атте пур. Вĕсем маншăн тăрăшакансем. Ан кулян, эпĕ лайăхах пурăнатăп, - тет тепĕр чух ассăн сывласа.

Ашшĕ Мускава ĕçлеме çÿрет. Стас вара асламăшĕпе кун-кунлать. Ăна кулленхи ĕçре пулăшать. Ара, вĕсен картиш тулли выльăх-чĕрлĕх-çке.

- Пирĕн икĕ ĕне. Касăва тухма вара эпĕ пĕрре те ÿркенместĕп. Кирек мĕн каласан та уçă сывлăшра çÿренине нимĕнпе те танлаштараймăн. Çитменнине спорта кăмăллакан ача эпĕ. Шашка вăййине те юрататăп. Пĕррехинче районта иртнĕ шашка ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илтĕм. Ун чухне манран ытларах асанне савăнчĕ ахăртнех, - тет Стас.

Чăн та, мăнукĕн çитĕнĕвĕсемшĕн ас-ламăшĕ, Галина Ивановна, чунтанах хĕпĕртет.

- Стас - манăн сылтăм алă, тĕрек. Кирек епле ĕçре те пĕрле эпир. Пахчара çум курăк тасататпăр, пÿртре тирпей илем кÿртетпĕр. Апат пĕçернĕ чухне те ăшталанать вара. Çĕр улми шуратассишĕн тăрмашать. Юратнă мăнукăмăн пурнăçĕ çеç телейлĕ пултăрччĕ, - тет Галина Ивановна.

Хĕрлĕ Чутай районĕ,

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.