Архив - Июл 2017 - Çамрăксен хаçачĕ

июля 20th

Е л ч ĕ к р а й о н ĕ н ч и К и в ĕ Эйпеçре пурăнакан Олимпиада Николаевнăпа Валерий Васильевич Васильевсем пĕр ывăл çитĕнтернипе çеç çырлахман, икĕ тăл ă х п ĕ р т ă в а на хăйсен юратăвĕпе ăшăлăхне парнеленĕ.

Çакнашкал машинăна Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан икĕ çамрăк пуçтарнă: 15 çулти Иван Воронцовпа 14-ри Андрей Толстов. Ку шухăш епле çуралнă-ха вĕсен?

Кам тетĕр-и? Çĕнĕ Шупашкар пики Татьяна Николаева. Вăл Раççейри паллă артистсемпе Полина Гагаринăпа, Егор Кридпа тата DJ Smashпа пĕрле клипра ÿкерĕннĕ.

июля 13th

89 çулти Федосия Яковлевăпа 65 çулти Николай Яковлев, амăшĕпе ывăлĕ, Шупашкарта икĕ пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнаççĕ. Федосия Павловна Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Акчикасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, Шупашкарта пĕр вăхăт ĕçленĕ хыççăн Ростов облаçне куçса кайнă.

Алла туя тытсан пурнăç улшăнать. Вăй-хал чакса пынăран ирĕксĕрех çын куçĕнчен пăхма тивет. Хăш-пĕр кинемейпе мучи ваттисен çуртĕнче хÿтлĕх тупать. Тĕпренчĕкĕсем пур çинче тăван килте вĕсен ăшăлăхĕпе юратăвне туяймаççĕ.

Унăн сăввисем шыв юххи пек шăнкăр-шăнкăр вуланаççĕ. Вăл чăваш сонетне классика шайне хăпартнă, акăлчансен паллă поэчĕн, драматургĕн Уильям Шекспирăн 154 сонетне чăвашла куçарнă.

Çаврăнăçуллă студентсемшĕн техника пуçтарасси чăрт сурасси çеç. Шупашкарти политехника институчĕн студенчĕсем Иван Никоноров, Дмитрий Иванов, Дмитрий Разуваев квадроцикл хатĕрленĕ. Яшсем ăна пĕр уйăхра пуçтарса пĕтернĕ.

Ĕненетĕр-и е çук-и — Шупашкарта пурăнакан Дмитрий Трифонов пĕр çеккунтра миллионера çаврăннă. Мĕнле майпа тетĕр-и? Ăна лотерея билечĕ пуйма пулăшнă.

Страницы