Арçынсем хăйсен сывлăхĕ çинчен уççăн калаçма юратмаççĕ. Пĕр-пĕр чир канăç памасть тĕк ăна шăппăн кăна чăтса ирттерме хăтланакан сахал мар вĕсен йышĕнче.
— Салам, анне! Еплерех пурăнатăн, сывлăху чиперех-и? Çитет ĕнтĕ сана куллен ĕçе çÿресе — шеллесем хăвна. Лайăх хыпар пĕлтерес тетĕп: виçĕ кунтан эпир хăнана пыма тухатпăр. Илтетĕн-и? Çапла, ачасемпе. Кĕт вара, аннеçĕм. Тĕл пуличчен!