Архив - 2019 - Чăваш хĕрарăмĕ

октября 28th

28 Окт, 2019

Купăспа юрласа кăмака хăпартрăмăр

Пĕччен ларнă май иртнĕ кунсем аса килеççĕ. Эпир иккĕмĕш мăшăрпа пĕр ялти, пĕр урамри юнашар çуртсенче выляса çитĕнтĕмĕр. Иксĕмĕр те çемье çавăртăмăр. Анчах телей нумая тăсăлмарĕ. Мăшăрсем пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç. Эпир, 4-шар ачапа юлнăскерсем, пĕрле пурăнма шухăшларăмăр. Ывăл-хĕре хамăрпа пĕрле ĕçлеме хăнăхтартăмăр, вăрман касма илсе кайрăмăр. Ара, икĕ пÿрте ăшăтмалла-çке. Газ кĕртсен пысăк кăмакана пăсса пĕчĕкреххине тăвас терĕмĕр. Упăшка хăех ĕçе пуçăнчĕ. Каннă вăхăтра вăл, эрех сыпкаланăскер, купăс каларĕ, эпĕ юрларăм.

28 Окт, 2019

Хĕртен арăм — туххăмрах…

…Аннепе унăн арчинчи япаласене тĕрĕслетпĕр — чиперех упранаççĕ-и, кĕве таврашĕ тапăнман-и? Пир кĕпесем, саппунсем, тутăрсем… Сарлака хăю евĕр япала манăн куçа илĕртет. Чăваш тĕррипе капăрлатнă ăна, хĕрлĕ тĕслĕскерне. Ăна алла илмесĕр пултараймастăп. «Масмак ку, — эпĕ кăсăкланнине кура ăнлантарать çывăх çыннăм. — Ăна çамка çине вырнаçтарнă». Манăн та масмака хăйĕн вырăнне хурса пăхас килет. «Ан хăйнă пултăр!» — халĕ кăна шăкăл-шăкăл калаçакан анне пĕр кĕтмен çĕртен сассине хăпартнипе шартах сикетĕп. Мĕн пулнă?

октября 21st

21 Окт, 2019

Чăваш туйне Австралире те курнă

«Мир 24» телеканал «Вĕçĕ-хĕррисĕр юрату» кăларăмра Раççейри тата Еврази çĕршывĕсенчи тĕрлĕ халăхăн туй хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштарать. Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче сенкер экранпа чăваш туйне кăтартрĕç. Ăна утă уйăхĕн 26-28-мĕшĕсенче Шупашкар районĕнчи Котеркассинче ÿкернĕ.
Чăваш халăхĕ çинчен федераци каналĕпе каласа кăтартни, паллах, кăмăллă. Çав вăхăтрах ку кăларăм куракансене тивĕçтернĕ-и?

21 Окт, 2019

Чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕсем… республика тулашĕнче пурăнаççĕ

Ÿссе çитсен, кайăк чĕпписем пек, пурте атте-анне килĕнчен вĕçсе тухса каятпăр. Ачаран тĕвĕленнĕ пуçра çак шухăш. Анчах та манăн, ах, каяс килместчĕ хулана. Çук, çывăх çыннăмсен хÿттинче ăшă та хăтлă пулнипе кăна мар. Вулакан пуçне темĕн чухлĕ çĕмĕрсен те сăлтавне тупаяс çук, çавăнпа асаплантармасăр тÿрех калам — йăлтах… ĕнепе çыхăннă. Ара, хулари хваттерте усраймастăн вĕт-ха ăна. Сĕт-турăхне, чăн та, лавккара та туянма пулать-ха, апла тăк, ĕнине усрамасассăн та юрать. Анчах та ырри, ĕне ырри! Ăна лавккара сутмаççĕ. Эпĕ вара ăна вилсе каясла юрататăп.

21 Окт, 2019

Пуриншĕн те — «хамăр ял»

Вăрманта тĕрлĕ йывăç ÿсет те — тĕчере вара мĕн тĕрлĕ кăна çын пурăнмасть! Хăшĕ-пĕри пур-çук йывăрлăха нăйкăшмасăр çĕнтереймест тĕк теприсем ураран ÿкермелли инкек-пăтăрмах çине-çине сиксе тухсан та пурнăçра савăнăç, хавхалану тупма пĕлеççĕ. Ку кăна-и, ыттисен кăмăлне çĕклеме те пултараççĕ вĕсем. Нумаях пулмасть шăп çавнашкал тĕлĕнмелле хĕрарăмпа, тапса тăракан хавас туйăмлăскерпе, паллашма тÿр килчĕ.

октября 14th

14 Окт, 2019

Спорт маншăн — пĕтĕм пурнăç

Инкек ăна ураран ÿкернĕ. Ăнсăртран ÿксе аманнăскерĕн çурăм шăмми хуçăлнă. 30 çулти çамрăк малашлăх пирки чылай шухăшланă, пăшăрханнă. Çапах пуç усман, малалла талпăннă. Унтанпа 20 çула яхăн иртнĕ ĕнтĕ.

14 Окт, 2019

Вăрçă вутĕнчен çăлăнса юлнă

Сергей Егорович тăван ялĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ илнĕ. 1942 çулта юпа уйăхĕнче фронта тухса кайнă. Салтак Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Курск пĕкки çывăхĕнчи çапăçусене хутшăннă.

14 Окт, 2019

Арăм. упăшки хыççăн Çурçĕре тухса кайнă

Шăмăршă районĕнчи Васанри Алексеевсен çемйинчи виçĕреш — Виктор, Дмитрий, Петр — пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Виççĕшĕ те мăшăрланнă, икшер ача пăхса çитĕнтернĕ.

Страницы