Комментировать

2 Авг, 2014

Йĕрке черчен, анчах та çирĕп алăра

Иртнĕ ытлари кунхи ĕç кунне Тăвай районĕн прокурорĕпе пĕрле ирттерме калаçса татăлтăмăр. Оксана Ястребова - районти пĕртен пĕр хĕрарăм прокурор. Хăйĕн тивĕçне вăл арçынтан кая мар, тен, ирттерсе те-и, пурнăçлать. Çакăн пирки тав хучĕсем те /вĕсен шучĕ те çук/ республика шайĕнче ăна ырăпа кăна асăнни те çирĕплетеççĕ.

Оксана Геннадьевна ĕçе хитре кĕпепе килнĕччĕ. Суда кайман е тĕрĕслеве тухман чухне ахаль тумпа та çÿреме юрать вĕсен. Кĕлеткине килĕшÿллĕ кăтартнăран пăхса ытармалла мар чипер курăнать çамрăк хĕрарăм. Хÿтĕлевçĕ саккун йĕркине асăрхакан вырăнĕнче вăйлă çынна курма хăнăхнăран пуçра тĕрлĕ шухăш явăнчĕ. Черченкĕ те çамрăк çак хĕрарăм йывăр лава епле туртать-ши?

Кăлăхах иккĕленнĕ-мĕн, кунĕпе пĕрле çÿресе Оксана Геннадьевнăн пысăк ăсталăхне, оперативлă шухăшлама пĕлнине, çынлăхăн паха енĕсене курса ĕнентĕмĕр.

8.00. Прокурорăн ĕç кунĕ районти шалти ĕçсен пайĕн дежурство чаçне тĕрĕсленинчен пуçланчĕ. Сергей Соколов дежурнăйпа унăн пулăшуçи Иван Осипов йышăннă шăнкăравсемпе паллаштарчĕç. Талăкра 5 çын пулăшу ыйтса чĕннĕ, çул-йĕрте инкек пулман.

8.45. Прокуратура ĕçченĕсем пуçлăх пÿлĕмне оперативлă пухăва пуçтарăнчĕç. Паянтан коллективра çĕнĕ çын: тин кăна юрист дипломне алла илнĕ Игорь Жестянкин прокурор пулăшуçин тивĕçне пикенет. Ăна аслă юлташĕ Андрей Афанасьев ĕçе хăнăхтарĕ. Шупашкартан килнĕ çамрăк специалист валли хваттер тупса та хатĕрленĕ ертÿçĕ. Тăвай район прокуратуринче, ĕç калăпăшĕ вышкайсăр пысăккине пăхмасăрах, 3 çын вăй хурать. Пысăк мар коллектив районти саккунлăха сăнаса тăрас енĕпе тивĕçлипех тăрăшать.

9.15. Уголовлă тĕпчев пынă май вăрттăнлăхра тытмалли самант чылай. Полици дознавателĕ Ольга Афонина килсен пÿлĕмрен тухма тиврĕ. Прокурорпа иккĕшĕ Чутей çывăхĕнче браконьерсем пăшие персе вĕлернĕ тĕслĕхе сÿтсе яврĕç.

9.30. Прокурорăн паян йышăну кунĕ мар пулин те пÿлĕм алăкне çынсем хуралланине асăрхарăм. Тăвайри ЖКХ пуçлăхĕ Юрий Ефимов нумай хваттерлĕ çуртсене терроризмран сыхлассипе пурнăçланă ĕçсем пирки каласа кăтартрĕ. Ку тĕлĕшпе прокуратура маларах асăрхаттарнă-мĕн. Чартаксемпе путвалсене уçă тăратни - хăрушă. Ку вырăнсене çăрапа питĕрмелле, уçă камра пулнине çырса хумалла. Терроризмпа тата экстремизмпа кĕрешес енĕпе ĕçлекен ушкăнăн ларăвĕнче те кун пирки вĕçĕмех аса илтереççĕ. Иртнĕ çулсенче Тăвайра килсĕр-çуртсăр çын путвалта пушар кăларнă тĕслĕх те пулнă.

10.50. Районти шалти ĕçсен пайĕнчи участок уполномоченнăйсен ертÿçи Валерий Игнатьев кăçалхи çичĕ уйăхра пурнăçланă профилактика ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Саккуна ÿсĕрле пăснă тĕслĕх нумайланнишĕн пăшăрханать вăл. Кунсăр пуçне материалсем тĕлĕшĕпе прокурортан канаш ыйтрĕ.

