Пуканешĕн юлташ - чăн хурăнташ

18 Апр, 2015

Чăваш патшалăх пукане театрĕ 70 çул тултарчĕ

1943 çулта Етĕрнере Ленинград блокадинчен эвакуациленнĕ артистсем тата театра юратакан вырăнти çынсем куçса çÿрекен Пукане театрĕ йĕркеленĕ. Çулталăкран çак ушкăна Шупашкарти Пионерсен çуртĕнче кĕтес уйăрса панă. Çапах артистсем республикăри ытти театр пекех 1945 çулта тулли хăватпа ĕçлеме пуçлани паллă. Шăпах çакăнтан çырăнать унăн историйĕ. Пукане театрĕн йĕркелÿçи тата пĕрремĕш режиссерĕ - Сергей Мерзляков. Вăл пултаруллă чăваш çамрăкĕсене пĕр йыша пуçтарнă. "Три подружки" спектакльпе пуçланнă репертуар пуянлансах пынă.

1958 çулта чăваш пуканеçисемшĕн çĕнĕ тапхăр пуçланнине палăртмалла. Ун чухне артистсем Чăваш патшалăх филармони йышĕнчен уйрăлса уйрăммăн ĕçлеме пуçланă. Тĕнчипе паллă Сергей Образцовăн вĕренекенĕ Михаил Антонов ертÿçĕ тилхепине тытнă.

Çак вăхăтра тĕрлĕ çурта куçнă Пукане театрĕ. Пур çĕрте те хăйĕн кураканне тупнă вăл. Театр аталанăвне пултаруллă артистсем хăйсен тÿпине хывнă. 70 çул хушшинче сцена ăстисем 400-е яхăн спектакль, шоу, театрализациленĕ программа кăтартнă. Паян репертуарта - 50 ытла ĕç. Чăвашла тата вырăсла спектакльсем кураканшăн кăсăклă.

Хальхи театр ĕçне иккĕн - директор, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елизавета Абрамова тата пултарулăх ертÿçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Юрий Филиппов - йĕркелесе пыраççĕ.

Пукане театрĕ 70 çулхи юбилейне хăйне евĕр пулăмпа кĕтсе илчĕ. Сергей Мерзляков лартнă "Виçĕ хĕр-упраç" спектакле çĕнĕрен сцена çине кăларчĕ вăл. Çакă артистсемшĕн те, куракансемшĕн те çав тери пĕлтерĕшлĕ.

Çапах Пукане театрĕ ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ши? "Ытти театрта артистсем утса-чупса çÿреççĕ пулсассăн пирĕн выртса та, упаленсе те, чĕвен тăрса та, чĕркуçленсе утса та выляма лекет", - ăнлантарать йăл кулса тĕп режиссер.

- Юрий Михайлович, нумаях пулмасть театр çуртне юсаса çĕнетрĕç. Калăр-ха, çакăн хыççăн мĕн улшăнчĕ?

Унччен пĕчĕк залти сцена çинче çеç спектакльсем кăтартаттăмăр. Халĕ ытларах куракана йышăнма май пур. Пысăк зал валли спектакльсем хатĕрлетпĕр. Малтанхисене те анлăлатса çĕнететпĕр. Тĕслĕхрен, "Уйăх çинчи пике", "Царевна-лягушка" ĕçсене пĕчĕк залтан пысăккине куçартăмăр. Çав вăхăтрах пĕчĕк залти спектакльсене те кăтартма чарăнман.

- Ял ачисем спектакль курма тăтăш килеççĕ-и?

- Чуна ыраттаракан ыйту ку. Çакăн тавра министерство ĕçченĕсемпе пĕрле "çавра сĕтел" те ирттертĕмĕр. Саккун тăрăх шкул автобусĕсен район территорийĕнчен тухма чăрмавлă. Хулана килмешкĕн специалистсен пĕр купа хут алă пустарма тивет. Пурпĕрех лару-тăру лайăх енне улшăнасса шанатпăр.

Çапах та юлашки вăхăтра ашшĕ-амăшĕ ачисене килти машинăпа театра илсе килме пуçларĕ. Ушкăнпа та пуçтарăнса тухаççĕ вĕсем.

Хамăр та спектакльсемпе ялсене тухса çÿретпĕр. Анчах эпир килнине пурте пĕлмеççĕ иккен. Унсăр пуçне ял тăрăхĕсенче ача сахал. Çавăнпах хăш чухне çула тухни хамăршăн тăкаклă. Апла пулин те пушă вăхăт тупăнсанах районсене çитсе килме тăрăшатпăр. Çитес вăхăтра Элĕк, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕсене кайма планланă.

