Комментировать

13 Июл, 2017

Унăн поэзийĕ халăх чунне çывăх

Унăн сăввисем шыв юххи пек шăнкăр-шăнкăр вуланаççĕ. Вăл чăваш сонетне классика шайне хăпартнă, акăлчансен паллă поэчĕн, драматургĕн Уильям Шекспирăн 154 сонетне чăвашла куçарнă. Çак çыравçă прозаик, драматург пек палăрнă: унăн «Хура сулă» романĕ пичетленнĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ «Киремет» трагедине сцена çине кăларнă. Сăмах кам пирки пынине ăнкартăр-и? Паян Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченне Николай ТЕВЕТКЕЛЕ «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне ахальтен чĕнмерĕмĕр. Вăл ĕнер 80 çулхи юбилейне паллă тунă.

Пĕрремĕш сăвă

— Николай Александрович, сирĕн ачалăх йывăр тапхăрта иртнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче никама та çăмăл килмен.

Эпĕ Йĕпреç районĕнчи Савкка ялĕнче 1937 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче çуралнă. Атте Алек-сандр Осипов колхозник пулнă, вăл шкулта икĕ çул çеç вĕреннĕ. Аттен пĕрремĕш арăмĕ чире кай-са вилнĕ, эпĕ — иккĕмĕш мăшăрĕнчен çуралнă ача. Питрав кунĕнче çуралнăран мана Осипов хушамат паман, Петровский тесе çыртарнă. Эпĕ çак уявра çут тĕнчене килнине пĕтĕм ял пĕлет, анчах ял Канашĕнче ят çыртарнă чухне темшĕн утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче кун çути курнă тесе палăртнă. Савккара нумай пурăнман эпир, аннен тăрăхне, Канаш хулине, куçса кайнă. Вăрçă вă-хăтĕнче, паллах, йывăр пулнă халăха. Пыйтланса, выçса вилетчĕç çынсем. Асатте Тĕнчен пĕрремĕш вăрçинче вилнĕ. Кукаçипе кукамай Канаш районĕнчи Анат Татмăш ялĕнче пурăннă, эпĕ вĕсене пачах курман. Асанне çÿллĕ карчăкчĕ, унăн ывăлне Хусана укçа шутлама кайсан персе вĕлернĕ. Çавна пула асанне инхоз пулса юлнă. Вăл хуçалăх тытатчĕ: хăяр ÿстеретчĕ, улмуççи нумайччĕ.

— Ахăртнех, эсир ача чухнех сăвă çырнă. Пĕрремĕш йĕркесем епле шăранса тухнине кашни поэт астăвать. Пирвайхи сăвăра чунри мĕнле туйăмсем сăнарланчĕç?

— Пĕрремĕш сăвва пур поэт та тенĕ пекех çуркунне çинчен çырнă пулĕ. Тен, йăнăшатăп? Эпĕ ун чухне 7-мĕш класра вĕренеттĕм. 1953 çулхи ака уйăхĕнче «Коммунар» хаçатра пичетленчĕ вăл. Акă малтанхи йĕркисем:

Çурхи шывĕ шăнкăр-шăнкăр

Юхрĕ аслă урамра.

Ыр хăнаçăм — юрăç шăнкăрч —

Хăвăрт тытăнчĕ юрра.

Вăл «Çурхи сăвă» ятлăччĕ. Пĕрремĕш кĕнеке 1964 çулта кун çути курчĕ. Вăл — «Çамрăклăх сăв-висем». 1953 çулта чăваш писателĕсем йĕркеленĕ поэзи секцийĕнче Александр Алка, Стихван Шавли, Василий Алагер алçырупа тĕплĕн паллашрĕç, ырларĕç, кĕнеке издательствинче пичетлеме сĕнÿ пачĕç. «Çамрăклăх сăввисем» кĕнеке хăвăрт сутăнса пĕтрĕ. Редакторĕ Юрий Скворцов пулчĕ. Вăл манăн поэзие хапăлласа йышăнчĕ. Чăннипе, Юрий Скворцов хак пани тÿре- шара комиссийĕ витĕр тухнă пекех пулчĕ. Виталий Захаров кĕнеке çинчен ырлав статйи çырчĕ. «Çамрăк коммунист» хаçатра чăвашла та, вырăсла та пичетленчĕ вăл. Николай Сандровпа Николай Евстафьев та кĕнеке пирки хăйсен шухăшне çырса «Ялав» журнала ярса панăччĕ. Анчах редакци темшĕн пичетлемерĕ.

Пысăк хак панă пултарулăх

— Эсир Уильям Шекспир пултарулăхне пысăка хурса хаклатăр. Унăн сонечĕсене чăвашла куçарасси мĕнрен пуçланчĕ?

— Шекспир сонечĕсене куçарма тытăниччен сонет виçин вăрттăнлăхĕсене тĕпчемелле. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче Атăл хĕрринчи Максим Горький ячĕллĕ библиотека картишĕнче хăлтăр- халтăр йывăç çуртра пурăнма пуçларăмăр. Библиотека Ехрем хуçан чаплă çуртĕнче вырнаçнăччĕ. Унта вулав пÿлĕмĕччĕ, тĕрлĕ хаçат- журналпа кĕнекеччĕ. Ĕçрен килсен час-часах кĕнеке вулаттăм. Италире çуралнă сонет виçи тĕрлĕ çĕршывра епле аталаннине тĕпчеме пуçларăм. Юлашкинчен хамăн та çырас шухăш çуралчĕ. Шекспирăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе тĕплĕн паллашас тесе нумай кĕнеке туянма тиврĕ. «Тыт та куçар!» — тени мар ку кăткăс ĕç. Ытти автор Шекспир сонечĕсене епле куçарнине те пĕлмелле. Тÿрремĕн куçарусем те кирлĕ. Сăмахран, 66-мĕш сонета сахалтан та 16 автор куçарнă. Пурте ăста, пурин те хăйне евĕрлĕ талант. Çакна шута илсе ĕçлерĕм. Витĕмлĕ чĕлхе, ăсталăх пулсан Шекспирăн чăвашла тĕнчине уçса пама пулать. Çакна ĕнентĕм.

— Сирĕн пултарулăха чылай паллă çын пысăк хак панă. «Унăн пултарулăхĕ чăваш поэзийĕнче пуринчен те вăйлăрах палăрчĕ: вăл ытти поэт сăвви-юрринчен хăйне евĕрлĕ, пысăк талантлă», — тенĕ Александр Артемьев. «Пире килсе çапнă синкер саманара вак ăпăр-тапăрпа вĕтелме пуçланă çыравçăсен хушшинче Николай Теветкел классикăллă поэзи илемĕпе тата поэзири шухăш тарăнлăхĕпе чăваш улăпĕ пек курăнать», — çырнă Николай Симунов. Краснодар поэчĕ Вадим Неподоба сирĕн поэзи халăх чун- чĕрине çывăх тесе палăртнă. Эсир Раççейри хаçат-журналта та пичетленнĕ, паллă çынсемпе тĕл пулса калаçнă.

— Чăнах та, Совет Союзĕ арканиччен çĕршывра тухса тăракан хаçат-журналта чылай пичетленнĕ эпĕ. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.