Комментировать

17 Ноя, 2016

Чĕлхесене тĕпченĕ чухне хăйне археолог пек туять

Словак каччин Филип Калашăн нумай нациллĕ Раççейпе паллашас ĕмĕт тахçанах çуралнă. Çав тĕллевпех вăл хăй тĕл­лĕн вырăс чĕлхине вĕреннĕ. Нумаях пулмасть ют çĕршыв кач­чи пĕлĕвне тарăнлатма Шупашкара килчĕ. Пĕтĕм тĕнчери студентсен “Грамотей” Интер­нет-олимпиадин çĕнтерÿçи пулнă май вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче практика курсне икĕ эрнене яхăн çÿрерĕ. Асăннă олимпиадăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ йĕркелет, унта кăçал Словакири, Китайри, Казахстанри 20 çамрăк хутшăннă.

Экзамена хатĕрленнĕ чухне

Филип Братиславăра экономика университетĕнче магистратурăра юлашки курсра вĕренет, ют çĕршыв чĕлхисене — нимĕç тата акăлчан — шĕкĕлчет, пĕтĕм тĕнчери хутшăнусем енĕпе ăсне тарăнлатать. Вырăс чĕлхи уншăн — чун киленĕçĕ. Çак кăсăклăх пилĕк çул каялла çуралнă. Пушă вăхăтра студент теорипе грамматикăна ăса хывнă. Икĕ çул каялла вара пусăрăнсах вĕренме тытăннă. Унăн шухăшĕпе, словак тата вырăс чĕлхисенче пĕрпеклĕх нумай: çырас енĕпе те, калаçассипе те, анчах пĕлтерĕшĕ вĕсен расна.

Филип — ял каччи, ахал çемьере çуралса ÿснĕ. Вĕсен йăхĕнче филологсем пулман. Ашшĕ — автомеханик, амăшĕ килти хуçалăха тытса пырать, унччен вăл булочнăйра ĕçленĕ. Калашсем Словакин çурçĕр-хĕвеланăç енче — Ясеница ялĕнче — пурăнаççĕ. Икĕ хутлă çурт вĕсен, пысăках мар сад пур. Ял çыннисем, пирĕн патри пекех, çĕр çинче ĕçлеççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Калашсем выльăх тытмаççĕ, вĕсен кÿршисен вара — 4 ĕне. Филипăн аппăшĕ качча кайнă, çемйипе уйрăм пурăнать, пиччĕшĕ авланман-ха.

“Тĕрĕссипе, эпĕ литературăна юратман. Университета кĕме экзамена хатĕрленнĕ чухне кĕнеке нумай вулама тиврĕ. Çавăн чухне ăнлантăм: епле хитре иккен чĕлхе! Экзаменсем хыççăн словаксен классикине каçăхса кайсах тĕпчерĕм. Кайран вырăссенне алла тытрăм. Лермонтов, Гоголь, Толстой хайлавĕсем чуна тыткăнларĕç. Пирĕн килте вырăс юмахĕсен кĕнеки пур — аттене панă парне ку. Ăна та йăлт вуласа тухрăм. Ача чухне археолог пулма ĕмĕтленеттĕм. Ÿссе çитсен ăнлантăм: чĕлхесене вĕренни мана телей кÿрет, кăмăла çĕклет. Чĕлхе ăçтан пулса кайнине тĕпченĕ, иероглифсемпе паллашнă чухне хама археолог пекех туятăп”, — уçăмлатрĕ ют çĕршыв хăни.

Çемьешĕн тунсăхлаççĕ

Филипăн вĕренÿ хыççăн пушă вăхăт пайтах, çавăнпа вăл ĕçе вырнаçнă, эрнере 80 сехет тăрăшать. Пĕтĕм тĕнчери пĕр компанире документсемпе ĕçлет. Куншăн 15 пин тенкĕ /кунти укçапа/ шалу тÿлеççĕ ăна. “Ĕçтешсем 60-70 пин тенкĕ таранах илеççĕ”, — пытармарĕ каччă. Вĕренÿре вăл аван ĕлкĕрет, стипендие тивĕçет. “Пирĕншĕн чи лайăх паллă — “1”, чи начарри — “5”. Тата саспаллисемпе те — “А”, “В”, “С”... — хаклаççĕ. Вăтамран илес тĕк эпĕ “1,4” илетĕп. Хĕрлĕ диплом илме ĕмĕтленетĕп”, — пытармарĕ каччă. Университетра тÿлевсĕрех ăс пухаканскер студентсен общежитийĕнче кĕтес тупнă. “Эпир юлташпа иккĕн пурăнатпăр. Икĕ пÿлĕм валли пĕр туалет, душ, пĕчĕк кухня пур. Куншăн уйăхне 490 тенкĕ кăларса хумалла. Манăн шухăшпа ку, условисене кура, хаклă. Хăш-пĕр общежитире чылай хăтлăрах та, йÿнĕрех те. Киле кашни канмалли кунах пуйăспа çÿретĕп. Студентсемпе пенсионерсене тÿлевсĕрех турттараççĕ. Çул çинче икĕ сехет иртет. Мускавра çынсем кашни кунах çапла çÿреме пултараççĕ, маншăн ку йывăр, ывăнтарать”, — терĕ Филип.

