- Чăвашла верси
- Русская версия
Пĕр самантрах — миллионер
Ĕненетĕр-и е çук-и — Шупашкарта пурăнакан Дмитрий Трифонов пĕр çеккунтра миллионера çаврăннă. Мĕнле майпа тетĕр-и? Ăна лотерея билечĕ пуйма пулăшнă.
Инженерта тăрăшакан каччă 7 миллион тенке яхăн выляса илнĕ. Анчах укçа купи пĕр кĕтмен çĕртен йăтăнса аннă тесе шухăшлама ан васкăр-ха. Дима унччен чылай билет туяннă, анчах лотерейăра ăнманнипе вĕсене çÿп-çап витрине ывăтнă. Çапах вăл телей унăн енче пуласса ĕненнĕ, лотерейăна çине-çине хутшăннă. Вăт чунран ĕненни мĕн патне илсе çитерет! Ăнăçу çĕнсе илнĕскер ку пысăк укçа-тенке мĕнле тăкакламаллине палăртнă ĕнтĕ. Чаплă хваттер е автомобиль туянĕ тесе шухăшлатăр-и? Çук. «Çулçÿреве тухма палăртрăм. Чи малтан Европăри çĕршывсемпе паллашăп. Унта самолетпа мар, хамăн машинăпа çитесшĕн, илемлĕ вырăнсене, палăксене курса киленесшĕн», — уçăмлатнă вăл.
Редакцирен. Дмитрий Трифонова ăннă-ха, анчах лотерея вылявĕнче пурте укçа выляса илеймеççĕ, çавăнпа выличчен, билет туяниччен тĕплĕ шухăшлама сĕнетпĕр.
Комментировать