Выçă хĕрача амăшне кĕтсе илеймен...

— Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне виççĕре кăна пулнă эпĕ. Ленинград хули тÿснĕ хăрушă кунсене çавăнпа лайăхах ас тумастăп. Бомба çурăлнă вăхăтра тарса пытанмалли шăтăксем, урамсенче ваннă кĕленче сапаланса выртни вара куç умĕнче. Тата пĕр саманта хальхи пекех ас тăватăп: вырăн çинче утиялпа чĕркеннĕскер: «Часах анне çитет. Вăл çимелли тупать те — килетех», — тесе хама хам лăплантарса выртатăп. Çитĕнсен документсене тĕпченĕ май анне шăпах çав кун вилнине ăнкарса илтĕм — 1943 çул, утă уйăхĕн 7-мĕшĕ... Мана ача çуртне илсе кайрĕç. Нумай та пурăнмарăм — пире ушкăнпах эвакуацилерĕç, — тăван хули чăтса ирттернĕ кунсем хăйĕн пурнăçĕнче епле йĕр хăварнине çапла аса илет Шупашкарта пурăнакан 80 çулти Лариса Лермонтова. — Çурла уйăхĕнче Ладога кÿлли урлă катерпа ишсе каçнă май снарядсем çурăлни тăтăш илтĕнетчĕ. Хăрушă самантсенче пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнсе хутланса лараттăмăр. Телее, фронтран аякри Чăваш Ене тĕрĕс-тĕкелех çитрĕмĕр.
Пирĕн республикăна пысăк ушкăн йышĕнче килсе çитнĕ Ларисăшăн çăлăнăç утравĕ Çĕмĕрле хули пуласса пĕлтернĕ. Хулари чукун çул станцийĕнче тăлăхсене урамрах пăтă çитернĕ. Ача çуртне çул тытмалли самантра ушкăн ертÿçи патне пĕр мăшăр пынă. Терехинсем пĕр ачана хÿтте илме пултарни çинчен пĕлтернĕ. Хăйсен пепкине курма пÿрмен Иван Ивановичпа Елизавета Александровнăн ăшă «йăвине» Лариса Лермонтова лекнĕ.
— Тăван атте те /вăл хыпарсăр çухалнă/ — Иван, усрава йышăнни те. Хамăн «çăлавçăсемпе» телейлех ÿсрĕм. Хусанта экономика енĕпе аслă пĕлÿ илтĕм. Самар тăрăхĕнче ĕçлерĕм, çемье çавăртăм. 1973 çулта Шупашкара куçса килтĕмĕр. Иккĕмĕш анне тĕп хулара пирĕнпе пĕрле 12 çул пурăнчĕ. Ачасем чунтан юрататчĕç, хисеплетчĕç кукамăшне, — кăмăллăн каласа кăтартрĕ Лариса Ивановна, çак кунсенче иртнĕ ятарлă тĕл пулăва хутшăннăскер.
Кăрлачăн 27-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Ленинград блокадăран тухнăранпа 75 çул çитрĕ. 900 куна тăсăлнă тÿсме йывăр тапхăр та хуçайман пирĕн халăха. Чăн та, çухату та пысăк пулнине пытарма çук: выçлăха, тăшман пĕр вĕçĕм бомба пăрахнине, сивве пула Нева хĕрринчи хулара 1,5 миллиона яхăн çын пурнăçĕ татăлнă.
Чĕрĕ юлнисем — историе паянхи кун асран кăларма паман паттăрсем. Шел, вĕсен йышĕ çулран çул чаксах пырать. Хальхи вăхăтра Шупашкарта Ленинграда хÿтĕленĕ 11 ветеран салтак, «Блокадăри Ленинградра пурăннăскере» паллăпа чысланă 38 çын пурăнать. Кăрлачăн 28-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕ А.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусне çурçĕрти хулара çуралнă, блокада тамăкне тÿснĕ 16 ветеран пухăнчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕсене истори паллă кунĕ тĕлне Санкт-Петербург хули ятарласа хатĕрленĕ, Ленинград блокадине сирнĕренпе 75 çул çитнине халалланă ас тăвăм паллипе чысларĕ.
— Йывăрлăхсене парăнмасăр çĕнтерĕве туптанă халăх паттăрлăхĕ чăннипех вилĕмсĕр. Хальхи вăхăтра Раççейре архив материалĕсем çине никĕсленсе çĕнĕ нумай фильм калăплаççĕ — çитĕнекен ăрăва пулни-иртнине куç умне лайăхрах кăларма парать çакă. Эпир, влаçри çынсем, паттăрсен пурнăçне тăсассишĕн хамăртан килнине пурнăçлама тăрăшăпăр. Ветерансем, сирĕн умăрта пуçăма таятăп, çирĕп сывлăх сунатăп, — Михаил Васильевич каланине тимлĕ итлерĕç кун-çулĕнче вăрçă усалне ас тивнисем.
Республика Пуçлăхĕ паллăсене ватăсен кăкăрĕ умне çирĕплетнĕ хыççăн Чăваш Республикин çар комиссарĕ Александр Мокрушин сăмах илчĕ. Ленинград хулин менелникĕ иккĕ пулнине палăртрĕ вăл.
— Ленинград хули пирĕн çемье историйĕнче те йĕр хăварнă. Асатте хулана нимĕç эшкерĕсенчен хÿтĕленĕ. Атте вара машинăпа «Пурнăç çулĕпе» çар хатĕрĕсем илсе çÿренĕ. Çывăх çыннăмсем пĕр-пĕринчен аякра маррине чухлама та пултарайман çавăн чухне. Асатте Ленинград çĕрĕ çинчех куç хупнă. Атте вара ырă-сывах пурăнать-ха. 94-а çитнĕскер вăрçă витĕр тухнисем кăмăл-туйăмпа та, кĕлетке тĕреклĕхĕпе те палăрса тăнине çирĕплетет, — хăйĕн кил-йышĕнчи çынсене те аса илчĕ Александр Александрович.
Ветерансене Кадет корпусĕнче пухни ахальтен мар: кунта шăпах кун-çулне Тăван çĕршыва хÿтĕлессипе çыхăнтарас шухăш-тĕллевлĕ ачасем вĕренеççĕ. Çамрăк патриотсем залра ларакан кĕмĕл çÿçлĕ ватăсене ура çине тăрса, алă çупса ăсатни — вĕсен паттăрлăхне тĕслĕх вырăнне хуниех.
Ирина ИВАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.