Вăрманта юман та ÿстĕр, шĕшкĕ те...
Республикăра «Кĕнеке урлă - халăхсен туслăхĕ патне» фестиваль иртнине иртнĕ номерте пĕлтернĕччĕ. Çавна май ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче регионсен хушшинчи «Паянхи вулакан, куракан тата радиоитлекен - вĕсен кăмăл-туйăмне, шухăшлавне йĕркелесси, пахалăхлă информаципе тата литературăпа тивĕçтересси» форум иртрĕ.
Чăваш Республикин журналистсен союзĕ йĕркеленĕскерне унăн ертÿçи Валерий Комиссаров уçрĕ. Паян çын информаципе тĕрлĕ енлĕ усă курма пултартăр тесен кăларакан литература та, МИХсем те пахалăхлă пулмаллине каларĕ вăл.
Республикăра паянхи кун тĕлне массăллă информаци 189 хатĕрне шута илнĕ. Вĕсенчен 152-шĕ - хаçат-журнал. Раççей нумай пулмасть кăна-ха чи нумай вулакан çĕршыв шутланатчĕ. Паян вара кĕнеке, хаçат-журнал тусĕ сахаллансах пырать. Раççейре пурăнакан кашни çын вăтамран тĕрлĕ кăларăма тишкерме кунсерен 9 минут çеç уйăрать. Интернет, социаллă сетьсем, тĕрлĕ вăйă аталаннă май çак вăхăт тата чакас хăрушлăх пысăк. Çапла ан пултăр тесен, уйрăмах - Литература çулталăкĕнче, мĕн тумалла-ха? Çак ыйтусем тавра калаçрĕç те форумра.
ЧР информаци политикипе массăллă коммуникаци министрĕ Александр Иванов та халăх сахал вулани паянхи куншăн çав тери çивĕч ыйту иккенне палăртрĕ.
- Пирĕн тĕллев - пушă вăхăта май пур таран анлăн ярса илмелле. Çак тĕллевпех хыпарсен блокне анлăлатмалла, тĕрлĕ жанрпа ĕçлемелле. Юлашки вăхăтра ачасем те кĕнеке сахал тытаççĕ. Пĕтĕмпех вĕрентекен епле илĕртме пултарнинчен, литературăна мĕнле сĕннинчен килет, - терĕ Александр Степанович. Татса памалли ыйтусем чăннипех нумаййине йышăнчĕ.
Чăваш Патшалăх гуманитари институчĕн директорĕ Юрий Исаев Украинăра нумаях пулмасть журналиста вĕлернине аса илчĕ. Çакă ирĕклĕ сăмах вăйне кăтартнине палăртрĕ.
Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ Валерий Алексеев хăйсем кăларакан кĕнекесен пахалăхĕ çинче чарăнса тăчĕ. Литература шурсухалĕсемпе пуçламăш утăм тăвакансемпе, юлашки вăхăтра тухнă кĕнекесемпе паллаштарчĕ.
Çын çитменни чăрмав кÿрет
Чăваш наци телерадиокомпанийĕн директорĕ Александр Магарин та халăха туллин тивĕçтерессишĕн нумай ĕçлемеллине пытармарĕ.
- Хамăр тивĕçе, пире шаннине тÿрре кăларма тăрăшатпăр. Çав вăхăтрах чылай канал патне туртăнмаллине те пĕлетпĕр, нумайăшĕнпе танлашаймастпăр-ха. Пире республикăра кăна мар, ытти регионта та кĕтнине пĕлсе малтанхи кунранах Интернета тухрăмăр. Çавна май пире Америкăра та пăхаççĕ-илтеççĕ. Çырусем çырни савăнтарать. Телекуравра эпир ÿкермен программа-фильмсемпе усă куратпăр. Ытларах хамăрăннисене кăтартассишĕн ăнтăлмалла. Çавăн пекех ытти регионта пурăнакан ентешсене хутшăнтарасшăн. Çавăнпах çакăн пек сĕнÿпе тухатпăр: тĕрлĕ уява ÿкерсе ярса пама ыйтатпăр, - чĕнсе каларĕ Александр Николаевич.
Чăваш наци телекуравĕ республикăн пур кĕтесне те çитейменнине шута илсе спутник 2 компанипе калаçу пынине пĕлтерчĕ вăл.
«Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпани вара республикăра - аслисенчен пĕри. Радио калаçма пуçланăранпа 90 çул çитнĕ, телеэфира тухнăранпа - 60 çул. Çак тапхăрта калама çук нумай кăларăмпа сюжет ÿкернĕ-çырнине, ытти регионпа та туслă ĕçленине «Чăваш Ен» ПТРК компанин филиалĕн директорĕн çумĕ Елена Егорова каласа кăтартрĕ. Эфирта уйăракан 2 сехет çителĕксĕрри пирки те калаçрĕ вăл.
