Тăлăх арăм шăпипе çырлахнă

7 Мая, 2015

Красноармейски районĕнчи Кÿлхĕрри ялĕнче пурăнакан Анна Ефремова «Çамрăксен хаçатне» çырăнса илет. 92-ри кинемей куçлăхсăрах вулани тĕлĕнтерчĕ. Килĕштернĕ кăларăм корреспонденчĕ килнĕшĕн вăл чунранах хĕпĕртерĕ, хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ.

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче ярмăрккăра савăнакан Карайсем вăрçă тухнине пĕлмен-ха. Купăс каласа каруççельпе çаврăннă, таврара шăхличĕ сасси, юрă-кĕвĕ янăранă... Сасартăк рупортан пĕлтерÿ вуланă, «Паян ирхи 4 сехетре пирĕн çĕршыва тăшман вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ...» Ял ĕçченĕсен савăнăçĕ пĕр самантра хурлăха çаврăннă. Тапраннă хĕвĕшÿ. Пĕрисем макăрнă, теприсем эрех ĕçнĕ...

Анюка /ялта ăна çапла чĕнеççĕ/ çар комиссариачĕ «вăрçа кайма юрăхлă» тесе йышăннă, 18-ти хĕр ыттисемпе пĕрле пĕр уйăх стрелоксен курсĕнче вĕреннĕ. Ун патне икĕ хутчен те повестка килнĕ. Вăрман касма, окоп чавма тăтăшах илсе кайнăран килте пулманнине кура вăрçа каяссинчен çăлăнса юлнă вăл.

Нушине тылра та самаях астивнĕ. Сăр хĕррипе 3 метр тарăнăш окоп чавнă çĕрте те Анюк хура тăлăпа çăпата сырнă урине сахал мар тăм тивтернĕ. Килтен илсе килнĕ çĕрулми кутамккара шанках пăрланнă. Ăна шуратмасăр-турамасăрах хуран шÿрпине ярса пĕçернĕ. Типĕтнĕ çăкăра шывпа йĕпетсе çисе хырăма улталанă. Ятарласа никам та апат янтăламан, килтен мĕн илсе килнипех тăранса пурăннă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.