- Чăвашла верси
- Русская версия
Вулав тĕнчине ертсе кĕрекен çултан ан пăрăнăр!
Кĕпе мар - çĕленĕ, йывăç мар - çулçăллă, çын мар - каласа парать. Мĕн-ши вăл/ Тупсăмне тавçăрса та илтĕр пуль ĕнтĕ. Нумай пĕлме ăнтăлакансем, вулавăша тăтăшах çÿрекенсем мĕн пирки сăмах пынине тÿрех ăнланчĕç-тĕр. Хуравĕ, паллах, кĕнеке. Çапла, тем çинчен те евитлет вăл. Анчах ун чĕмсĕр сассине пурте илтеймеççĕ. Унпа сăмахлама ăна алла илмелле, уçмалла. Вара унран чаплăрах канашçă та, çывăхрах юлташ та тупаймăр. Хĕр пĕрчисемпе арçын ачасем çакна лайăх ăнланаççĕ. «Епле пат татса калама хăять-ха ку/» - теме пултарĕ хăшĕ-пĕри. Ара, «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса килнĕ ĕçсем çирĕплетеççĕ-çке çакăн пирки.
Йывăр суйлав
Жюри членĕсене ăмăртăва пĕтĕмлетме пĕртте çăмăл пулмарĕ. Хаклава тăратнă 365 ĕçрен чи-чи лайăххисене суйлама ай-яй епле йывăр! Вĕсенчен чылайăшĕ - ÿкерчĕксем. Кашниех - кĕнекене кĕртме хатĕр иллюстрацисем. Эппин, паллашар-ха çĕнтерÿçĕсемпе ?эпир, вĕренекенсен тата ертÿçĕсен ячĕсене çеç асăнăпăр, тĕплĕнрех информацие Чăваш кĕнеке издательствин сайтĕнче тупма пулать%. Вĕсене кашни ÿсĕмрех палăртнă.
«Интереслĕ кĕнеке» темăпа çырнă чи лайăх сочинени е калав, Александр Васильев ?ертÿçи - Н.И. Павлова%, Кристина Николаева ?А.В. Анисимова%, Марина Константинова ?В.Н. Капитонова%.
«Манăн юратнă сăнар» темăпа тунă чи лайăх ÿкерчĕк, Иван Кириллов ?Г.А. Смирнова%, Елена Григорьева ?Н.И. Ястребова%, Мария Абакшина ?И.И. Конькова%.
«Юратнă тăрăхăм» темăпа тунă чи лайăх ÿкерчĕк, Ирина Тушилкина ?А.Н. Тушилкина%, Андрей Борисов ?Л.В. Фролова%, Юлия Федорова ?Н.В. Федорова%.
«Манăн юратнă кĕнеке» темăпа тунă чи лайăх ÿкерчĕк, Полина Антонова ?Г.В. Дианская%, Татьяна Егорова ?Л.В. Фролова%, Анастасия Ермолаева ?З.А. Ванюшкина%.
«Вулама сĕнетĕп!» темăпа хатĕрленĕ чи лайăх плакат, буклет, листовка, открытка е календарь, Яков Мазилкин ?Н.В. Мазилкина, Л.В. Мордвиновна%, Наталья Сидюшкина ?Н.И. Ястребова%, Дмитрий Николаев ?С.И. Николаева%.
«Ача аллипе хатĕрленĕ кĕнеке», Егор Васильев ?И.Ю. Васильева%, Ангелина Ястребова ?Н.И. Ястребова%, Анна Зобкова ?Г.В. Дианская%, Николай Горбунов ?Л.В. Григорьева%.
«Çемьен чи лайăх тусĕ - кĕнеке» темăпа çырнă чи лайăх эссе, Милана Ларионова ?Л.Р. Колпакова%, Элина Иванова ?А.А. Иванова%, Татьяна Сухалова ?Э.А. Смирнова%.
Илемлĕ те пахалăхлă ĕçсем нумай килнине кура тÿресем «Вулама сĕнетĕп!» тата «Ача аллипе хатĕрленĕ кĕнеке» номинацисенче лауреатсене палăртма шухăшларĕç. Акă вĕсем, телейлисем: Лариса Белова, Анна Рстакян, Станислав Манин, Иван Яковлев, Полина Аношина, Наталья Решнова.
