Комментировать

13 Июл, 2017

Ватăсен чунне сиплемелли эмел çуккишĕн кулянать

Алла туя тытсан пурнăç улшăнать. Вăй-хал чакса пынăран ирĕксĕрех çын куçĕнчен пăхма тивет. Хăш-пĕр кинемейпе мучи ваттисен çуртĕнче хÿтлĕх тупать. Тĕпренчĕкĕсем пур çинче тăван килте вĕсен ăшăлăхĕпе юратăвне туяймаççĕ. Юрать, республикăра халăха социаллă пулăшу паракан центрсем пур. Унти ĕçченсем тивĕçлĕ канăва тухнă тата сусăр çынсем патне çитеççĕ. Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта вăй хуракансем йывăрлăха çакланнисем патне киле çÿреççĕ. Çак тытăмра ĕçлекенсене пĕрре те çăмăл мар. Вĕсен пулăшăвĕпе ăнланăвĕ ватăсене малалла пурăнма хавхалантарать. Наталия Петрова социаллă ĕçчен хăйĕн çăмăлах мар ĕçĕпе паллаштарчĕ.

Тăван ачисенчен те хаклăрах. Наталия Рудольфовна ку тытăмра тăваттăмĕш çул ĕçлет. Малтан вăл суту-илÿ енĕпе тăрăшнă. Социаллă центра ăна юлташĕ çавăтса килнĕ.

«Эсĕ — ырă кăмăллă, ĕçчен, пысăк чунлă, ватăсемпе пĕр чĕлхе тупма пултаратăн. Санăн çакăнта ĕçлемелле», — терĕ вăл. Заведующипе калаçрăм та вăл мана тÿрех ĕçе илчĕ. Малтанах мана харпăр сектрта пурăнакан тăватă ватă çынна шанса пачĕç. Вĕсем валли колонкăран шыв кÿрсе килмеллеччĕ. Хăшĕ-пĕри хĕлле кăмака хутатчĕ. Çул çинче çапкаланчăк йытăсене курсан шутсăр хăраттăм. Пĕчĕккĕн хăнăхса çитрĕм. Халĕ эпĕ 10 çынна пулăшатăп. Вĕсенчен — 8-ăшĕ сусăр, пĕри — вăрçă ветеранĕ. Кунне 4-6 çын патне çитме тăрăшатăп. Эпĕ пăхса тăракан ватăсем хулан тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăннă май çул çине нумай вăхăт каять. Кунне миçе çухрăм утатăп-ши? Çумăрлă çанталăкра атă е калуш чиксе çÿретĕп. Паллах, çĕнĕ ĕçе хăнăхма çăмăл мар пулчĕ, халĕ вара хамăн пурнăçа кинемейсемпе мучисемсĕр курмастăп. Вĕсем те мана хăнăхса çитрĕç. Хăшĕ-пĕриншĕн эпĕ тăван ачинчен те хаклăрах, мĕншĕн тесен тĕпренчĕкĕсем ашшĕ- амăшĕ патне 10-15 минутлăха çеç кĕрсе тухаççĕ. Ватăсем манпа чунне уçаççĕ», — хăйĕн ĕçĕпе паллаштарчĕ Наталия Рудольфовна.

Пĕр çемьере ют çынсем пек пурăнаççĕ. Тĕлĕнмелле те, социаллă ĕçченсем пĕччен пурăнакан ватăсем патне çеç мар, ачисемпе кун кунлаканнисем патне те çÿреççĕ. Наталия Рудольфовна каласа кăтартнă тăрăх, хăш-пĕр çемьере çынсем пĕр-пĕрне палламан пек çÿреççĕ, тач тăвансем ютшăнаççĕ. «90 çула çывхаракан мучи тивĕçлĕ канури ывăлĕпе пĕр хваттерте, анчах уйрăм пÿлĕмре пурăнать. Вĕсем пĕр-пĕринпе пачах хутшăнмаççĕ, кашни хăйĕн валли апат пĕçерет. Кухньăра икĕ холодильник ларать. Ватă ашшĕ хăй тĕллĕнех кăштăртатать. Унăн арăмĕ çĕре ир кĕнĕ. Вĕсем пĕртен-пĕр ывăлне лайăххине çеç пама тăрăшнă. Арăмĕ тĕпренчĕкне ачашланă, ашшĕ çирĕп тытнă. Кил ăшшин управçи çĕре кĕрсен икĕ арçын пĕр-пĕрне ăнланма пăрахнă. Çапах мучи ывăлĕпе хутшăнăва йĕркелемелли май шырать. Тепĕр чухне ку ĕçре ăна хам та пулăшатăп, анчах кăлăхах. Ывăлĕ ашшĕпе пĕр сăмах та калаçасшăн мар. Тепĕр кинемей хĕрĕпе тата мăнукĕпе пĕр пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнать. Ватăскер кухньăра выртса тăрать. Ăна çывăх çыннисем пăхмаççĕ. Кинемей хĕрне аслă пĕлÿ илме пулăшнă-ха, анчах тирпейлĕхе хăнăхтарайман. Вăл пĕрмай кăмăлсăрланать, кăшкăрашать, амăшĕ çине алă çĕклеме те вăтанмасть. Пĕррехинче мана вăрă тесе айăпларĕ. Кинемейпе темиçе соцĕçчен те ĕçленĕ, анчах вĕсем хĕрне чăтайманнипе пăрахса кайнă. Эпĕ вара ватăскере шеллерĕм. Хĕрĕнчен «патак» çисе пурăнаканскер йĕрке хуралçисене темиçе хут та чĕнсе илнĕ. Эпĕ кинемее паянхи кун та пулăшма çÿретĕп», — чунне уçрĕ Наталия Рудольфовна.

