Комментировать

20 Июл, 2017

Паллă артистсемпе клипра ÿкерĕннĕ

Кам тетĕр-и? Çĕнĕ Шупашкар пики Татьяна Николаева. Вăл Раççейри паллă артистсемпе Полина Гагаринăпа, Егор Кридпа тата DJ Smashпа пĕрле клипра ÿкерĕннĕ.

Утăн 2-мĕшĕнче Конфедерацисен кубокĕн финалне тата 2018 çулта иртекен футбол чемпионатне халалласа эстрада çăлтăрĕсем «Команда 2018» юрăпа клип хатĕрленĕ. Унта пирĕн Татьяна та ташланă. «Пĕрремĕш каçхине питĕ сивĕччĕ. Туслă ушкăнпа ĕçлени кăмăла çĕклерĕ, чуна ăшăтрĕ. Ун чухне эпир пурте пĕр хум çинчеччĕ. Иккĕмĕш кунхине çурт тăрринче ÿкерчĕç. Тул çутăлни халĕ те куç умĕнче. Çак кунсем маншăн чăннипех те асамлă иртрĕç», — кăмăл-туйăмĕпе пайланнă Татьяна. Сăмах май, вăл Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназире вĕреннĕ, 1-мĕш класран пуçласа шоу-балетра ташланă. Аслă пĕлĕве Мускавра илнĕ. Татьяна финанс менеджерĕн дипломне илсен те ташлама пăрахман. Ку — унăн чун киленĕçĕ-çке.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.