- Чăвашла верси
- Русская версия
Паян пĕринпе вырăн ăшăтать, ыран–тепринпе
Юлашки вăхăтра арçынсем айккине чупни çинчен уççăн калаçма тытăнчĕç. Ара, лешсем, алăра ылтăн çĕрĕ тăхăнса çÿрекенсем, çынсен умĕнчех ерĕшкисемпе çавăтăнса вăрттăн вырăнсене çул тытаççĕ. «Уй куçлă, вăрман хăлхаллă», - тесе ахальтен каланă-им вара? Тем тесен те, ял халăхĕ веçех курать, веçех пĕлет. Халĕ вара хĕрарăмсем те арçынсене перчетке пек улăштараççĕ. Упăшка пур çĕрте юттин ытамне васкакансем кашни ялтах пур пулĕ.
Фермăра ĕçлекен Лида 18 çул тултарнă-тултарманах арăм пулса тăчĕ. Ара, качча каймасăр ача çуратакансен çын куçĕнчен мĕнле пăхмалла? Çапах кашни тĕрлĕрен. Лидăн пулас пепкин ашшĕне ирĕксĕрлесе авлантарчĕç тесен те йăнăш мар. Лидюк сăмса юхтарса ларнине кура амăшĕпе инкĕшĕсем Кольăна урам варринче ярса тытнă та ял канашне ыйту çыртарма вĕçтернĕ. Мĕскĕн çамрăка «хăмăт» тăхăнтартнă. Коля пачах урăх хĕре юратнă. Лидăпа вара пĕр каçлăх çеç усă курнă. Анчах шăпи урăхла килсе тухнă. Юратмасăрах авланнăскер сĕтел хушшинче ÿсĕр çывăрса выртнă, туй халăхĕ савăннă вăхăтра килĕнчен шăвăннă. Туй хыççăнхи пĕрремĕш каçа малтанхи савнийĕпе ирттернĕ.
Халĕ ав дояркăра ĕçлекен хĕрарăм упăшкине нимĕн вырăнне те хумасть. Лешĕ авланнă хыççăнах ĕçке ярăнчĕ. Юратман хĕрарăмпа пурăннине, Турă çырнинчен уйрăлнине чăтаймарĕ пулас. Лидăпа Кольăн аслă ывăлĕ çăмăлттай ÿсрĕ. Иртен-çÿрене сывлăх сунман çын культура мĕнне пĕлет-и вара? Шкулта арçын ачасемпе çеç мар, хĕрачасемпе те çапăçкаланине пĕрре мар илтнĕччĕ. Лидюкпа Коля ача çуратма пĕлнĕ-ха, анчах пуласлăх çинчен шухăшламан. Ара, пуçĕнче те савăшас шухăш кăна пулĕ. Хĕрарăм умлă-хыçлăн тăватă ача çуратрĕ. Те Кольăранах - пĕлсе пĕтер... Ачисем пурте сарă çÿçлĕ пулсан - пĕри хура. Тен, унашкаллисем йăхра пулнă. Пĕлместĕп. Анчах вăл ыттисенчен уйрăлса тăни куç кĕрет. Малалла вулас...
Комментировать