Альцгеймер чирĕпе нушаланать. Пулăшу кĕтекенсен хушшинче темĕн тĕрлĕ чирпе нушаланакан та пур. Шупашкарти çурçĕр- хĕвеланăç районĕнче пурăнакан кинемейĕн хăлхи пачах та илтмест, сасси тухмасть. Наталия Рудольфовна кунашкаллисемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Вăл центрта ятарласа хăлха илтменнисен чĕлхине вĕреннĕ. Чылай ватă мăнукĕсене курман, çавăнпа Наталия Рудольфовнăна тĕпренчĕкне пĕрле илсе килме ыйтакан та пур. «Пĕр кинемейĕн Альцгеймер чирĕ аталанать. Вăл пĕрмай манса каять, аташать. Пĕррехинче çакскер вăрмана пакшасене çитерме тухса кайнă та çухалнă. Шыраса тупрăмăрах ăна. Эмелсене ĕçме манать, тепĕр чухне вĕсене ăша яма хăрать. Газ сÿнтерме маннă тĕслĕх те пулнă, çавăнпа ун патне кашни кун çитме тăрăшатăп. Хĕрĕ АПШри Майами хулинче пурăнать. Вăл хутран-ситрен амăшĕпе скайп урлă çыхăнать. Хам пăхса тăракан кинемейсемпе мучисем маншăн çемье пекех. Вĕсем мана шанаççĕ. Пĕр сусăрăн амăшĕ вилчĕ. 1956 çулта çуралнăскер тĕрмере те ларса тухнă. Ун патне халĕ те çÿретĕп. Манăн хÿтĕре сусăр упăшкипе арăмĕ те пур. Пĕррехинче çав хĕрарăм шăнкăравларĕ те: «Сахăр килсе парăр-ха, тархасшăн, мăшăрăм унсăрăн чей ĕçеймест», — терĕ. Çав самантрах пулăшма васкарăм», — малалла сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.

40 пин тенкĕпе кастрюль сутса хăварнă. Ватăсемпе сусăрсене улталанă тĕслĕхсем час-часах тĕл пулаççĕ. Хăйсемпе сантехник е соцĕçчен тесе паллаштараççĕ те кинемейсемпе мучисен шанăçне кĕреççĕ. Шел те, юлашки вăхăтра ватăсем палламан çынна укçа тыттарса янă тĕслĕх тăтăшах тĕл пулать. Ниме тăман сиплев аппарачĕсене, чейник, çатма таврашне чылай хаклăрахпа сутса хăвараççĕ. Наталия Рудольфовна ватăсене ултавçăсем пирки аса илтерсех тăрать. Анчах кинемейсемпе мучисем пурпĕрех шăнман пăр çине ларса юлаççĕ. «Пĕр кинемей 40 пин тенкĕпе кастрюль илсе юлнă. Çак пăтăрмах хыççăн вăл ют çын алăкран шаккасан уçмасть. Анчах палламан çынна тыттарса янă укçана каялла тавăрма май килмен. Пĕр çынсем фильтр лартнăшăн Альцгеймер чирĕпе аптăракан ватăран 70 пин тенкĕ ыйтнă. Кинемей кăларса тыттарнă. Пĕррехинче ултавçăпа хамăн та тĕл пулма тиврĕ. Хайхискер карчăка улталаса хваттертен 15 пин тенкĕлĕх хатĕр йăтса тухнă. Тепрехинче ăна курсан тÿрех полицие шăнкăравларăм. Йĕрке пăсакана тытса чарнă-и — пĕлместĕп. Анчах эпĕ хамăн тивĕçе пурнăçланă», — ĕçри самантсемпе паллаштарчĕ соцĕçчен. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.