Амăшĕн чĕри, е Ывăлĕ пуçланă ĕç вĕçне çитĕ-ши?

22 Окт, 2018

Эпир Клавира Шурнеевăпа пĕрле Муркаш районĕнчи Юнкăри Кĕçĕн Чăвак урамĕнчен тухса Çамрăксен урамĕ еннелле утатпăр. Пирĕн тарăн çырма урлă каçмалла. «Анаталла анмашкăн кансĕр. Пĕрре ура шуçса кайрĕ те — хытах ÿкрĕм. Хам тĕллĕн тăраймарăм вĕт. Юрать çынсем пулăшрĕç. Çÿлелле хăпарма вара çăмăлрах», — çула кĕскетнĕ май сăмахлать 69-ти хĕрарăм. Ури ыратмасанах утса мар, чупса çÿрĕччĕ те çав вăл.
«Пирĕн тăрăха Атăлпа ишсе 3 юнга килнĕ. Пĕри шăпах çак ялта, тепри Кăпасра, виççĕмĕшĕ Çармăçкассинче тĕпленнĕ теççĕ», — Юнкă юхан шывĕ урлă выртакан каçма кĕпер çинче тăнă май ватă çынсенчен илтнине каласа кăтартать Клавира Артемьевна. Çак вырăнта ансăр Юнкă, чăнах та, Атăлпа пĕрлешет. Тахçан малтан ял-йыш çыран тепĕр енне паромпа каçнă. Çак тăрăха чарланпа акăш килĕштернине те палăртать чăваш хĕрарăмĕ
.Çĕршыв ертÿçинчен хурав килмен. Хальлĕхе...

Клавира Шурнеевăпа кăшт маларах, Раççей Президенчĕ Владимир Путин çынсен ыйтăвĕсене тÿрĕ эфирта хуравличчен, паллашнăччĕ. Чунĕ кÿтсе çитнĕ хĕрарăм редакцие килнĕччĕ. Эпир унпа пĕрле çĕршыв ертÿçи патне ыйту хатĕрлерĕмĕр. Унта Клавира Шурнеева ывăлĕпе пĕрле çурт тума пуçланине, тĕпренчĕкĕ, Мускава ĕçлеме кайнăскер, киле таврăннă чухне аварие лексе çут тĕнчерен уйрăлнине палăртса ĕçе вĕçне çитерме пулăшу ыйтса çыртăмăр. Хальлĕхе хурав илмен-ха хĕрарăм. Юнкă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Фомин Шурнеевсен лару-тăрăвне лайăх пĕлет. Вăл район администрацийĕн строительство енĕпе ĕçлекен пай специалисчĕсемпе çакăн тавра сăмах пуçарнă. Валерий Витальевич патшалăхăн ял çыннисемпе çыхăннă программисемпе кăсăкланнă. Шел те, Клавира Шурнеевăна пулăшма май тупăнман.
Çамрăксен урамĕ сарăлса-пысăкланса пынăшăн хăпартланать хĕрарăм. Клавира Артемьевна качча килнĕ чухне çакăнта темиçе кил кăна пулнă-мĕн. Халĕ капмар çурт нумай. Вĕсенчен пĕри — шăпах Петр Шурнеев хăпартма пуçлани. Урамран хитре курăнать вăл. Иртен-çÿрен, тен, шалти ĕçсене пурнăçламаннине асăрхамасть те. Çурта кĕрейменшĕн амăшĕн чĕри кăна пĕр вĕçĕм макăрать.

Кĕçĕннисемшĕн яваплă туйнă

Клавира Шурнеевăн пурнăçĕ çăмăл килмен. Унăн аслашшĕ вăрçăран таврăнайман. Ашшĕ Артемий Романов çемьере чи асли пулнă. Вăл шăллĕсемпе йăмăкĕсене ура çине тăратма пулăшнă. Арçын ачисене, мăнукĕсене салтака юрăхлă çитĕнтерме тăрăшнине калать хĕрĕ. Шел, унăн ĕмĕрĕ вăрăм пулман.
Клавира Шурнеева та шăллĕсемпе йăмăкĕшĕн яваплăха туйса çитĕннĕ. Хĕр- упраç 7-мĕш класс хыççăнах пăру пăхма вырнаçнă. Выльăх-чĕрлĕхпе пĕр чĕлхе тупнăскер ветеринара вĕренме ĕмĕтленнĕ. Анчах çити-çитми пурнăçа пула пĕлĕвне тарăнлатма май килмен. Çапах фермăрах иртнĕ унăн çамрăклăхĕ. Клавира Артемьевна «Çĕнĕ Юнкă» колхоз саланичченех дояркăра вăй хунă.
Ĕçченскер ялти механизаторпа Рудольф Шурнеевпа çемье çавăрнă. Хунямăшĕпе — 28, упăшкин аппăшĕпе 37 çул пĕрле пĕр çăвартан пурăннине аса илет хĕрарăм.
Артемий Романовăн ĕмĕчĕ çитнĕ: Шурнеевсен ывăлĕсем Петя та, Гриша та салтак атти тăхăннă. Çакăншăн пăхаттирсен амăшĕ те хытă хĕпĕртенине пытармасть.
Клавира Артемьевнăн кукашшĕпе тата шăллĕпе пĕрешкел ятлă ывăлĕ Петĕр тĕп килтен уйрăлса тухас тĕллевпе урам урлă çурт туяннă. Ку пÿрт пурăнма юрăхсăр пулнă. Çавăнпах арçын унпа юнашарах çĕннине çĕклеме палăртнă. Йĕри-таврари хуралтăсене те çĕнетнĕ. 2000 çултанпах Мускаври стройкăра ĕçленĕскер, ахăртнех, хăйĕн вăйне шаннă.
Пĕрре тăванĕсем хăнана пуçтарăнсан Петя сăмах илнĕ. Аякра ĕçлесе пурăннипе сăлтавласа темшĕн инкек сиксе тухас хăрушлăх пысăкки тавра калаçнă вăл. Шăпах çавăн чухне амăшне хăйĕн-пе пĕрле пропискăна тăратмашкăн ыттисенчен ирĕк ыйтнă аслă ывăлĕ. Ăна никам та хирĕçлемен.
«Ывăлăм 3-4 уйăх ĕçлесен тин киле таврăнатчĕ. Кăштахранах каялла тухса каятчĕ. Пĕррехинче çакнашкал лару-тăрăва лекнĕ вăл: йĕркеллĕ çименрен апат хуранĕн ĕçĕ пăсăлнă та операцие васкавлă вырттарнă ăна. Хайхискер страхлав полисне киле хăварнă. Документа хăвăртрах ярса пама ыйтрĕ, унсăрăн сипленĕшĕн пысăк укçа тÿлемелле иккен. Хыпăнса ÿкрĕм те пулăшу шыраса ял администрацине, шкула чупрăм. Унтан полис копине почтăран электрон çырупа ярса патăмăр. Çакăншăн сахал укçа илни тĕлĕнтерчĕ», — ачисемшĕн тем тума та хатĕррине çирĕплетет амăшĕ.

