Архив - Чăваш хĕрарăмĕ

апреля 25th, 2015

25 Апр, 2015

Тупаççĕ...

РФ наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем героин сарма хăтланнă çамрăка тытса чарнă. Таджикистанран тухнăскер республикăра çак мура сарасшăн пулнă.

36-ри арçын наркăмăша хăйне евĕр пытарнă. Кроссовки тĕпĕнче «арча» ăсталанă вăл. Унта пытарнă наркăмăшăн пĕр пайне сутма ĕлкĕрнĕ пулин те наркополицейскисем тытнă тĕле ыттине /130 грамм/ салатайман.

Таджикистанран тухнăскерне судпа айăпланă. Çирĕп йĕркеллĕ колонире 12 çул та 10 уйăх ирттерме тата 400 пин тенкĕ штраф тÿлеме тивĕ унăн.

Татьяна НАУМОВА.

25 Апр, 2015

Манахсен вăрттăнлăхĕ

Тибет мăнастирĕнчи манахсене шăпах гормон гимнастики ĕмĕре тепĕр 25 çул тăсма, чир-чĕре çĕнтерме, лайăх туйма пулăшнă. Ăна валли 5 минут çеç кирлĕ. Хусканусене вырăн çинчех, ирхи 6 сехетчен тусан лайăхрах. Çапла вара ирхине вăраннă хыççăн ура çине тăриччен:

25 Апр, 2015

Юлашки хут тăван чĕлхепе мĕн вуланă?

Светлана МИХАЙЛОВА, 37 çулта:

- Пĕр пытармасăр калатăп: "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçата çырăнса илетпĕр, унти статьясемпе тĕплĕн паллашатпăр. Аннепе Галина Петровна Ландышевăпа хуняма Клавдия Ивановна Михайлова çак кăларăма 2-3 хут та вуласа тухаççĕ. Анне уйрăм темиçе тетрадь те пуçланă: пĕрне - Етĕрне район çыннисем çинчен çырнине, теприне - усăллă канашсем, виççĕмĕшне апат-çимĕç рецепчĕсем çыпăçтарса пырать.

Ольга ИВАНОВА, 36 çулта:

25 Апр, 2015

Вăрманта юман та ÿстĕр, шĕшкĕ те...

Республикăра «Кĕнеке урлă - халăхсен туслăхĕ патне» фестиваль иртнине иртнĕ номерте пĕлтернĕччĕ. Çавна май ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче регионсен хушшинчи «Паянхи вулакан, куракан тата радиоитлекен - вĕсен кăмăл-туйăмне, шухăшлавне йĕркелесси, пахалăхлă информаципе тата литературăпа тивĕçтересси» форум иртрĕ.

Чăваш Республикин журналистсен союзĕ йĕркеленĕскерне унăн ертÿçи Валерий Комиссаров уçрĕ. Паян çын информаципе тĕрлĕ енлĕ усă курма пултартăр тесен кăларакан литература та, МИХсем те пахалăхлă пулмаллине каларĕ вăл.

апреля 18th

18 Апр, 2015

«Чăваш хĕрарăмĕ» 14 № /884/ 18.04.2015

18 Апр, 2015

Çурхи юр пек ирĕлет... чăваш

Самарпа Тутарстан тăрăхне кашни çулах концертпа тухса çÿренĕрен унти чăвашсем тăван пекех хаклă та çывăх маншăн. Зала кĕмĕл çÿçлĕ асаннесемпе кукамайсем ытларах пырса ларнинчен тахçанах тĕлĕнме пăрахнă. Ялта халь çамрăксем çук, пулсан та концерт кăсăклантармасть вĕсене. Пĕлетĕп, аякри тăвансем пире кĕтеççĕ, тунсăхлаççĕ.

18 Апр, 2015

Маннă ял

Çапла калаççĕ хăйсем пирки Муркаш районĕнчи Коминтерн выççăлккинче пурăнакансем. Ял çыннисем каланă тăрăх, 1923 çулта таврари çичĕ ялтан куçса килнĕ кунта. Сĕнтĕр тăрăхĕнчи Шупуçсемпе Апчарсем те йăва çавăрнă вăрманта. Чи кирли - тĕрлĕ ялтан пуçтарăннă халăх пĕр-пĕринпе туслă пурăннă.

18 Апр, 2015

Çÿп-çаппа типĕ курăк калаçтараççĕ

Ейÿ сарăлас хăрушлăх иртсе кайрĕ çеç, пушарнăйсен умне тепĕр çивĕч ыйту тухса та тăчĕ: шăпах çак вăхăтра «хĕрлĕ автан» алхасас хăрушлăх ÿсет. Ара, çуркунне çитсен чылайăшĕ типĕ курăка çунтарма юраманнине пăхмасăрах ăна тивертме тытăнать. Хăрушсăрлăха пăхăнмаллине темĕн чухлĕ каласан та ыйту çивĕчлĕхĕ пачах чакмасть. Раççей МЧСĕн республикăри тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов кĕçнерникун журналистсемпе шăпах çак ыйту тавра калаçрĕ те.

18 Апр, 2015

Хĕвеллĕ урам хĕвел çутипе кăна çуталать...

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çынсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçассине ырă йăлана çавăрнă. Иртнĕ эрнере Михаил Васильевич граждансене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн йышăну пÿлĕмĕнче кĕтсе илнĕ.

Страницы