Архив - 17 Ноя, 2016 - Çамрăксен хаçачĕ
«Артистăн чуна тавăрса кăтартмалла»
Шăматкун. Ача-пăча йышлă пулин те Вăрнар районĕнчи Çĕнĕ Сăрьелти Зайцевсен килĕнче — шăп, çурма тĕттĕм. Упăшкин пурăнасси нумаях юлманнине Любовь Ивановна чухланă. Юрăна шалкăм çапнă хыççăн 3 çул кашăкран çитерсе пурăннă вăл. Епле пăхмăн-ха! Юратнă упăшка-çке!
Интернетра вăрттăн репост тăваймăн
«Атте фронтран шурă çÿçпе таврăнчĕ»
1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Тимĕрçкассинчи колхоз правленийĕ умĕнчи радио нимĕçсем Совет Союзне тапăнни пирки хыпарласан çынсем тÿрех кулянса ÿкмен-ха. Вăрçă нумая пымассине, совет салтакĕсем тăшмана часах парăнтарассине ĕненнĕ вĕсем. 10 çулти Павел Федотов та çак хыпара илтнĕ. Анчах «вăрçă» сăмах мĕне пĕлтернине вăл лайăх чухламан. Унăн тути-масине арçын ача каярахпа питĕ аван ăнланнă. Ачан черчен хулпуççийĕ çине йывăр ĕç тиеннĕ, ытлă-çитлĕ пурнăç выçлăхпа ылмашăннă… Малалла вулас...
Эстрада чăвашлăх вучахне сÿнтересшĕн мар
Чăваш эстради тавра мĕнле кăна сăмах çÿремест-ши? Куракансем билет хакланнăшăн кăмăлсăр, артистсем сцена тара илмешкĕн ытларах укçа ыйтнăшăн, билет сутăнманшăн пăшăрханаççĕ... Пĕрисем юрăçсене мухтаççĕ, теприсем вăрçаççĕ. Апла-и, капла-и — чăваш эстради пурăнать-ха, малаллах талпăнать. Манăн шухăшпа вара, чăваш эстради — чăвашлăх вучахне сÿнме паман вăйсенчен пĕри. Çивĕч ыйтусене уçăмлатас тĕллевпе «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне Чăваш эстрада артисчĕсен союзĕн ертÿçине Алина ФЕДОРОВА юрăçа йыхравларăм. Малалла вулас...
Чĕлхесене тĕпченĕ чухне хăйне археолог пек туять
Словак каччин Филип Калашăн нумай нациллĕ Раççейпе паллашас ĕмĕт тахçанах çуралнă. Çав тĕллевпех вăл хăй тĕллĕн вырăс чĕлхине вĕреннĕ. Нумаях пулмасть ют çĕршыв каччи пĕлĕвне тарăнлатма Шупашкара килчĕ. Пĕтĕм тĕнчери студентсен “Грамотей” Интернет-олимпиадин çĕнтерÿçи пулнă май вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче практика курсне икĕ эрнене яхăн çÿрерĕ. Асăннă олимпиадăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ йĕркелет, унта кăçал Словакири, Китайри, Казахстанри 20 çамрăк хутшăннă.
Китайри çамрăксем кунĕпе вĕренеççĕ
Юлашки вăхăтра китай чĕлхине вĕренесси анлă сарăлчĕ. Ăна, ыттисемпе танлаштарсан, ăса хывма йывăртарах пулин те çамрăксем тĕнчери чи йышлă халăхăн тăван чĕлхипе калаçма ăнтăлаççĕ. Китайла пуплеме хăнăхас тесен вăхăт чылай кирлĕ. Ара, чĕлхере 60 пин иероглиф-çке-ха. Вĕренÿ валли 2 хут нумайрах вăхăт уйăрмалла. Халĕ пирĕн республикăри шкулсенче те китай чĕлхин курсне çÿреме пулать. Преподавательсем Китайран та килеççĕ. Анчах чĕлхене хăйĕн çĕршывĕнче вĕреннине, унăн культурипе, йăли-йĕркипе тĕплĕнрех паллашнине мĕн çиттĕр? Пирĕн республикăри аслă шкулсем Китайри университетсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ, студентсемпе улшăнаççĕ. Хĕвелтухăç çĕршывĕнчи вĕренÿ пирĕннинчен уйрăлса тăрать-и? Китай студенчĕсене столовăйĕнче мĕн çитереççĕ? Çак тата ытти ыйту хуравне тупмашкăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе географи факультечĕн 3-мĕш курс студенткипе Кристина Яковлевăпа çыхăнтăм. Пике кăçалхи вĕренÿ çулне Китайри Аньхой университетĕнче пуçланă.
Фристайл тÿрех килĕшнĕ
Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялне 30-40 çул каялла «Труд» колхозăн ĕç паттăрĕсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем тата çĕршывĕпе паллă спортсменсем чапа кăларма пуçларĕç. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕн, пултаруллă тренерăн В.М.Бородкинăн вĕренекенĕ Валерий Мулендеев 1979 çулта велокросс енĕпе çĕршыв чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, 20 çултах СССР спорт мастерĕ пулса тăчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче велосипед спорчĕн тĕрлĕ енĕпе иртнĕ Пĕтĕм Союзри тата тĕнчери ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнса вун-вун медаль çĕнсе илчĕ вăл. Шупашкарти стоматологи поликлиникин тĕп тухтăрĕн заместительне, аслă категориллĕ тухтăра, медицина ăслăлăхĕсен кандидатне Сергей Мулендеева чылайăшĕ пĕлет.