Усал хыпар ураран ÿкернĕ

Виçĕ çул каяллахи инкек вара унăн сывлăхне хавшатсах хăварнă. Сăмах май, малтан инсульт чăтса ирттернĕ хĕрарăм.
Пуш уйăхĕн вĕçĕнче юрлă-çумăрлă çанталăкра Петр Шурнеев Мускавран Юнкăна килме тухнă. Каçхине шăнкăравласа амăшне ирех мунча хутма ыйтнă. Чулхула облаçĕнчи Лысковăна çитсен те çывăх çыннипе калаçнă вăл. Хĕрарăм ывăлне кĕтсе выльăх-чĕрлĕхне апатлантарма тухнă са-мантра Петя амăшĕ патне тата тепĕр икĕ хутчен шăнкăравланă иккен. Анчах Клавира Артемьевна телефона хăйĕнпе пĕрле илмен. Çакăншăн çаплипех ÿкĕнет хĕрарăм. Петр мĕн каласшăн пулнă-ши ăна? Ахăртнех, киле часах çитессине пĕлтерме тепĕр хут шăнкăравланă вăл.
Петр палăртнă вăхăтра таврăнманран шăллĕ Григорий ăна хирĕç тухнă. «Хам та урампа утса иртекенсене куç илмесĕр сăнатăп. Тахăш самантра Гриша чупса анни курăнчĕ. Киле кĕрсен сарай патнелле пăрăнчĕ вăл. Ырă мара сиссе манăн ăш вăркама пуçларĕ. «Ытлах ан кулян. Сан валидол пур-и? Илсе тух-ха», — терĕ мана асăрхасан. Унтан Петя аварие лекнине, вилмеллех суранланнине каларĕ. Эпĕ усал хыпар илтсенех тăна çухатнă. «Васкавлă пулăшу» машини килнине те пĕлместĕп», — хурлăхлă çак куна куççуль витĕр аса илет хĕрарăм.
Ытти чухне вăрăм çул çÿреврен таврăнсанах амăшне ыталаса укçа тыттарнă аслă ывăлĕ. Ку хутĕнче çывăх çыннисен ытамне лекме пÿрмен ăна.
«Ĕçе кайнă чухне Петя кухньăра – пĕрре, килтен тухиччен тепре ыталарĕ. Машинăна ларсан та тухса алă сулса хăварчĕ», — ывăлĕпе юлашки хут курнăçнине чунне хытарса каласа кăтартать Клавира Артемьевна.

Сутас тенĕ те...

Петр Шурнеевăн ачисем пур. Анчах арăмĕпе иккĕшĕ пĕрле нумай пурăнайман вĕсем. Кайран урăх хĕрарăмпа телей шыраса пăхнă арçын.
Клавира Шурнеева каланă тăрăх, мăнукĕ Кирилл Юнкăра тĕпленме шухăшламасть. Çакна шута илсе хĕрарăм туса пĕтереймен пÿрте сутма тĕв тунă. Тен, унта çынсем пурăннине курсан чунĕ лăпланĕччĕ? Анчах шухăшне тÿрре кăларма май килмен унăн. Ывăлĕ вилсен Клавира Артемьевăн тепĕр мăнук тупăннă. Малтан, чăнах, унăн ывăлĕ урăх хĕрарăмпа килсе çÿренĕ. Иккĕшĕ пĕрле кĕтÿ те пăхнă. Çавăн ачине Петьăн тесе суд урлă йышăнтарнă. Çакăншăн ÿпкелешсе калаçмасть-ха Клавира Артемьевна. Килĕштерсе пурăнайманшăн вара пăшăрханни сисĕнчĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.