Ырă та хаваслă самантсем
Çĕнтерÿçĕсене çĕртмен 17-мĕшĕнче тĕп хуламăрти ача-пăчапа çамрăксен вулавăшĕнче чысларĕç. Ертÿçĕсем ятарлă сертификатсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç. Конкурса килнĕ ĕçсенчен хатĕрленĕ курав пурин кăмăлне те кайрĕ. Аслисем те, ачасем те пĕр-пĕрин пултарулăхне хак пама, алăпа хатĕрленĕ илĕртÿллĕ те ĕлккен кĕнекесемпе паллашма, ÿкерчĕксене пахалама, курса савăнма пултарчĕç. Кунашкал уçă хутшăну пурне те кирлĕ. Сăмах май, ăмăртăвăн пĕрлештерес, чĕресенче килĕшÿ туйăмĕ çуратас хăвачĕ пысăк. Вăл шкулпа çемье хушшинчи кĕпере çирĕплетет, çитĕннисемпе пĕчĕккисене пĕр чăмăра пуçтарать. Пĕр шухăш-туйăмпа хĕмленсе хĕрÿ ĕçе пикенеççĕ пурте. Çакăнтан пахи мĕн пултăр-ха/ Кулленхи пурнăçра чуна ăшăтакан кун пек пулăмсем пит сайра-çке. Çавăнпа кил-йышпа юнашар пулма май паракан ырă самантсене упрамалла, çĕннисене тупсах тăмалла.
Кăçалхипе пиллĕкмĕш хут иртрĕ конкурс. Унăн географийĕ çулсерен анлăлансах пырать. Сăмахран, 2014 çулти пултарулăх ăмăртăвне Самар хулинчи, Тутарстан Республикин Пăва тата Çарăмсан районĕсенчи шкулсенче ăс пухакансем те хутшăнма кăмăл тунă. Самарта пурăнакан тăххăрти Вика Кожевникова вара Шупашкарта аслашшĕпе асламăшĕ патĕнче хăнара пулнă май уява çитсех курчĕ. «Забавные и смешные истории Кисы Пупка» ятлă кĕнеке хатĕрленĕ хĕр ача.
Андрей Борисов ?Çĕмĕрле% «Советская Чувашия» хаçатăн ятарлă парнине тивĕçрĕ. Унăн тĕлĕнмелле илемлĕ ÿкерчĕкĕ питĕ килĕшнĕ корреспондентсене. Чунпа чĕм тасалăхĕ, халăхăн иртнĕ тата хальхи кун-çулĕ - йăлт сăнарланнă унта. Надежда Федотова ?Йĕпреç районĕ, Чăваш Тимеш% Л.Филиппован «Ылханлă хура çĕмĕрт» кĕнеки тăрăх сочинени çырнă. Лидия Ивановна та маттур вĕренекене хавхалантарас тенĕ.
Ÿнерçĕсем, çыравçăсем, дизайнерсем...
Сĕнтĕрвăрринчи 1-мĕш гимназире вĕренекен Яков Мазилкина конкурс пирки вĕрентекенĕ, Лидия Виссарионовна Мордвинова, пĕлтернĕ. Çемье канашĕнче вара номинацие суйланă. Календарь хатĕрлеме шут тытнă Мазилкинсем. Чăнах та, тăрăшни сая кайман. Яков - çĕнтерÿçĕсен йышĕнче. Унăн календарьне паянах пысăк тиражпа пичетлеме, стена çине çакса хума пулать. Кашни уйăхра вăл е ку кĕнекене вулама сĕнет арçын ача. Страницăсене ÿкерчĕксем, кăларăм хуплашкисем, аннотацисемпе сăвă йĕркисем пуянлатаççĕ. Кун пек календаре курнă хыççăн, чăнах та, кĕнекисене тупса вулас килет.
Конкурса пĕтĕмлетессе еплерех чăтăмсăррăн кĕтнĕ-ха Яков - пĕрмай сайта кĕре-кĕре пăхнă, ăнăçу пирки тем пекех ĕмĕтленнĕ. Савăнăçлă хыпара вара вĕрентекенрен илнĕ. Сăмах май, Яков питĕ пултаруллă та хастар. Пушă вăхăтра конструктор пуçтарма кăмăллать. Кĕнекепе ача садĕнчех туслашнă. Вулавăшри çĕнĕ кăларăмсене шĕкĕлчесех тăрать арçын ача. Тинтерех музыка шкулĕн сукмакне такăрлатма пуçланă, фортепьяно калас, юрлас ăсталăха туптать. Яковăн амăшĕ Надежда Витальевна чунтанах хĕпĕртет ывăлĕн çитĕнĕвĕсемшĕн. Çуралнă кунĕ тĕлне вара синтезатор туянса парасшăн. Пултарулăха аталантарма майсем кирлĕ-çке-ха.