- Çав вăхăтрах архиври хăш-пĕр материалпа та усă курас килет. Кинопленка питĕ нумай - çакă пысăк мул. Ăна пĕтĕмпех Интернета кĕртмелле. Çавăнпах ĕçлемелли нумай. Çын çитменни, техника кивелни чăрмав кÿрет, - пăшăрханăвне пайларĕ Елена Ивановна.
Критика кирлĕ
Филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Артемьев профессор илемлĕ литературăпа вулакан тĕнчи пирки хĕрÿллĕн калаçрĕ.
- Этемĕн шалти ăслăлăх культури тата литература аталанăвĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Вулакан та илемлĕ литературăсăр чухăн, литература та вулаканне тупаймасан - вилĕ. Кĕнеке тухнă тейĕпĕр. Çыравçă хăйĕн ĕçне тунă ĕнтĕ, анчах вăл вулаканпа сĕртĕнсен çеç пурăнма тытăнать. Кашни çыравçăн хăйĕн вулаканĕ пур. Пултарулли хăй шайне яланах икĕ шит те пулин çĕклеме тăрăшать. Пултарусăрри пĕлет: вăл та вулакансăр юлмасть. Ара, чылай çын тиркевсĕр - çакна шута илсех вĕсен кăмăлне тивĕçтеме тăрăшать.
Юлашки вăхăтри литература, ман шухăшпа, шел те, паянхи вулакан ăс-кăмăлне, чунне çырлахтараймасть. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен çителĕклĕ пĕлместпĕр: кам вăл паянхи вулакан? Мĕн ыйтать çыравçăран? Мĕн кĕтет? Раççейре литература яланах судья та, прокурор та, ваккат та пулнă. Çавă халĕ пĕтсе пырать. Вăйлă критика кирлĕ. Чăвашра, шел, вăл питĕ сахал. Çук тесен те юрать. Литераторсем пачах урăхла хаклаççĕ. Унта пĕр амаран çуралнă сысна çурисем пек Иванов, Петров, Сидоров - пурте пĕр ретре.
Эмел пек литература курас килет. Çыравçăн икĕ сăмах килĕшĕвне тупас пулать - хĕлхем тухма тытăнтăр. Паянхи халăхăн ăс-тăнне пуянлатакан, ун чунне тивĕçтерекен литература кĕтсе илейместпĕр-ха. Малалла аталантарма паян укçа-тенкĕ сахал уйăрни те чăрмав кÿрет, - терĕ Юрий Михайлович.
Литература анинчи ыйтусене малалла тишкерсе Анатолий Кипеч çыравçă та сăмах илчĕ.
- Кĕнеке те, çыракан та нумай. Анчах шучĕ пахалăха куçса пымасть. Библиотекăсенче пĕр пÿрне те тĕкĕнмен кĕнекесем пур. Хуплашки те илемлĕ, хучĕ те шурă, анчах тытăнмасть. Вулакан, тем тесен те, авторне, ятне пăхатех. Такам та çырни литература ÿсĕмĕ шутне кĕмест.
Çамрăксем вуламанни те ыйту. Эпир çырнисене е ачасем, е ваттисем вулаççĕ. Вăтаммисен вулама вăхăт çук, пушшех те - ăна тишкерме пуçа ĕçлеттемелле. Республика тулашне ĕçлеме каякан нумай. Литературăра вĕсен валли те лайăх шухăш сахал мар.
Поэтсен хĕмлентермелле
Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн наука сотрудникĕ Виталий Родионов профессор та çак ыйтусен таврах «ташларĕ». «Малашне литературăна килекенсем пулĕç-ши пулмĕç-ши» текен темăна хускатрĕ.
- Литература историне илес пулсан, Михаил Федоров, Константин Иванов, пĕртăван Турхансем тата ыттисем те - вĕсем чăннипех чăваш литературин классикин еткерлĕхĕ. Иван Яковлев шкулĕнче вĕреннисем пĕрле пуçтарăнса калаçнă, çырнă - хăйне евĕр лаборатори пулнă ку. Литература шухăшĕ те вĕресе тăнă унта. Чăвашлăх идейине, ăна малалла ярас шухăша аталантаракан лабораторисем халĕ ăçта пур? Пулĕç-ши? Акă мĕн çинчен шухăшламалла.