В. гражданин пĕлтĕр кивçенле скутер туяннă та укçана тавăрса паман. Банк ултавçăран кивçене шыраса илесшĕн. В. гражданин лавккана телевизорпа кĕпе çумалли машина илме пынă-ха, вĕсемшĕн кредит документне те çыртарнă. Анчах темĕн самантра шухăшĕ улшăннă унăн - ара, 31 пин тенкĕпе скутер илме пулать-çке! Йăлара кирлĕ хатĕрсем вырăнне... «хурçă ут» утланса килнĕ хайхискер. Сутуçăсем документа тÿрлетмесĕрех тыттарса янă. «Кĕпе çумалли машина та, телевизор та илмен, апла нимшĕн те тÿлемелле мар», - тесе шухăшланă-ши вăл, кивçен пирки пачах маннă.

11.00. Прокурор патне хĕрарăм килчĕ: банк картти çинчен укçа çухалнă унăн. Шалу илме тăрать те 8 пин тенке яхăн çитменнине асăрхать. «Кĕмĕл» темĕнле майпа ют çын телефон номерĕпе банк картти çине куçнă-мĕн. Йĕрке хуралçисем çавсен хуçине те шыраса тупаççĕ-ха. Анчах укçа мĕнле майпа çитнине ăнсăртран укçаллă пулни те ăнлантарайман. Çавăнпа та айăплама сăлтав çук тесе ку тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарман. Шар курни çакăнпа çырлахасшăн мар. «Банк ĕçченĕсем айăплă тăк вĕсем явап тытчăр, укçана тавăрса паччăр», - тет вăл. Оксана Ястребова хĕрарăма татăклă сĕнÿ пачĕ.

11.30. Прокурор почта тĕрĕсленĕ вăхăтра хăш-пĕр ĕçпе паллашма тÿр килчĕ. Çу уйăхĕнче Мучарта шăллĕ пиччĕшне вĕлернĕ, ку тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Синкерлĕ çав кун пĕр тăвансем эрех ĕçнĕ те хирĕçсе кайнă. Ÿсĕрле кĕçĕннин кăмăлĕ çав тери кăра-мĕн. Ашшĕне вăйлă хĕненĕшĕн пĕлтĕр вăл психиатри больницинче те сипленнĕ. Хальхинче пиччĕшне турчкапа пуçран та, ытти çĕртен те çапма тытăннă. Юнланса пĕтнĕскерне курсан хăранипе килтен тухса тарнă. Тепĕр кунне ирпе тăванĕ патне пынă та... лешĕ вилнĕ иккен. Экспертиза палăртнă тăрăх - арçын ăсран тайăлман. Апла тăк саккун умĕнче унăн туллинех явап тытма тивĕ.

Йăнтăрччă ялĕнче 81-ри кинемей йÿçек ĕçсе çут тĕнчепе сыв пуллашма тĕв тунă. «Куç курмасть, пурăнас кăмăл çук...» - çапла ăнлантарнă вăл йĕрке хуралçисене. Хĕрĕ вăхăтра «васкавлă пулăшу» чĕннипе кăна ватă çынна çăлса хăварма май килнĕ. Кинемее никам та кÿрентермен-и? Прокурор çакна лайăхрах тĕпчесе пĕлме хушнă.

Обществăра тĕрлĕ çын хушшинче пурăнать этем. Психика тĕлĕшĕнчен сывă маррисем те пур пирĕн йышра. Чутейри пĕр арçын ачине патакпа хĕнеме тапратнă. Шăпăрлан йывăç çине хăпарса ларни килĕшмен ăна. Кайран çывăракан ывăлне кĕреçе аврипе çапнă... Ку ĕçпе суда тавăç тăратасшăн, арçынна психиатри больницинче сипленме ыйтасшăн.

Материалсене тишкернĕ май куç умне пĕри тепринчен хăрушăрах ÿкерчĕк тухса тăрать. Прокурорăн кунсеренех çакнашкал тискерлĕхпе тĕл пулма тивет те чиперкке хĕрарарăм чунĕ епле чăтать-ши? Пĕр пăхсан кăна çапла черченкĕ курăнать Оксана Геннадьевна, шалта вара çирĕп кăмăл пытаннă.

