Архив - 16 Апр, 2015 - Çамрăксен хаçачĕ

16 Апр, 2015

Окоп та чавнă вĕсем, вăрман та каснă

1941 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирхине, вырсарникун, хĕвел яланхи пекех ташласа тухнă. Анчах çав илемлĕ те ăшă кун çутине усал хыпар тĕксĕмлетнĕ. Совет Союзĕн кашни кĕтесĕнче пĕр сăмах янăранă: вăрçă! Ку мĕне пĕлтернине, вăл пин-пин çыннăн пурнăçне илсе каяссине ăнланса хĕрарăмсем куççульне чарайман. Арçынсем пăчăртаннă тумлама никама кăтартмасăр вăрçа амăшĕсемпе ачисене, йăмăкĕсемпе аппăшĕсене, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Ывăлĕсемпе хĕрĕсене фронтра çухатнă амăшĕсем нимĕçсене ылханнă, тĕпренчĕкĕсен ачалăхне туртса илнĕ тăшмана чунран курайман...

Страницы