Факультетран чăваш филологипе культура кафедри туса хучĕç. Бюджет вырăнĕ те çук. Чăвашлăхшăн çунса ĕçлессишĕн çулталăкне 60 пин тенкĕ тÿлесе вĕренме кашни çын пултараймасть. Лицей та пĕтрĕ. Хăть те мĕнле чăн илем, темле пулсан та, çамрăк чухне пиçсе тухать. Иванов та «Нарспие» 17-ре çырнă. Çаксем пурне те шухăшлаттармалла. Поэт пулас текенсен сăмахпа сăмаха хĕмлентермелле, чĕлхемĕре тарăн тĕпчемелле. Куçаруçăсем те кирлĕ. Вĕсен вара икĕ чĕлхене те лайăх пĕлмелле. Паян литературăна сăмахлăха пачах пĕлмен çынсем кĕчĕç, - палăртрĕ шухăшĕсене Виталий Григорьевич.
Хаçатăн ăшă пулмалла
- Телекуравран, радиоран, хаçатран илнĕ хыпартан çын пĕтĕмлетÿсем тăвать, çавна май унăн шухăш-кăмăлĕ аталанать. Шалти цензура та пулмалла, вăл вара пĕтĕмпех чун пуянлăхĕнчен килет. МИХсен организатор та, çутта кăларакан та, пропагандист та пулмалла, - тухса калаçрĕ «Коммунизм ялавĕн» редакторĕ пулнă Демьян Семенов.
«Хыпар» Издательсто çурчĕн директорĕ Валерий Туркай та вулакана илĕртес тесен хаçат-журнал кăсăклă пулмаллине каларĕ.
- Хаçат интереслĕ чухне çеç кирлĕ çынна. Чун-чĕрине хумхантаракан, ăс-хакăлне çĕнни паракан статья, интервью çук тăк - ун пек номер макулатура кăна. Май пур таран кашни номере пуян тума тăрăшатпăр. Мухтанмалăх та пур. Халăх кăларăмсене юратса вулать. Хаçатăн ăшă, чунлă, пуян пулмалла, - терĕ Валерий Владимирович.
Алăк хыçĕнче вĕреннипех...
Форума ытти регион хăнисем те хутшăнчĕç. Кашниех хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Çав вăхăтрах пурин те татса памалли ыйту, чăрмав сахал мар.
Ульяновск облаçĕнчен çитнĕ Олег Мустаев чăваш телекăларăмĕсен «Эткер» редакцийĕ чăваш тĕнчинче мĕн пулса иртнине кăтартма тăрăшнине пĕлтерчĕ. Чăваш наци конгресĕ кĕнеке салатассипе япăх ĕçленине каларĕ Олег Николаевич.
- Кадрсем çитмеççĕ. Шупашкара вĕренме миçе çынна ятăмăр - пĕри те таврăнмарĕ, - пăшăрханчĕ вăл.
Пушкăртра тĕрлĕ хаçат-журанал 6 чĕлхепе тухса тăрать иккен. Вĕсенчен пĕри - «Урал сасси».
- Малашне пирĕн вулакан пулĕ-и? Чăвашлăха аталантарас шухăш çеç çителĕксĕр, патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ, - терĕ Пушкăртри чăваш хаçачĕн редакторĕ Юрий Михайлов. Кăçалхи çулталăка Константин Иванова халалланине классикăмăр çуралнă тăрăхра çав тери хапăлласа йышăннине пытармарĕ. Пушкăрта пырса курас текен кашни хăнана хапăлласа йышăнма шантарчĕ.
«Сувар» хаçат редакторĕ Константин Малышев паянхи ачасене хамăрпа танлаштармалла маррине, ыранхи вулакан пирки шухăшламаллине палăртрĕ. Тутарстанра тăван чĕлхене шкулта 6 сехет вĕрентнине пĕлтерчĕ. Чăваш чĕлхи урокĕсен сехечĕ сахаллишĕн пăшăрханчĕ.
Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсем те уйăхра пĕрре тăван чĕлхепе тухакан хаçатпа киленме пултараççĕ. «Тăвана» йăхташăмăрсем савăнсах вулаççĕ иккен. Анчах профессионал кадрсем çитменни ура хурать.
Тухса калаçакансен хăш-пĕр шухăшĕпе килĕшсе, хăшĕ-пĕринпе килĕшмесĕр Виталий Станьял сăмах илчĕ.
- Чăн та, критика та, пахалăхĕ те çук, çапах та тиркеместĕп. Çырччăрах, кăларччăрах кĕнекисене. Хăçан та пулин пахалăхĕ пулатех. Вăрманта юманĕ те, шĕшки те, çăки те, хурăнĕ те кирлĕ. Çамрăксем те талантсăрах мар. Чĕлхене вĕренмен паллах. Чăваш чĕлхине алăк хыçĕнче 2 сехет вĕреннипех мала каяймăн. Литература вĕрентĕвĕ те, аталанăвĕ те паянхи пурнăçран мар, политикăран килет. Сĕмсĕрсене хăрамасăрах сăмсаран шаккамалла, - хăйне евĕр пĕтĕмлетÿ турĕ филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
Татьяна НАУМОВА.