Архив - Ноя 2016 - Çамрăксен хаçачĕ

ноябрь 10th

10 Ноя, 2016

Амăшĕн капиталĕ пурришĕн упăшки йăлтах каçарать

“Ирĕклĕ юрату” тени хĕвеланăçри çĕршывсенчен Куславкка районĕнчи Куснара та çитнĕ пулас. Хăшĕ-пĕри мăшăрĕн еркĕнĕ пуррине пĕле тăркачах пĕр çемье пек пурăнать, хуçалăх тытать, ача-пăча ӳстерет. Александрпа Наталья Сабакаевсем пирки те çавнах каламалла-тăр: арăмĕ вĕçĕмех килтен тухса кайса çухалнине упăшки каçарать. Кашни хăй пĕлнĕ пек пурăнать тесе алă сулма та юрĕччĕ. Анчах кунашкал пулăма чун ниепле те йышăнаймасть. Хăнăхман кун йышшине эпир. Уйрăмах çемьере ачасем пулсан айккинче юлма юрамастех. Ашшĕ-амăшĕ йĕркеллĕ пурăнайман чухне чи малтан вĕсем шар кураççĕ-çке.

Наташăпа Сашăн хут­шă­­­нăвĕ тĕлĕнмеллипех тĕ­лĕн­терчĕ. Мĕн ку — юрату-и е урăхла пурăнма май çук­ки-и? Çакна тĕпчеме Куснара çитрĕмĕр. Малалла вулас...

10 Ноя, 2016

«Хыпар» хаçат парнисемшĕн – 33-мĕш хут

Юпа уйăхĕн варринче Владимир хулинче иртнĕ «Раççей — спорт çĕршывĕ» форумра Владимир Путин Президент Олимп вăййисен программине кĕреймен спорт енĕсене анлăрах, лайăхрах аталантармалли çинчен уйрăмах палăртса каларĕ. Кире пуканĕ йăтассипе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче чӳк уйăхĕн 5-6-мĕшĕсенче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри XXXIII турнир шăпах Владимир Владимировичăн сăмахĕсене тӳрре кăларать. Малалла вулас...

10 Ноя, 2016

Сӳннĕ вучаха çĕнĕрен чĕртнĕ

Ираида нумай ачаллă çемьере çуралнă пулин те кун-çул панă çыннисен ăшшине туйса курман, амăшĕ вилнĕ хыççăн ăна интерната панă. Тĕлĕнмелле хурлăхлă шăпа кĕтнĕ ăна кайран та: юратса пĕрлешнĕ упăшкипе пĕрле пепкисене ӳстерме пӳрмен Ираидăна. Чĕре чирĕпе аптăранăскер 29-тах вилнĕ, 5-ри Наташăпа 3-ри Алинăна тăлăха хăварнă. Амăшне пытарнă хыççăн ачасем тăван килте пурăнма хăранă. Вĕсене аслашшĕпе асламăшĕ хăйсем патне илсе кайнă. Малалла вулас...

ноябрь 3rd

3 Ноя, 2016

«Çамрăксен хаçачĕ» 43 (6136) №. 3.11.2016

3 Ноя, 2016

Туя чăвашсен йăли-йĕркипе ирттернĕ

Хальхи вăхăтра туйсене чăвашла ирттернине сайра курма пулать. Ара, тăван чĕлхерен вăтанакансенчен мĕн кĕтмелли пур? Чылай чухне туйра кĕрекеçĕ чăваш пулин те чĕлхе хуçса вырăсла пуплет. Ют тăрăхран килнĕ хăнасене хисеплесе вырăсла калаçма юрать-ха. Анчах чăн чăвашсен туя мĕншĕн йăла-йĕркепе килĕшÿллĕн ирттерес мар? Анастасийăпа Евгений Михайловсем тăванĕсене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтернĕ: туйăн иккĕмĕш кунхине вĕсем чăвашсен йăлипе ирттернĕ. Малалла вулас...

3 Ноя, 2016

Какай çимесен те вăй-халлă

Ялта кукамăшĕ патĕнче пăру пуснă чухне Ольăн куççуль тухнă. Выльăх-чĕрлĕхе аш-какайшăн усранине ашшĕ-амăшĕ ăнлантарнă-ха, анчах çакна хула хĕрачин чунĕ ниепле те йышăнайман: ачашласа, юратса ÿстернĕ-çке ăна. Выльăх пуснă хыççăн юнĕнчен пĕçернĕ кăлпассие тутанса та пăхман вăл. Малалла вулас...

 

3 Ноя, 2016

Патăрьелсем — пуçаруллă, хастар

Соя, хĕвелçаврăнăш çитĕнтермелле Иртнĕ эрнекун ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне уявланă çĕре хутшăннă.

3 Ноя, 2016

«Кил часрах, эпĕ - хусах»

Кама мĕнле ăнать пурнăçра. Пĕрисене шăпа ялан такăнтарать, теприсене вара пуçран ачашлать. «Кĕмĕл сасă» тата «Вирьял шевлисем» конкурс-фестивальсен Гран-прине тивĕçнĕ чăваш эстрада юрăçи Сергей ЛЕКЕРОВ пирки ЧР культура министрĕ Константин Яковлев çапла каланă: «Вăл — пирĕн пуласлăх». Çамрăксем, чăнах та, пирĕн малашлăх. Вĕсем пирĕн ĕçсене тăсĕç, эпир ăс панине ачисене вĕрентĕç. Ентешĕмпе, Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче кун çути курнă, хĕвел пекех çуталакан хĕрлĕ сарă çÿçлĕ, таса тÿпе пек сенкер куçлă Сергейпа тĕл пулса калаçма интереслĕ пулчĕ. Ара, ăна курмассерен сывлăх суннисĕр пуçне ун пирки нимĕн те пĕлместĕп-çке-ха. Малалла вулас...

Страницы