Юратупа телейшĕн кĕрешеççĕ
Кăçал Раççейре - Кино çулталăкĕ. Пирĕн çĕршыв кинематографисчĕсем куракана интереслĕ фильмсемпе савăнтарĕç. Вĕсенчен чăваш режиссерĕсем те юлмасса шанас килет. Пирĕннисен те халăха тĕлĕнтермелли пайтах. Çак кунсенче тĕп хулари пĕр кинотеатрта «Битва за Новоюжку» сериалăн 1-мĕш серийĕпе паллашма тÿр килчĕ.