Архив - 2018 - Чăваш хĕрарăмĕ

ноябрь 19th

19 Ноя, 2018

Тĕрĕллĕ пурнăç, тĕрĕллĕ шăпа

Кашни çын пурнăçĕ — хăй пĕр кĕнеке. Мĕн тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр кăлармасть шăпа… Комсомольски районĕнчи Шурут Нурăс ялĕнче çуралнă Анастасия Андреева та ачалăхне таврăнма ыйтсан пĕр савăнăçпа хĕмленет, пĕр тунсăха путать.

ноябрь 12th

12 Ноя, 2018

Вылярĕ те вылярĕ кире пуканĕ алăра

Кире пуканĕпе туслисене «Хыпар» хаçат кашни çулах турнира йыхравлать. Кăçалхи тупăшу, малтан палăртнă пекех, Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче чÿк уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче иртрĕ. Ăмăртăва Чăваш Ен спортсменĕсемпе пĕрлех Пушкăрт, Тутарстан, Киров, Санкт-Петербург, Чулхула, Мордови, Чĕмпĕр, Волгоград, Самар, Мари Эл маттурĕсем хутшăнчĕç.

12 Ноя, 2018

Малалла-ха пурнăç, малалла

СССР халăх артистки Вера Кузьмина 95 çула çитнине тăванĕсемпе, юлташĕсемпе, кураканĕсемпе пĕрле чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче паллă тăвать.

12 Ноя, 2018

Ваттисем «вĕттисене» кĕтеççĕ

Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче Галина Кириллова, ют чĕлхе вĕрентекенĕ, чылай çул ĕçлет. Педагогăн ачасене пĕлÿ панипе пĕрлех воспитани ĕç-хĕлне тăтăш тытса пымалла. 7Б класс ертÿçи Галина Валентиновна ачасене туслаштармалли вăрттăнлăха темиçе çул каялла ăса хывнă: Тимур ĕçне пуçармалла. Пĕрлехи тĕллев чăннипех çывăхлатнине халĕ ĕнтĕ унăн «çуначĕ айĕнчи» 15 вĕренекен пĕр иккĕленмесĕрех çирĕплетет.

Паянхи тимурçăсем

12 Ноя, 2018

Ылтăн ача

Çамрăк ашшĕ-амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкĕ пирки çапла каланине илтсен малтанах тĕлĕннĕччĕ те. «Ытла та хытă юратаççĕ ахăр», — мĕлтлетнĕччĕ пуçра шухăш. Тен, ывăл çуралнипе çапла савăннă аслисем? Ара, арçын ачана — ылтăнпа, хĕр пĕрчине вара кĕмĕлпе танлаштарнине хăнăхнă вĕт. Анчах та пархатарлă çак металл тĕнчене мĕнле пепке мар, миçемĕш пулса çуралнине палăртать-мĕн. Çĕршыври демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе юлашки çулсенче патшалăх ертÿлĕхĕ уйрăмах çине тăрса тăрăшать. Нумай ачаллă çемьесене курăмлă тĕревлени пушшех те пĕлтерĕшлĕ.

ноябрь 7th

октября 29th

октября 22nd

22 Окт, 2018

Амăшĕн чĕри, е Ывăлĕ пуçланă ĕç вĕçне çитĕ-ши?

Эпир Клавира Шурнеевăпа пĕрле Муркаш районĕнчи Юнкăри Кĕçĕн Чăвак урамĕнчен тухса Çамрăксен урамĕ еннелле утатпăр. Пирĕн тарăн çырма урлă каçмалла. «Анаталла анмашкăн кансĕр. Пĕрре ура шуçса кайрĕ те — хытах ÿкрĕм. Хам тĕллĕн тăраймарăм вĕт. Юрать çынсем пулăшрĕç.

Страницы