Комментировать

26 Июл, 2014

Çитмĕлте те... юрлать чĕре

«Чăваш хĕрарăмĕнче» çакăн пек рубрика уçăлнине вулакан асăрхарĕ ĕнтĕ. Черетлĕ номерте хастар авторăмăрпа, Элĕк районĕнчи Владимир Егоровпа, паллаштарма тĕв турăмăр. Унпа тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Владимир Степанович хăй хыççăн тусан хăварса Шураçран райцентра... скутерпа вĕçтерсе çитрĕ. Шурă кĕпепе, хура костюмпа хăй, купăсне илме те манман иçмасса! Çынсем тĕлĕннипе ун çине çаврăна-çаврăна пăхрĕç...

Виçĕ çул каялла райцентрти лавккара асăрханă-ха вăл «хурçă ута». «Шел-им пенси укçи? Ĕмĕр тăршшĕнче материал çырма сахал мар утнă. Ÿлĕмрен çуран çÿремĕп», - тĕв тытнă вăл. «Чăваш хĕрарăмĕсĕр» пуçне тата 13 кăларăмпа çыхăну тытаканскерĕн килте ларма пĕртте вăхăт çук. Студент чухнех мотоциклист удостоверенине илнĕскер халĕ те, чылай çул руль умне ларман пулсан та, водитель ăсталăхне çухатман-ха. Çапах та вĕр çĕнĕ скутер пĕр çулталăк сарайĕнчех ларнă. Пĕлтĕр ăна хута янă хуçи. «Элĕке пĕрремĕш хут килтĕм, унччен инçе çула тухман. Салара çÿреме кăштах шикленнĕччĕ, кунта транспорт нумай-çке. Çул çинчи паллăсене пăхăнса пырсан нимĕн те хăрушă мар иккен», - палăртать Владимир Степанович. Çапах та пире ярăнтарма хирĕçлерĕ вăл. Шлемĕ те пĕрре кăначчĕ. Ÿкерсе амантсан хаçата кам кăларĕ тата? Шел, скутер утланса ĕрĕхме май килмерĕ. Уншăн Владимир Егоров купăс каласа юрланине итлесе килентĕмĕр. Йывăçсен сулхăнне пырса лартăмăр та музыка хатĕрне тăсса ятăмăр, «Çурхи вăрманта сар кайăк юрлать» шăрантартăмăр кăна...

«Восток» ятлă купăса 80-мĕш çулта Шураçри Сар Леньăран туяннă. Лешĕ ăна колхоз валли улăм тума кайсан Кургантанах илсе килнĕ. Çав купăсăн сасси халĕ те уçă, ăна виçĕ хутчен юсава панă пулин те. Хăй тĕллĕн кĕвĕ калама вĕреннĕ Владимир Степанович пур юрра та «илет» халĕ. «Чун валли, хамшăн кăна», - пытармасть 74-ри арçын. Туйра та, ытти ĕçкĕре те никама та юрлаттарман-ташлаттарман вăл купăсĕпе, çавăнпа, тен, Владимир Степановичăн çакнашкал ăсталăх пуррине чылайăшĕ пĕлмест те.

Ĕмĕрне хăраххăн ирттерет пулин те пĕчченлĕхе туймасть ватă хусах, нимшĕн те кулянмасть, пăшăрханмасть: яланах халăх хушшинче пулнă, ачасене вĕрентнĕ-çке. Çамрăк чухне тĕрлĕ çĕр-шыва çитсе курнă вăл, паллă нумай çынпа çыхăну тытнă. Пурнăç ахаль иртмен, халĕ те вĕресе кăна тăрать. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ ирттерекен ăслăлăх конференцийĕсене çулсеренех хутшăнать Владимир Степанович. Хăй вăхăтĕнче Мускавра ăслăлăх-тĕпчев институтĕнче аспирантурăра вĕреннĕскерĕн тĕп чун туртăмĕ - биологи ăслăлăхĕ. Шур çырли ÿстерес тĕлĕшпе диссертаци те хÿтĕленĕ вăл, çак çырла çинчен йăлтах каласа кăтартма пултарать пирĕн автор. Пурнăçне шкулпа çыхăнтарнă хыççăн тепĕр туртăм - меслет ĕçĕ çырасси - çуралнă. Тĕслĕхрен, технологи урокĕнче аслă классенче «Трактор» специальноçпа пуçламăш професси пĕлĕвĕ парассипе çыхăннă ыйтусене тĕпченĕ вăл.

Халĕ республикăри темиçе шкул унăн меслечĕпе усă курса ĕçлет. Çамрăксемпе пĕрле ялта пурăнакан кирек хăш ÿсĕмри çын та /кăмăл пур тăк/ ку предмета ăса хывать, удостоверени илет.

Эпир шурлăха çÿреместпĕр те, тракторист удостоверенийĕ пире питех илĕртмест. Хĕр-хĕрарăма урăххи, хусахăн пурнăçĕ ытларах кăсăклантарать. Мĕншĕн авланманни, ытти-хытти... Анчах, Владимир Егоров партизан тейĕн, вăрттăнни пирки - ни-ни! Юрĕ-ха, кăмăлĕ уçăлсан, тен, хăех пирĕн хаçата çырса пĕлтерĕ. Çичĕ теçетке çул пурăнса аса илмелли юрату историйĕ сахал мар пухăннă-тăр. Мĕншĕн аса илмелли кăна? Тен, куç ÿкесрен шикленнипе кăна нимĕн те шарламарĕ вăл. Ахальтен мар: «Хама 50-ри пек туятăп, тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн пурнăç татах та техĕмлĕрех», - пытармарĕ вăл. Апла тăк чăтăмлăха пухса çĕнĕ хайлавсем кĕтетпĕр.

Алина ИЗМАН.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.