Архив - 2019 - Чăваш хĕрарăмĕ

февраль 2nd

2 Фев, 2019

Выçă хĕрача амăшне кĕтсе илеймен...

— Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне виççĕре кăна пулнă эпĕ. Ленинград хули тÿснĕ хăрушă кунсене çавăнпа лайăхах ас тумастăп. Бомба çурăлнă вăхăтра тарса пытанмалли шăтăксем, урамсенче ваннă кĕленче сапаланса выртни вара куç умĕнче.

2 Фев, 2019

Çанталăк улшăннипе-и е урăх сăлтавпа-и?

Çанталăк час-часах улшăннине пула пуç ыратнипе аптăракан чылай. Ун пек чухне харпăр хăйне мĕнле пулăшмалла?
Пуç хытă ыратнине чăтмалла мар. Унăн сăлтавĕ тĕрлĕрен пулать. Мигрень чухне пуçăн пĕр енĕ хытă аптăратать. Ĕнсен пĕр енĕ хытсан, ыратни куç е тăнлав енне куçсан мăй остеохондрозĕ нуша кăтартни паллă. Тĕртĕмсем хытсан пуçа кăшăл хĕстерсе хунăн туйăнать. Ыратнине тăтăш туйсан тухтăр патнех кайма васкăр.
Çакăн пек мелсем пулăшма пултараççĕ. Пĕтнĕк чейĕ пĕçерĕр, лимон хушса ĕçĕр. Асра тытăр: организма шĕвек çитмесен те пуç ыратма пултарать.

январь 28th

28 Янв, 2019

Кĕлĕ те ирттерет, ĕне те сăвать

Красноармейски районĕнчи Яманак çыннисем чиркÿре кĕлĕ ирттерекен Александр аттене хисеплени калаçуранах палăрчĕ. 
Хăйĕн вырăнне чиркÿре тупиччен ялти шкулта ачасене физика, астрономи, географи, информатика вĕрентнĕ вăл. Пĕлÿ çуртĕнче 15 çул ĕçленĕ.

28 Янв, 2019

Поэт хĕрĕ

1925 çулта чăвашсен паллă çыравçи Никифор Ваçанкка тата Александра Никитична çемйинче кун çути курнă вăл. Çав çулсенче Атăл тăрăхĕнче выçлăх алхаснă. 20-мĕш çулсен малтанхи çурри ахальтен мар историе «симĕс сĕлĕ çулĕсем» ятпа кĕрсе юлнă. Анчах пĕчĕк Римма шăпи тата йывăртарах килнĕ.

28 Янв, 2019

Амăшĕ ывăлне кăмака яшки çиме чĕннĕ

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Петр Садовников сцена çине тухнăранпа 25 çул çитнине халалланă «Сан ятупа» пултарулăх каçне йыхравларĕ. Унпа хăнасем пуçтарăниччен тĕл пултăмăр.

январь 21st

21 Янв, 2019

Хытă каяшсем тĕлĕшпе ыйтусем пур-и? Шăнкăравлăр!

Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнчен республикăра йăлари хытă каяшсемпе ĕçлемелли çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕ май республикăра пурăнакансемшĕн нумай ыйту çуралнине пĕлетпĕр. Çынсем, уйрăмах ялта пурăнакансем, кăмăлсăрри те вăрттăнлăх мар – ку енĕпе редакцие час-часах шăнкăравлаççĕ, çырусем килеççĕ. Çакна шута илсе «Хыпар» Издательство çурчĕ «тÿрĕ лини» йĕркелет.

21 Янв, 2019

Телей курма килекенсем

«Мораль тени ăçта-ши паян?.. Пĕлĕшĕме курманни виçĕ çул çитет акă. Икĕ ача-çке унăн. Вĕсене пырса курас та килмест-ши ашшĕн? Ывăлĕсем пуррине аса илмест те-шим? Тунсăхлама пĕлет-ши? Чун- чĕре илемĕ, атте-анне юратăвĕ çапла та пулать-и?..»

21 Янв, 2019

Пин-пин йĕп «тыткăнĕнче»

Çĕнĕ çула кĕтсе илессипе çыхăннă уяв асамлăхĕ сĕвĕрĕлсе те ĕлкĕреймерĕ — Кăшарни çитсе те тăчĕ. Урамра-и, транспортра-и е интернетри социаллă ушкăнсенче чи çивĕч тема паян — кам ăçти вакка, миçе хутчен чăмни-чăмассине, çавна май кам хăйне мĕнлерех туйнине сÿтсе явасси.

Страницы