Комментировать

20 Июл, 2017

«Анне сăнарĕ ачалăхра юлчĕ»

Е л ч ĕ к р а й о н ĕ н ч и К и в ĕ Эйпеçре пурăнакан Олимпиада Николаевнăпа Валерий Васильевич Васильевсем пĕр ывăл çитĕнтернипе çеç çырлахман, икĕ тăл ă х п ĕ р т ă в а на хăйсен юратăвĕпе ăшăлăхне парнеленĕ. Халĕ 21 çулти Александра Матросова Шупашкарта пурăнать. Н у м а я х п у л масть вăл хĕрача çуратнă. Шăпах больницăран кăларнă кун çамрăк амăшĕ манпа тĕл пулса калаçма вăх ă т т у п р ĕ .

8 çулта йăмăкне пăхнă

Иртнине тăруках куç умне кăларма çăмăл пулмарĕ ăна. Нумайăшĕ манăçа тухнă, хăш-пĕр самант чуна ыраттарнăран аса илес килмест-тĕр.

— Эпĕ Шупашкарта çуралнă. Мана ватă тăванăм Клавди аппа пăхнине астăватăп. Анне ют хулана ĕçлеме çÿретчĕ, çавăнпа ăна сайра хутра кураттăм. Вăл штукатур-малярччĕ. Пĕррехинче мана та хăйĕнпе пĕрле Чулхулана илсе кайрĕ. Шел те, Клавди аппан сывлăхĕ кунран-кун хавшарĕ. Хăй тĕллĕн утса çÿрейнĕ чухне мана садике леçетчĕ, килсе илетчĕ. Канмалли кунсене пĕрле ирттереттĕмĕр. Вăл мана чиркĕве çавăтса çÿренине астăватăп. Ватăскер сасартăк хытах чирлесе ÿкрĕ. Унăн усал шыçă аталаннă иккен. Вăл вырăнпах выртсан та маншăн питĕ тăрăшатчĕ. Анне тепĕр ача çуратрĕ. Йăмăка хамах пăхаттăм. Эпĕ ун чухне 8 çултаччĕ, 1-мĕш класа çÿреттĕм. Пĕртăванăма килте пĕччен хăварма хăранипе ăна хампа пĕрле шкула йăтса каяттăм. Вăл çывăрнă вăхăтра çеç урок тăваяттăм. Апатне те хамах пĕçереттĕм. Пĕчĕк чухнех хулана лайăх пĕлсе çитрĕм. Машăна çитермешкĕн тесе сĕт хутăшĕ туянаттăм. Йăмăкăм пурпĕрех хытă йĕретчĕ, мĕншĕнне ăнланмастăм. Хам та ача çеç-çке, ăна мĕнле лăплантармаллине ăнкарман эпĕ. Каярахпа ура çине тăрайман Клавди аппа пире пăхма вăй çитерейменнине туйса кирлĕ çĕре шăнкăравласа пĕлтернĕ, — иртнине аса илчĕ çамрăк амăшĕ.

«Çывăх çыннăм йĕп пек çухалчĕ»

Александра ача çуртĕнче икĕ çул пурăннă. Унта ăна никам та кÿрентермен. Саша воспитательсен ырă кăмăлĕпе ăшăлăхне нихăçан та манмĕ.

— 2004 çулта мана — Шупашкарти ача çуртне, йăмăка «Малюткăна» илсе кайрĕç. Анне ман пата темиçе хутчен пырса кайрĕ. Пĕррехинче пĕр хутаç канфет илсе килчĕ, вăл халĕ те куç умĕнчех. Амăшĕн прависĕр хăвариччен вăл мана киле те илсе каятчĕ. Пĕррехинче эпир унпа Машăна курма кайрăмăр. Анчах йăмăка чÿречерен çеç кăтартрĕç. Пĕчĕкскере хыттăн-хыттăн ыталаса чуп тăвас килчĕ. Унăн куç харши вăрăм та илемлĕччĕ, хура çÿçĕ кăтраччĕ. Кайран анне тăрук йĕп пек çухалчĕ. Вăл эрех-сăра ĕçкелетчĕ. «Хаяр шĕвеке» сыпма юратакан юлташĕсен витĕмĕпе çак усал йăлапа туслашрĕ-ши вăл? Текех эпĕ ăна курман. Анне йăмăкпа иксĕмĕре качча каймасăр çуратнă, Машăпа пĕр атте мар пирĕн, — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.