Полици çакнашкал шăнкăрав та йышăннă: çырăнмасăрах пĕрле пурăнакан упăшкине арăмĕ вырăн çинче урăххипе тытнă-мĕн. «Çак самантра эпĕ йĕксĕксемпе темĕн те туса хума пултаратăп, хĕрарăмĕ хăваласа ярсан та каймасть, илсе кайăр ăна пирĕн патран», - пулăшу ыйтнă хайхискер. Ку мăшăрпа йĕрке хуралçисем пĕрремĕш хут тĕл пулмаççĕ ĕнтĕ. Эрех-сăрапа туслăскерсем вĕçĕмех пăтăрмаха лекеççĕ. Вĕсенчен пĕри ют çыннăн банк карттинчи укçана шампунь туянма вăрлани çинчен эпир те çырнăччĕ. «Эпир арăмпа вăрçăнса кайрăмăр. Манăн унпа пурăнас килменнипе тепринпе çыхлантăм», - тÿрре тухнă арçын. Темĕнле пурăнакан та пур... Арçын хальлĕхе арăмĕпех юлнă терĕç.

Тепĕр хĕрарăмăн та «02» номерпе шăнкăравлама тивнĕ. Чÿречерен пăхнă та - кÿршĕсен виçĕ качаки унăн машини çинче тĕпĕртетнине асăрханă. Чĕр чунсем капота, багажнике чăрмаланă, ВАЗ-2110 тăррине, алăкĕсене лапчăтнă... Качака хуçине административлă майпа айăплама йышăннă.

12.45. Пÿлĕме вăтам ÿсĕмри арçын кĕчĕ. «Районти депутатсен пухăвĕнче манăн мăшăра тава тивĕçлĕ ят памалла терĕç, йышăнăва халĕ те пурнăçа кĕртмен-ха, татăклă хурав паракан та çук...» - кăмăлсăрланать арçын. Кашни çынна пулăшма кăна мар, итлеме те пĕлмелле çав прокурорăн. Вăт тĕнче! Хисеплĕ, тава тивĕçлĕ ятсене ыйтса илекен те пур иккен.

13.00. Райцентрти ресторана апата кайрăмăр. «Хам шутран хăналама ирĕк парсамăр», - сĕнчĕ пĕр предприяти ертÿçи прокурора тĕл пулсан. Чылай хĕрарăмшăн арçын çапла калани кăмăллă, ахăртнех, анчах прокуроршăн мар. Вăл хăй тĕллĕнлĕхе, никама пăхăнманлăха хăнăхнă.

14.00. Уголовлă айăплава пурнăçлакан инспекци пуçлăхĕ Владислав Мурдаков шутра тăракансем, унашкаллисем пурĕ - 30 çын, патне тĕрĕслевпе каймалли плана сÿтсе явма килчĕ. Эрех ĕçекенсем, çемьере йĕркеллĕ пурăнайманнисем патне прокуратура ĕçченĕсемпе пĕрле уйăхсеренех çитеççĕ, судпа айăпланнисем ĕçлеççĕ-и, çук-и - çакна та шута илеççĕ.

14.15. Оксана Геннадьевна хитре кĕпине прокурор формипе улăштарчĕ. Енĕш Нăрваша кайма хатĕрлентĕмĕр. Нумаях пулмасть, тĕрĕсрех - иртнĕ эрнере, ял тăрăхĕн администрацийĕ тăлăх хĕре Оксана Спиридоновăна социаллă найм мелĕпе пурăнмалли çуртпа тивĕçтернĕ, çавна курмаллаччĕ пирĕн.

Алла уçă тытасса пике икĕ çул ытла кĕтнĕ. Прокуратура ку ĕçпе суда тавăç тăратнăччĕ, вăл кĕске вăхăтрах хĕр валли çурт туса пĕтерме явап хунăччĕ. Анчах йышăнăва вăхăтра пурнăçлайман. Ку ĕç-пуç пирки пĕлтĕр утă уйăхĕнче пирĕн хаçатра «Куккукран - чăпар кайăк, тăлăхран хурлăхлă çын çук» статьяра çырса кăтартрăмăр. Çулталăк вĕçĕнче ял тăрăхĕн администраци пуçлăхĕ Виталий Петров патне эпир тепĕр хутчен шăнкăравларăмăр, Оксана Спиридоновăн çурчĕпе кăсăклантăмăр. «Çĕнĕ çулта çĕнĕ пÿрт ĕçки тăватех пике. Унччен унта кĕмелле туса çитеретпĕр», - шантарчĕ пуçлăх. Оксанăшăн эпир те савăннăччĕ. Васканă иккен, çурт уççине хĕрĕн татах та çур çул кĕтме тиврĕ.

Прокурор тĕрĕсленĕ хыççăн суд йышăнăвне çу уйăхĕн 21-мĕшĕччен пурнăçлама явап хунă. Анчах ял администраци пуçлăхĕ суд йышăнăвне пăхăнманни пĕрремĕш хут мар ĕнтĕ. Социаллă найм килĕшĕвне çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче кăна çырнă.

