Комментировать

7 Мая, 2015

Аçăмçырми яшĕ Жукова та курнă

Хаяр вăрçă чылай çемьене нуша кăтартнă, ачасене ашшĕсĕр, хĕрарăмсене мăшăрсăр хăварнă. Вăрнар районĕнчи Аçăмçырминче пурăнакан Михаил Никифоров та çамрăклах ашшĕсĕр тăрса юлнă. Çемье пуçĕ Ленинград блокадинче пуç хунă. Вăхăт нумаях та иртмен - 17 çулти Михаилăн та салтак аттине тăхăнма тивнĕ.

Ашшĕ пурнăçран уйрăлсан Михаил çемье пуçĕ вырăнне юлнă. Вăл амăшĕшĕн, йăмăкĕшĕн тĕрек пулнă, вăйне шеллемесĕр тар тăкса ĕçленĕ. Часах унăн çемьерен вăхăтлăха уйрăлма тивнĕ.

- Ирсĕр вăрçăн виççĕмĕш çулĕ пыратчĕ. Пирĕн те, 1926 çулта çуралнисен, салтака кайма ят тухрĕ. Салтак атти тăхăннă çамрăксене, вăл шутра Шĕнер Ишек ялĕнчи Василий Селивестров та пурччĕ, вĕренме ячĕç. Пĕррехинче командир минăр пулма юрăхлă салтаксене суйларĕ. «Лăпкă, ĕçе васкамасăр пурнăçлакансем кирлĕ. Пĕр йăнăш тусанах мина çурăлма пултарать», - терĕ. Кÿршĕ ялтан килнĕ тусăма илсе кайрĕç. Çапла пире уйăрчĕç. Мана стройран кăларчĕç те кĕпер тунă çĕре ячĕç. Вася 10 класс пĕтернĕччĕ, эпĕ - 7 класс. Вăл чăвашла калаçма юратмастчĕ, çын куласран хăратчĕ. Пĕрмай, «Вырăсла пĕлместĕн-им.» - тесе ыйтатчĕ, - çамрăк чухнехи саманта куç умне кăларчĕ Михаил Никифорович.

Вăрнар районĕн каччи Польша çĕрне лекнĕ. Вăл Варшава çывăхĕнче кĕпер тунă çĕрте тар тăкнă.

- Ун чухне никама та çăмăл пулман. Тăшмансем çывăхра чухнех ĕçлеме тиветчĕ. Вĕсем кĕпере сирпĕтесшĕн çунаççĕ. Польша çывăхĕнче Одра шывĕ юхса выртать. Пĕррехинче çавăнта пирĕннисем нимĕçсемпе çапăçрĕç. Хам алла хĕç-пăшал тытса фашистпа çапăçман пулин те мана контузи пулнăччĕ. Тăна кĕтĕм, нимĕн те астумастăп. Çав шăв-шав хăлхара халĕ те янăрать, - калаçу çăмхине малалла сÿтрĕ ветеран.Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.