Сашенька пурăнма хавхалантарнă

Олимпиада Николаевнăпа Валерий Васильевич та тин çуралнă мăнукне курма çитнĕччĕ. Вĕсем тă-ван хĕрĕ пек юратса ÿстернĕ Александрăшăн чунран савăнаççĕ. Мăшăр çак пĕлтерĕшлĕ кун ун патне килмесĕр пултарайман. Олимпиада Николаевна нумаях пулмасть амăшĕ пулса тăнă Александра пирки каласа кăтартрĕ.

— Ача çуртĕнчен тăлăха илме шухăшларăмăр та Шупашкара кайрăмăр. Пире икĕ хĕрачана сĕнчĕç. Пĕри тутарччĕ, тепри — Сашенька. Александрăна хÿтте илме тĕв турăмăр. Сашенька çула тухсан йă-мăкĕ пуррине пĕлтерчĕ. Яла кайиччен хулари пĕр суту-илÿ центрне кĕрсе ун валли çĕнĕ япаласем туянтăмăр. Ун чухне пĕчĕк хĕрача ман пата пычĕ те: «Сире анне тесе чĕнма юрать-и?» — терĕ. Паллах. Çапла Сашенька мана пĕрремĕш кунхинех «анне» теме тытăнчĕ. Киле çитсен вăл савăнса кайрĕ, пĕр пÿлĕмрен теприне чупрĕ. Хĕрĕмĕре илемлĕ тăхăнтартас, тутлă çитерес килет-çке. Çавăн-па упăшка шапаша кайма шухăшларĕ. Инкек пĕр кĕтмен çĕртен йăтăнса анчĕ. Шапаша кайсан икĕ эр-нерен мăшăра ток çапнă. Вăл пилĕк метр çÿллĕшĕнчен ÿкнĕ. Пĕтĕм кĕлетки хытă суранланнăччĕ, алă пÿрнисем хуралнăччĕ. Тухтăрсем кĕлеткин пайĕсене мĕнле пуçтарса пĕтерчĕç-ши? Мăшăрăма иккĕмĕш хутчен операци тунă чухне ывăлăма салтака ăсатма тиврĕ. Çав йывăр вăхăтра Сашенька пурри пурăнма хавхалантарчĕ. Вăл пире пурнăç тумхахĕсене çĕнтерме пулăшрĕ, хуçăлма памарĕ. Упăшка больницăран тухсан çулталăк гипспа выртрĕ. Ăна Сашенькăпа пĕрле пăхрăмăр, ура çине тăма пулăшрăмăр. Пĕррехинче пахчана çум çумлама тухрăм. Хĕрĕм пычĕ те: «Анне, сана пулăшмалла-и?» — терĕ. «Кăмăлу пулсан эпĕ хирĕç мар», — çапла хуравларăм та йăран мĕнле çумламаллине кăтартрăм. Хам малалла ĕçлерĕм. Вăл тÿрех ăнкарайманнипе хыçалалла кайнă иккен. Пурăна киле пур ĕçе те хăнăхса çитрĕ. Чăвашла вăл пĕр сăмах та пĕлместчĕ. Пĕррехинче ăна çакăншăн чăваш чĕлхи урокĕнчен кăларса ярасшăн пулнă. Хамăрăн ăшă çунат айне илнĕ ачасене хÿтĕлес тесе шкула пĕрре мар çитрĕм. Сашенька хăвăртах чăвашла калаçма вĕренсе çитрĕ. 9-мĕш класа шĕкĕр пиллĕкпе вĕçлерĕ. Уроксене хăех тăватчĕ. Питĕ тăрăшуллăччĕ вăл. Эпир ачасене укçашăн опекăна илнĕ теекенсем чуна сахал мар ыраттарчĕç. Эпир ача çуртне çак шухăшпа çитнĕ пулсан тăлăхсене тăван тĕпренчĕк пек юратаймăттăмăр. Хĕрĕмĕрсем çынран катăк ан пулччăр тесе типтерлĕ çÿретме тăрăшаттăмăр. Ылтăн хăлха çакки илсе пама та укçа хĕрхенмен. Хăйсене пирĕн патра ытлашши ан туйччăр тесе мăшăрăмпа ырми-канми тăрăшрăмăр. Вĕсене çемьене илнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнмен. Хушнине яланах итленĕ вĕсем, кил-тĕрĕшри ĕçсене пĕрле пурнăçланă, — каласа кăтартнă май Олимпиада Николаевнăн куçĕ пĕрре мар шывланчĕ. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.