Комментировать

Çаврăнăçуллă студентсемшĕн техника пуçтарасси чăрт сурасси çеç. Шупашкарти политехника институчĕн студенчĕсем Иван Никоноров, Дмитрий Иванов, Дмитрий Разуваев квадроцикл хатĕрленĕ. Яшсем ăна пĕр уйăхра пуçтарса пĕтернĕ.

Квадроцикл тăвас шухăш — кафедра заведующийĕн Денис Федоровăн. Иван Никоноров — мотоцикл движокне, Дима Иванов топливо бакне илсе килнĕ. Çапла вĕсем квадроцикла пайăн-пайăн пуçтарнă. Студентсем ку ĕçе ахальтен кÿлĕнмен. Вăл — вĕсен курс ĕçĕ. Ăна преподавательсем «5» паллăпа хакланă. Халĕ çамрăк кон-структорсен ĕçĕ йышăну комиссийĕн фойинче ларать. Абитуриентсем унпа кăсăклансах паллашаççĕ.

 

Любовь ПЕТРОВА.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.