Комментировать

18 Апр, 2015

Çÿп-çаппа типĕ курăк калаçтараççĕ

Ейÿ сарăлас хăрушлăх иртсе кайрĕ çеç, пушарнăйсен умне тепĕр çивĕч ыйту тухса та тăчĕ: шăпах çак вăхăтра «хĕрлĕ автан» алхасас хăрушлăх ÿсет. Ара, çуркунне çитсен чылайăшĕ типĕ курăка çунтарма юраманнине пăхмасăрах ăна тивертме тытăнать. Хăрушсăрлăха пăхăнмаллине темĕн чухлĕ каласан та ыйту çивĕчлĕхĕ пачах чакмасть. Раççей МЧСĕн республикăри тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов кĕçнерникун журналистсемпе шăпах çак ыйту тавра калаçрĕ те.

- Хакасири йывăр лару-тăрăва пурте куратпăр. Типĕ курăк Бурятире те кĕлленет паян. Вăл хăйне-хăй çунмасть, ăна çын тивертет. Этем хăрушă шайне ăнланманнипе çыхăннă çакă. Мĕн хистет-ха çапла тума? Тĕп сăлтавĕ, паллах, кашни хăйĕн кил таврашне кивĕ курăкран, çÿп-çапран тасатма хăтланнипе çыхăннă, - пуçларĕ сăмахне Станислав Юрьевич.

2010 çула аса илчĕ вăл. Çанталăк типĕ пулнăран пĕчĕк çулăмранах пысăк пушар тухнă тĕслĕхсемпе палăрса юлнăччĕ çав çу. Кун пекки текех ан пултăр тесен, паллах, хамăрăн тăрăшмалла.

Пушар хăрушсăрлăхĕн енĕпе иртнĕ çулхи инкексене те аса илтерчĕ Станислав Антонов. Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи пĕр кил хуçи пахчари типĕ курăка çунтарма тытăннă. Хĕлхем кĕтмен çĕртен мунча çине сиксе ÿкнĕ те 5-6 минутрах унран нимĕн те тăрса юлман. Тепĕр кун тÿрех икĕ пушар алхаснă. Типĕ курăка тивертнĕренех Вăрнарта тÿрех 12 çурт çуннă. Çав кунах Пăрачкав районĕнче те асăннă сăлтавпах 2 хуçалăх шар курнă. Акан 21-мĕшĕнче пĕри пахчара çÿп-çап çунтарнă май кăвайт кÿршин хуралтисем çине вĕçнĕ, пушар тухнă. Çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче Çĕрпÿре «хĕрлĕ автан» алхаснин сăлтавĕ те çÿп-çап çунтарнипе çыхăннă.

- Ку тĕслĕхсене мĕншĕн аса илетĕп-ха? Курăк çунтарнă чухне асăрхануллă пулмалли пирки яланах калаçатпăр. Витĕмĕ сахаллине курах юр кайнă-кайманах пушарсем тухас хăрушлăх ÿсессе кĕтеççĕ специалистсем. Паллах, кашнинчех, кун пек тĕслĕхсем пулмасса шанас килет. Темле пулсан та çÿп-çап та, курăк та, вăрман та тивертмесĕр çунмасть, - тет республикăн тĕп пушарнăйĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра пушар тухнă 293 тĕслĕхе шута илнĕ. Вĕсенче 44 çын пурнăçĕ татăлнă. Курăк çунтарнипе халех 32 пушар тухнă. Юр вара тин кайнă-ха. Çав вăхăтрах çак кунсенче тискер кайăк тытма юракан тапхăр пуçланать, сунарçăсем вăрманта час-часах кăвайт чĕртеççĕ, çÿпĕ çунтараççĕ. Пахча-дачăра ĕçлемелли вăхăт та çитнĕ - пурте хăйсен лаптăкĕсене тасатасшăн. Кунта та инкек тухасран сехре хăпать. Май уявĕсем çывхарсах пыраççĕ - чылайăшĕ çак кунсенче çутçанталăка тухать.

Кашнин яваплăха туйса асăрхануллă пулмалла! Шел, пушар сăлтавĕ хăйсенче иккенне çирĕплетсен яваплăх тытасси те хăратмасть çынсене. Çулăм явăннă тĕслĕх нумайланнăран пĕр-пĕр тăрăхра е республикăра пушар хăрушлăхĕ ÿснĕрен ятарлă режим кĕртсен вĕсем икĕ хутчен те ÿсеççĕ. Сăмахран, пушар хăрушсăрлăхĕн нормисене пăснăшăн ахаль çынсене ытти чухне 1000-1500 тенкĕ штрафлаççĕ, должноçрисене - 6-15 пин тенкĕ. Юридици сăпачĕсемшĕн вăл 150-200 пин тенкĕпе танлашать. Пушарсем ÿснĕрен яваплă режим кĕртсен штрафсем 2-4 пин тенкĕпе, 15-30 пин тенкĕпе, 400-500 пин тенкĕпе танлашĕç. Паллах, кĕсьене аванах пушатма тивет. Çапах укçинчен ытла хамăрăн пурнăç, хăрушсăрлăх хаклă.

- Йĕпе-сапа ыттисен кăмăлне пусарать пулин те, пире, пушарнăйсене, çумăрлă-пĕлĕтлĕ çанталăк савăнтарать çеç. Çавăнпах паянхи çанталăк та пирĕншĕн чухах, - тет Станислав Юрьевич. - Паллах, пахчари çÿп-çапа çунтарма чаракан саккун çук. Ăна тивертме юрать. Анчах та нормăсене пăхăнмалла. Хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелле. Çунтаракан вырăнтан хуралтăсем 50 метрта вырнаçмалла. Çулăм чĕртнĕ вырăнтан 20-30 метр радиусра лаптăк таса пулмалла, 1,4 метр сарлакăш чавнă йĕр кирлĕ. Ăнсăртран çулăм сарăласран алă айĕнче витрепе шыв е пушар сÿнтермелли ытти хатĕр тытмалла. Чи кирли - çанталăк çилсĕр, лăпкă пулмалла! - яваплăха туякансем илтессе, итлессе шанса калать Станислав Антонов.

Пушарнăйсем кашни çынна сăнаса-сыхласа ĕлкĕреймесси паллă. Çавăнпах асăрханулăх, хăрушсăрлăх пирки хамăрăн та манас марччĕ.

Татьяна НАУМОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.