Çĕмĕрле хулинче те питĕ çаврăнăçуллă, вăр-вар учительсем ĕçлеççĕ. «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса кашни çулах хутшăнаççĕ-мĕн вĕсем. Мĕн пур яваплăха туйса ăмăртăвăн малтанхи тапхăрне шкул шайĕнче ирттереççĕ, чи лайăх ĕçсене суйласа илеççĕ. Хаклава вĕренекенсем хăйсем хутшăнаççĕ. Вара тин ÿкерчĕксемпе сочиненисене тĕп хулана леçеççĕ. Ĕç кал-кал пыни шкулта «Асамат» клуб ĕçленипе тÿрремĕнех çыхăннă. Чăваш чĕлхипе, литературипе, культурипе кăсăкланакансем çÿреççĕ унта. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен пуçарăвĕпе уçăлнăскер кунсерен тенĕ пекех пуçтарать ачасене хăй ытамне. Кунта юрлаççĕ те, ташлаççĕ те, артист ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсене те ăша хываççĕ.
Лариса Владимировна Фролован вĕренекенĕ Татьяна Егорова авă «Манăн юратнă кĕнеке» номинацире çĕнтернĕ. Андрей Растворцевăн «Домовенок Фока и его друзья. Управçă Хуккапа унăн тусĕсем» кĕнеки тăрăх тунă ÿкерчĕк тÿресен чĕрине парăнтарнă-тăр. Таньăн тепĕр пысăк киленĕçĕ - вуласа тухнă хайлавсенчи сăнарсене пластилинран йăваласа тăвасси. Унашкал кÿлепесем йышлă-мĕн хĕр ачан. Çавăн пекех вăл чăваш юррисем юрлама тата юмахсем вулама юратать.
Шупашкар районĕнчи Çĕньял Покровски шкулĕн вĕренекенĕсем те пурнăçпа тан пыраççĕ. «Тантăш» хаçатпа та тачă çыхăну тытаççĕ, тĕрлĕ тупăшу-ăмăртура та яланах малтисен ретĕнче вĕсем. «Манăн юратнă сăнар» темăпа тунă чи лайăх ÿкерчĕк камăн тесе шутлатăр/ Паллах, Галина Аркадьевна Смирнова вĕренекенĕн - Иван Кирилловăн. Андрей Растворцевăн çÿлерех асăннă кĕнеки тăрăх тунă ÿкерчĕк ытармалла мар хитре. Кушак аçин тыткаларăшĕ, кăмăлĕ, туйăмĕ - йăлт куç умне тухать. Еплерех чеен пăхса выртать-ха вăл. Вăрттăнлăхра усрар мар - Ваньăн ÿкерчĕкне илсе кайса кил-çурта илемлетес текенсем чылайăн пулчĕç. Чуна парса пурнăçланă ĕç пурне те илĕртет çав.
«Ваня - питĕ ырă кăмăллă ача, çавăнпа унăн ÿкерчĕкĕсем те ырă, ăшăлăхпа тулли», - терĕ Галина Аркадьевна. Вĕренекене вĕрентекенрен лайăхрах кам пĕлтĕр-ха/ Ваня пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшать. Тăван шкулĕнчи «Шăпчăк» фольклор ушкăнĕнче юрлать, Шупашкарти Элли Юрьев ячĕллĕ ÿнер шкулне çÿрет. Нумай пулмасть гитарăпа калама вĕреннĕ. Тĕрлĕ конкурса, фестивале хутшăнмалла чухне те турткалашса тăмасть вăл - хаваспах килĕшет. Кĕнекесем ăна вĕренме те, йывăрлăхĕсене çĕнтерме те пулăшаççĕ. Икĕ чĕлхепе ?чăвашла тата вырăсла% тухакан кăларăмсене уйрăмах хапăллать арçын ача.
Конкурс вĕçленчĕ, анчах ку лăпланса лармаллине пĕлтермест. Çитес çулччен вăхăт пур-ха, эппин, унччен вуламалла та шухăшламалла. Чăваш кĕнеке издательстви сире çĕнĕ кĕнекесемпе савăнтарма, «Тантăш» хаçат вĕсемпе паллаштарма яланах хавас. Вулав тĕнчине ертсе кĕрекен çултан ан пăрăнăр кăна!
Комментировать