Комментировать

28 Янв, 2016

Юратупа телейшĕн кĕрешеççĕ

Кăçал Раççейре - Кино çулталăкĕ. Пирĕн çĕршыв кинематографисчĕсем куракана интереслĕ фильмсемпе савăнтарĕç. Вĕсенчен чăваш режиссерĕсем те юлмасса шанас килет. Пирĕннисен те халăха тĕлĕнтермелли пайтах. Çак кунсенче тĕп хулари пĕр кинотеатрта «Битва за Новоюжку» сериалăн 1-мĕш серийĕпе паллашма тÿр килчĕ. «Голливуд шайне çитме тăрăшмастпăр, «Мосфильмпа» та кĕрешесшĕн мар. Пирĕн хамăрăн тĕллев, хамăрăн республика пур. Ку фильма шăпах ăна халалларăмăр», - терĕ çĕнĕ проект режиссерĕ Юрий Спиридонов.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи пулăмсемпе çыхăннă чылай фильм кăтартаççĕ. «Битва за Новоюжку» та çаплах, анчах вăл хальхи пурнăç пирки. Ăна курнă май чылай çул каялла пулнă хирĕç-тăру çинчен аса илетĕн. Ахăртнех, пĕр район теприн патне еплерех «çÿренине» пурте астăваççĕ. Сериал паянхи куна сăнлать пулин те куракана шăпах çав тапхăра тавăрать. «Ку фильм вăрçă çинчен мар, кĕрешÿ пирки. Телейшĕн, пĕрремĕш юратушăн кĕрешеççĕ», - палăртрĕ çак проекта пуçарса яракансенчен пĕри Юрий Спиридонов. Хальлĕхе пысăк экран çине 1-мĕш сери çеç тухрĕ. Малалла мĕн кăтартасси вăрттăнлăх пулин те çакна палăртар: киносериал, чăнах та, кĕрешÿ пирки. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.