Архив - Мая 2015 - Çамрăксен хаçачĕ

мая 7th

7 Мая, 2015

Чăваш каччи танкра чутах çунса кайман

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Кĕрлев ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан 96 çулти Алексей Яковлевăн хăйĕн ĕмĕрĕнче темĕн те курма тивнĕ. Ветеран виçĕ вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă.

7 Мая, 2015

Аçăмçырми яшĕ Жукова та курнă

Хаяр вăрçă чылай çемьене нуша кăтартнă, ачасене ашшĕсĕр, хĕрарăмсене мăшăрсăр хăварнă. Вăрнар районĕнчи Аçăмçырминче пурăнакан Михаил Никифоров та çамрăклах ашшĕсĕр тăрса юлнă. Çемье пуçĕ Ленинград блокадинче пуç хунă.

7 Мая, 2015

Тăлăх арăм шăпипе çырлахнă

Красноармейски районĕнчи Кÿлхĕрри ялĕнче пурăнакан Анна Ефремова «Çамрăксен хаçатне» çырăнса илет. 92-ри кинемей куçлăхсăрах вулани тĕлĕнтерчĕ. Килĕштернĕ кăларăм корреспонденчĕ килнĕшĕн вăл чунранах хĕпĕртерĕ, хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ.

7 Мая, 2015

Савни аллинчи тутăсăр чей те кăмăла каять

Хĕрпе каччă тĕл пулса хăйне евĕр çурт купалать: мăшăрланать, йăха тăсмашкăн çут тĕнчене ача илсе килет... Çуртра шăпăрлансен сасси янăрать, тăнăçлăх, килĕшÿ хуçаланать. Кунран ырри мĕн пур-ши? "Юратушăн чăрмав çук", - тенĕ. Тĕрĕсех мар-и ку?

7 Мая, 2015

Шăна çиен кушак тесеччĕ

Пирĕн колхоз пурччĕ. Питĕ вăйлă аталаннăччĕ, шалу тÿлетчĕ, тыр-пул, утă-улăм паратчĕ. Çавăнпах шкул пĕтернĕ хыççăн хулана каймарăм, колхозра тар тăкма тытăнтăм. Тракториста вĕренсе тухнипех çырлахрăм. Анчах çирĕп колхоз та кĕтмен çĕртен арканчĕ. Пурнăç аякри хуласене ĕçлеме çÿремешкĕн хистерĕ. Инçете çул тытакансем темиçе çул каяллах сахал мар пулнă, халĕ те çаплах. Тата халĕ вĕсен йышĕнче пикесемпе хĕрарăмсем те чылаййăн-çке.

7 Мая, 2015

Авлантартăмăр та ывăлсемсĕр юлтăмăр

"Манăн пилĕк ывăл", - мухтаннă пĕр хĕрарăм пилĕк чиперука çуратни умĕнче. Хайхискерсен чун тĕпренчĕкĕсем çитĕнсен çемье чăмăртанă. "Ывăлсене авлантартăм та пĕр-пĕччен тăрса юлтăм", - хуйхăрнă пĕрремĕшĕ. "Пилĕк хĕре качча парса пилĕк ывăллă пултăм", - хĕпĕртенĕ иккĕмĕшĕ", - çакăн пек шÿтленине илтнĕччĕ пĕлĕшĕн ачин туйĕнче. Вĕсен çемйисем çинчен мар, хамăн телейсĕр ватлăх пирки çыру шăрçалатăп каçхи шăплăхра.

7 Мая, 2015

Хусан çийĕн вĕçрĕç тĕрĕксен янравлă сăввисем

Азербайджанăн тĕп хулинче Бакура иртнĕ Тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен форумĕнче пулса курнăранпа вăхăт нумай та хыçа юлмарĕ - шăпа Хусанта апрель уйăхĕн вĕçĕнче йĕркеленнĕ çакнашкал фестивале илсе çитерчĕ.

Страницы