Калашсем — католиксем. Вĕсем Çĕнĕ çула мар, Раштав уявне пал­­лă тăваççĕ. Раштавăн 24-мĕшĕччен чăрăш капăрлатаççĕ. Çав кун типĕ тытаççĕ. Уяв сĕтелĕ çинчи тутлă апата тĕкĕниччен малтан çаврака вафлие пылпа çиеççĕ. “Сирĕн патăрта сăмакун ĕçеççĕ, эпир те килте эрех хатĕрлетпĕр. Унăн ячĕ мĕнле улма-çырларан тунинчен килет: сливовица, грушовица, вишневица... Ку эрех хăватлă, 52 градус. Наци апачĕ — галушки. Ăна çăнăхран, çĕрулмирен, брынзăран, ăшаланă салăран хатĕрлеççĕ. Вăл хырăма хăвăрт выçтармасть, сывлăхшăн питĕ усăллах мар пулĕ. Çапах самăр çын сахал пирĕн. Эпир çăкăр çиместпĕр, нумай ĕçлетпĕр, футболла выляма юрататпăр. Словакири нумай çын Австрие, Германие, Венгрие тухса каять. Унта пурнăç шайĕ урăхларах, ытларах ĕçлесе илеççĕ. Уявсенче киле таврăнаççĕ. Словаксем çемьепе пурăнма хăнăхнă. Эпĕ те чикĕ леш енче çур çул аран чăтрăм — чун киле туртрĕ, çавăнпа хамăн çĕршыврах юлас килет”, — унти пурнăçпа паллаштарчĕ яш.

Словак халăхĕн туйĕнчи кăсăклă самантсем пирки те ыйтса пĕлтĕмĕр Филипран. “Чиркÿре венчет тăнă хыççăн мăшăрăн пăчкăпа йывăç касмалла. Çакăнта вĕсем пĕрле епле ĕçлеме пултарни курăнать. Пирĕн çĕршывра венчет тăни хут уйăрттарнипе пĕрешкелех, саккунлă шутланать. Хĕр — шурă кĕпе, каччă ятуллă костюм тăхăнать. Ĕçкĕ-çикĕ ресторанта иртет. Çур çĕр хыççăн хĕр урăх тумтир тăхăнать, пĕркенчĕкне чечеклĕ тутăрпа улăштарас йăла пур. Словакире католик ытларах /70%/, православи тĕнне ĕненекенсем те пур. Пирĕн тăрăхра украин нумай. Эпир пĕр-пĕринпе туслă пурăнатпăр. Çапах çемье çавăрнă чухне тĕн ыйтăвĕ чăрмав кÿме пултарать”, — ăнлантарчĕ ют çĕршыв студенчĕ.

Маршруткăсем тĕлĕнтернĕ

Раççее Филип кăçал çулла пĕрремĕш хутчен килнĕ, ун чухне вăл Мускавра, Санкт-Петербургра пулнă. Хуласен мăнаçлăхĕ ăна çав тери тыткăнланă. Раççей географине тĕпченĕ чухнех Филип Шупашкар ăçта вырнаçнине, кунта Атăл юхнине пĕлнĕ. Хăйĕн мобильникĕ çине Людмила Зыкинăн «Течет река Волга» юррине çыртарнă вăл. Чăвашсем ырă пулнине йĕкĕт хăй те курса ĕненнĕ. Çул кăтартма е урăх ыйтупа чăрмантарсан унпа çынсем ăшпиллĕн калаçнă, Мускавра вара кăнттам хуравлакансем те тупăннă. Мĕн тĕлĕнтернĕ-ха ăна Чăвашра? «Хулара маршруткăна кĕрсе вырăн йышăнатăн та водителе укçа тыттармалла. Кайран хăш чарăнура антармаллине кăшкăрса пĕлтермелле. Тĕттĕмре нимĕн те курăнмасть, хулана лайăх пĕлмен çыншăн меллĕ мар ку паллах. «Чарăнура хăварăр-ха тархасшăн», — теме хăнăхрăм ĕнтĕ. Братиславăра маршруткăсем çук, автобус турттарать. Çул хĕрринче тем те пĕр сутакан кинемейсем те çук пирĕн. Вырăссем эрех вăйлă ĕçеççĕ теççĕ. Анчах эпĕ çакна çирĕплетейместĕп, нумай ĕçекенсене эпĕ тĕл пулмарăм. Чăваш пикисем питĕ хитре, çепĕç, тирпейлĕ. Профилакторие килсенех икĕ хĕрпе паллашрăм. Вĕсем хатĕрленÿ курсĕ хыççăн киле кайма пуçтарăнчĕç. Хăвăрт пиçекен пăтта, сахăра тата ытти çимĕçе мана парса хăварчĕç. Вĕри шыв янипех хатĕр пулакан пăтă курманччĕ. Çĕрлесерен тата питĕ вăраххăн çÿрекен пуйăс та çук пирĕн: кăнтăрла чупаççĕ, хăвăртлăхĕ те пысăкрах», — палăртрĕ каччă. Чăвашра икĕ чĕлхе хуçаланни, чарăну ячĕсем, ытти вывеска чăвашла та, вырăсла та пулни, тĕлĕнтернĕ студент-туриста. Словакире чех, венгр, украин тата ытти наци халăхĕ пурăнсан та — патшалăх чĕлхи пĕрре çеç. Филип чăвашла каланă пĕрремĕш сăмах — «юрату». Редакцие килсен ăна: «Эпĕ сана юрататăп», — теме вĕрентрĕмĕр.

Сарă çÿçлĕ, кăвак куçлă уçă чунлă яш Раççейпе паллашать кăна-ха, вăл нумай хулана çитсе курасшăн. Шупашкар унăн асĕнче ырă пулăмсемпе çырăнса юласса шанатпăр.

Алина ИЗМАН.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.