"Ака уйăхĕнчен çынсем клуба çÿреме пăрахаççĕ", - теме пăхать вырăнти культура центрĕн хăш-пĕр пуçлăхĕ. Мĕншĕн çапла калаççĕ? Вĕсен, район центрĕнче пурăнакансен, яла ĕçе çÿрекенсен, клуб уçас килмест. Çакă та артистсене ура хурать.

- Эсир куллен 2-3-шер спектакль кăтартатăр. Театрта вылянипе çырлахмастăр, ача сачĕсене, шкула çитетĕр...

- Унта кăна та мар. Больницăсенче те, реабилитаци центрĕсенче те кĕтеççĕ пире. Республикăри Хĕрарăмсен канашĕпе пĕрле ятарлă проектсем пурнăçа кĕртетпĕр. Тĕрмесенче "Турă патне çырнă 14 çыру", "Çăлтăр ачи", "Раштав каçĕ умĕн" спектакльсем кăтартатпăр.

- Пĕчĕк ачасем театра хăйсен тĕллĕн килеймеççĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле çÿреççĕ. Мĕнле шухăшлатăр, сирĕн спектакльсем аслисемшĕн интереслĕ-и?

- Паллах. Çитĕннисемшĕн те ачалăхри туйăмсем хаклă. Вĕсем пурте юмах тĕнчине лекме, асамлă сăнарсемпе тĕл пулма ĕмĕтленнĕ. Сăнатăп та, спектакль вăхăтĕнче вĕсем хăйсем те ачана çаврăнаççĕ.

- Тĕнчипе паллă авторсен пьесисене сцена çине кăларатăр. Репертуарта чăваш çыравçисен ĕçĕсем те пур. Раиса Сарпин "Уйăх çинчи хĕр", Ольга Туркайăн "Шурă Шупашкар юмахĕ", Ева Лисинăн "Хупах хăлха Илюк"... спектаклĕсене куракан ăшшăн йышăнни иккĕлентермест. Ачасене килĕшекеннине суйласа илме çăмăл-и?

- Паянхи куншăн çивĕч темăна хускататпăр. Тĕслĕхрен, çак самантра аннене юратни çитмест. "Çăлтăр ачи" пьесăра тĕнчери чи çывăх çын çинчен калаçу пырать. Е хупах хăлха Илюк çÿл çÿреме килĕштерет, çав вăхăтрах тăван çĕршыва юратать.

Пирĕншĕн чăваш произведенийĕсем тĕнчипе паллă авторсен ĕçĕсемпе пĕр шайра. Вĕсене пĕр сцена çинче çав артистсемех выляççĕ. Унсăр пуçне чăваш авторĕсен спектаклĕсемпе Пĕтĕм тĕнчери фестивальсене хутшăнатпăр. Унта наци культурине, йăли-йĕркине кăтартатпăр. Пирĕн ĕç урлă куракансем пĕтĕм чăваш çĕршывне хаклаççĕ.

- Ахăртнех, пур фестивале хутшăнма май çук. Ăçта каяссине мĕнле палăртатăр?

- Хальччен ăçта пулман - çавăнта çитсе курас килет. Йыхрав нумай, вĕсенчен суйласа илмелле. Кăçал Казахстанри "Ассалаумагалейкум" фестивале каясшăн. Хусанта йĕркелекен тĕрĕк халăхĕсен "Науруз" фестиваль-форумĕнчен те юлма юрамасть.

Чăваш Республикинче иртекен Пĕтĕм тĕнчери "Пĕрешкел пулмасан та юрать" фестивале çÿллĕ шайра йĕркелĕпĕр. Малтанхи уява Европа артисчĕсем йышлă килнĕччĕ. Халĕ улшăнусем хыççăн пурте хутшăнаймĕç. Анчах кăнтăр енчи халăхсене чĕнсе илетпĕрех. Беларуçпа Казахстан пуканеçисем пирĕн тăрăха килме палăртнă та ĕнтĕ. Унсăр пуçне Раççей театрĕсем пуçтарăнса килĕç. Сăмах май, сусăр ачасем валли йĕркеленĕ çакнашкал фестиваль тĕнчере урăх çук.

- Валентина Элпи 100 çул тултарнă тĕле унăн ĕçĕ тăрăх "Эп халь телейлĕ" спектакль кăлартăр. Ăна куракан мĕнле йышăнчĕ? Автор хăй хак пама ĕлкĕрчĕ-и?

- Ку спектакль ачасене те, театр киритикĕсене те килĕшрĕ. Кăçал "Науруз" фестивале шăпах çак ĕçе илсе кайăпăр.