Ĕçсем мĕншĕн вăрах пынине Виталий Петров çапла ăнлантарать: укçа хăвăрт куçман, аукцион ирттерме те вăхăт кирлĕ... /Вăхăтра усă курманран укçана каялла тавăрса пама тивнĕ-çке/. Канализаци çăлне чавасси те витĕмлĕ сăлтава çаврăннă имĕш. Ял варринче çурт лартасси уй варринче çĕклессинчен чылай ансатрах. Анчах ку тĕслĕхре, темшĕн, чăрмав çине чăрмав сиксе тухнă, ĕçе вăхăтра вĕçлеме чăрмантарнă.

«Çурт уççине иртнĕ тунти кун кăна илтĕм», - пĕлтерчĕ телефонпа тăлăх хĕр. Ăна савăнăçлă лару-тăрура паманни те тĕлĕнтерчĕ. Хальлĕхе пике çĕнĕ вырăна куçайман-ха. Ача-пăча кану лагерьĕнче ĕçленĕрен унпа тĕл пулаймарăмăр. Оксана кухньăна сĕтел-пукан вырнаçтарнă ĕнтĕ, кĕркунне çурта пурăнма кĕресшĕн. Прокуратура хута кĕмен тĕк тата хăçанччен çын патĕнче пурăнĕччĕ-ши хĕр?

Ял тăрăхĕн администраци пуçлăхĕпе, прокурорпа пĕрле эпир Оксана Спиридоновăн çуртне кайса куртăмăр. Кил умĕнче купаланса выртакан хăрăк турат, унăн витĕрех тем çÿллĕш ÿснĕ мăян куçа тÿрех тăрăнчĕç. Çĕнĕ çурт хыçĕнчех тахçан ветсывату пулнă сарай халь-халь ишĕлсе анас пек ларать. Ăна сутлăха кăларнă. «30 пин тенкĕ çеç ыйтатпăр, вутă хакĕ пултăр хăть. Ял администрацине те кăштах пулăшуччĕ», - ăнлантарать ертÿçĕ. Илес текен тупăннă тăк тахçанах сутмалла та... «Сутаймасан кил хуçине парнелесе хăварăпăр ара», - хушса хурать çийĕнчех. Вăт сана чаплă парне! Хĕре кирлĕ-ши вăл? Ăна сÿтмелле, татмалла, çурмалла... Мунчи те çук-ха унăн хальлĕхе. Саккунпа килĕшÿллĕн территорие хăтлăхпа тивĕçтермелле, кунта вара çурт умĕнчех туратсем йăваланаççĕ. «Çын тытатăп та 5 минутрах тасатаççĕ», - шантарать пуçлăх. Вăл каланине темшĕн ĕненес килмерĕ...

16.00. Сергей Максимов участок уполномоченнăй прокурор пÿлĕмне кĕчĕ, 3,8 çулти пепке паллă мар япалапа наркăмăшланнине пĕлтерчĕ. Ачи япăх туйнине кура темĕнле çырла çинĕ пулĕ тесе шухăшланă аслисем. Анчах кун пирки иккĕленеççĕ. Ашшĕне тухтăр нерв тытăмне лăплантармалли эмел çырса панă-мĕн, çавă ача аллине лекмен-ши? Прокурор ку ĕçе тĕплĕнрех тĕпчеме хушрĕ, ачисене пăхас, воспитани парас тивĕçе йĕркеллĕ пурнăçламаншăн ашшĕ-амăш тĕлĕшĕпе административлă ĕç пуçарма хушрĕ.

17.00. Ĕç кунĕ вĕçленсе пынă май эпĕ çула пуçтарăнтăм. Оксана Геннадьевнăн сĕтелĕ çинче вара тата 15 материал, уголовлă икĕ ĕç выртатчĕ. «Пĕччен юлсан, никам та чăрмантарман чухне ларатăп вĕсемпе. 21 сехет те иртсе каять вара», - ăнлантарчĕ прокурор. 18 сехетре ĕçченĕсене тепĕр хут пухса калаçать вăл, кун мĕнле иртнине тишкереççĕ. Ун хыççăн - ыран валли план хатĕрлемелле... Кашни йышăнăвĕ çын шăпине татса парать. Йăнăш утăм тусан çынсем саккунлăхпа тĕрĕслĕхе ĕненме пăрахĕç. Çавăнпа та утăма тĕплĕ шухăшласа тумалла. Çак яваплăха кашни самантра туйса тăрать Оксана Ястребова.

Алина ИЗМАН.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.