Черет хăратать, е Больница еннелле мĕншĕн çаврăнса пăхас та килменни çинчен
Çемьере йыш хушăнни хăех - пысăк телей. Юлашки çулсенче хĕрарăмсем чăннипех те ача ытларах çуратма пуçларĕç. Патшалăх та май пур таран пулăшать. Укçа та параççĕ, çĕрпе те тивĕçтереççĕ, çурт-йĕр ыйтăвне те татма май пур. Çапах та ача çитĕнтерме нихăçан та çăмăл пулман. Çут тĕнчене тин килнĕ пепке валли те сахал мар нухрат кирлĕ. Çуралсанах ача садне черет тăмалла. Кайран шкул пирки шухăшлама тытăнмалла. Ку хăй - уйрăм калаçу. Паллах, ашшĕ-амăшĕн телейĕ - пепке таса та сывă пулнинче. Унран хакли нимĕн те çук. Çавăнпа та паян сывлăх пирки сăмах хускатасшăн.