Пурнăç кăшт хĕсĕнсенех лару-тăру япăхланчĕ теме пăхатпăр. Спектакльти ĕç-пуçа тишкерер-ха: килте çиме çăкăр та пулман. Шкула кайнăшăн, кĕнеке панăшăн мĕн тери савăнать ача. Юрпикепе Хĕл Мучине курни те тĕлĕнтермĕш уншăн. Ку спектакль ачасене пурнăçа, çăкăра, шкула çÿренине хаклама вĕрентет.

Сывлăхĕ хавшанине пула Валентина Элпи хăй килсе кураймарĕ. Çапах çак спектакле хатĕрленине пĕлнĕ вăл. Унпа урамра тĕлпулсан та калаçаттăмăр. Вăл питĕ савăннăччĕ.

- Шкул программинчи авторсен ĕçĕсемпе паллаштаратăр. Кĕçĕннисем валли çырнă юмахсене те курма пулать. Çапах залта хăш ÿсĕмри ачасем йышлăрах?

- Историе тишкерес пулсан, малтан Пукане театрĕ çитĕннисем валли, сăмахран, "Фауст", "Гамлет" спектакльсем хатĕрленĕ. Кайран ачасен театрне çаврăннă вăл.

Халĕ репертуарта тĕрлĕ ÿсĕмрисем валли спектакльсем пур. Кĕçĕннисене те, аслисене те, вĕсен ашшĕ-амăшне те хапăл эпир. Çитĕннисем валли лартнă спектакльсем артистсен пултарулăх шайне хăпартма та пулăшаççĕ.

- РФ тава тивĕçлĕ артистки Надежда Алферова актерсен çемйинче çуралнă. Уроксем хыççăнах театра чупнине аса илет вăл. Сцена çинчи асамлăха ун чухнех туйса илнĕ. Хальхи артистсен ачисем спектакль курма килеççĕ-и?

- Паллах. Вĕсем пĕчĕкренех артистсемпе хутшăнаççĕ. Спектакль хыççăн хăйсен шухăшне пĕлтереççĕ. Эпĕ ĕçлеме пуçланăрапа пăхас тăк - артистсен театрта ÿснĕ ачисем çемье çавăрчĕç. Халĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсемпе килеççĕ.

Акă Надежда Алферовăн, Любовь Никитинăн, Ира Васильевăн... ачисем çемьеллĕ.

- Ывăл-хĕре, паллах, пĕчĕкренех театра юратма хăнăхтармалла.

- Хальхи ачасем хăвăрт аталанаççĕ. Икĕ çултанах сцена çинчи ĕç-пуçа ăнланма пуçлаççĕ вĕсем. Малтан ашшĕ-амăшĕн юмах кĕнекине вуласа памалла. Кайран пĕрле сÿтсе явма çăмăлрах пултăр.

Театр çумĕнче çамрăк театралсен шкулĕ ĕçлет. Нумаях пулмасть çыравçăсен конкурсне ирттертĕмĕр. Вĕсем тĕрлĕ юмах шухăшласа кăларнă.

- "Чĕнтĕрĕ чаршав" конкурсра Пукане театрĕн ĕçне çулсеренех пысăка хурса хаклаççĕ. Кăçал "Раштав умĕнхи каç" ĕç "Çулталăкри чи лайăх спектакль" ята тивĕçрĕ.

- Пукане театрне ыттисемпе танлашма çăмăлах мар, мĕншĕн тесен пирĕн спектакльсем кĕскерех. Ачасем 2 сехете яхăн пăхса лараймаççĕ, хускалма пуçлаççĕ.

"Чĕнтĕрлĕ чаршав" конкурс артистсемшĕн питĕ кирлĕ. Ун урлă халь ĕçлеме пуçлаканнисен хăйсене кăтартма май пур.

- 70 çулхи юбилей сезонĕ тата мĕнпе асра юлĕ?

- Кĕркунне Юхма Мишшин ĕçĕ тăрăх "Мулкач валли шурă кĕрĕк" спектакль кăтартасшăн. Ăна иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче лартнă. Çав вăхăтра ĕçленĕ артистсем те ку ĕçе çĕнĕрен сцена çине кăларасшăн.

- Пирĕн вулакансене мĕн калас килет?

- Пурнăç йывăрлăхĕ çинчен манас килсен, çивĕч ыйту хуравне хăвăр тĕллĕн тупаймасан юмах тĕнчине килĕр. Çакă сире çăмăллăх кÿрĕ.

- Тавах калаçушăн.

Çак эрнере Пукане театрĕн ĕçченĕсене артистсемпе куракансем саламларĕç. ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов вĕсене ывăл-хĕре пĕчĕкренех тăван культурăна, наци юрри-кĕввине юратма, хисеплеме вĕрентнĕшĕн тав турĕ. Театр ĕçченĕсенчен нумайăшĕ Хисеп хучĕпе Тав çырăвне тивĕçрĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА хатĕрленĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.