Патăрьелсем — пуçаруллă, хастар
Соя, хĕвелçаврăнăш çитĕнтермелле Иртнĕ эрнекун ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне уявланă çĕре хутшăннă.
Михаил Игнатьев республикăра ял хуçалăх лайăх аталаннине пĕлтернĕ, ку енĕпе малашне те çанă тавăрса ĕçлемеллине палăртнă. Уйрăмах хăмла, сĕт продукцине туса илесси çинче чарăнса тăнă. Хальхи вăхăтра пирĕн çĕршыва çулталăкра 11 пин тонна хăмла илсе килеççĕ. Раççейре 9 миллион тонна сĕт юр-варĕ çителĕксĕр. Михаил Васильевич каланă тăрăх, ют çĕршывсенчи тата Раççейри рынокра анлă сарăлнă соя, хĕвелçаврăнăш çитĕнтермелле, теплицăсем çĕклемелле. ЧР Пуçлăхĕ район-хулара ĕçлĕ лару-тăру тăвас, муниципалитет органĕсен ĕçне лайăхлатас тесе ятарлă указ алă пуснине пĕлтернĕ. Унпа килĕшÿллĕн, конкурсра çĕнтерекен муниципалитетсене 100 миллион тенкĕ уйăрса парĕç. Республика Пуçлăхĕ ял хуçалăхра нумай çул вăй хунисене, çитĕнÿсем тунисене наградăсем панă. Унсăр пуçне Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне халалласа ирттернĕ «Савнă ялăм, тăван ял» конкурсра мала тухнă ачасене саламланă. Малалла вулас...