- Чăвашла верси
- Русская версия
Хамăрăнах лайăх
Кăçал тыр-пул хакĕ ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн пĕлтĕрхинчен пысăкрах пулмалла. Республикăн правительство комиссийĕн ларăвне (вăл иртнĕ эрне кун Çĕрпÿ районĕнче иртнĕ) хутшăннă ертÿçĕсем çĕнĕ тухăçăн малтанласа палăртнă сутлăх хакĕсене ырланă. Çăкăр пĕçермелли 3-мĕш класлă тулăн пĕр тонни сахалран та 6750 тенкĕ (е иртнĕ çулхи хакăн 103,1 проценчĕ) пулмалла. 4-мĕш класлă тулă – 6450 тенкĕпе (102,4 процент), ыраш 5100 тенкĕпе (103 процент) танлашмалла.
Агропромышленноç комплексĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен правительство комиссийĕпе ял хуçалăх министерствин коллегийĕн ларăвне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе, пысăк хуçалăх ертÿçисемпе, яваплă çынсемпе ларса тĕплĕ калаçиччен вăл ял хуçалăхĕн тĕпчев институчĕ тата "Колос" предприяти çитĕнтернĕ тырă, çĕр улми пуссисен опытлă участокĕсене пăхса çаврăннă. "Цивильский бекон" пĕрлешÿре тырă йĕтемĕпе, ăна типĕтмелли комплекспа, юсав мастерскойĕпе паллашнă. Хуçалăхсенче çĕр ĕç культури пысăк пулнине, хресчен тăрăшакан вырăнта тирпей-илем хуçаланнине палăртнă.
"Муниципалитетсене ертсе пыракансен лару-тăрăва тĕрĕс хакласа ял хуçалăхне аталанма мелсем ытларах туса памалла. Хресчен кăмăлне туйса тăмалла, хавхалантармалла. Ĕçри тăкаксене пĕчĕклетсе шалăва ÿстерме тăрăшмалла," – тенĕ Михаил Игнатьев. Кулленхи ĕçре яваплăха туйса вăй хуракансене тав туса вăл пысăк сăвăмпа савăнтаракан дояркăсене патшалăх наградисемпе чысламашкăн хатĕрлеме хушнă.
Лавккасенче республикăра туса кăларакан тавар сахал пулни çинчен те сăмах хускатнă. "Районсенчи чылай суту-илÿ çурчĕсене пăхса çаврăнтăм. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене тав тăвас килет. Анчах хăш-пĕр лавккара хамăр патри продукци пачах çук", – палăртнă ертÿçĕ. Нумаях пулмасть Улатăрта пулнă май унти тĕслĕхе аса илнĕ. Вырăнти çăнăха Алтайри пек кăтартса сутнă. "Чăваш çăнăхне туянас текенсем пур, анчах ăна лавккари сентресем çинче тупаймастăн. Тутлă шыв пирки те çакнах каламалла. Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансен пĕрлешмелле, ютти мар, хăйсен продукцийĕ лавккасене çиттĕр тесе тăрăшмалла. Эсир çапла тума пултаратăр", – чĕнсе каланă вăл.
Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов агропромышленноç комплексĕ çур çулта мĕнле ĕçленипе паллаштарнă. Мĕн пур йышши хуçалăхсем çак тапхăрта 8,6 млрд тенкĕлĕх продукци туса илнĕ.
Сăн ÿкерчĕке www.cap.ru сайтран илнĕ
Комментировать