Виçĕреш амăшĕ
— Салам, анне! Еплерех пурăнатăн, сывлăху чиперех-и? Çитет ĕнтĕ сана куллен ĕçе çÿресе — шеллесем хăвна. Лайăх хыпар пĕлтерес тетĕп: виçĕ кунтан эпир хăнана пыма тухатпăр. Илтетĕн-и? Çапла, ачасемпе. Кĕт вара, аннеçĕм. Тĕл пуличчен! — тĕлĕкре тăван ялĕпе аташнăскер çывăрса тăнă-тăман шăнкăравларĕ Оля амăшĕ патне.
Тунсăхлать Оля çуралнă кĕтесĕшĕн. Мегаполисра — çĕршывăмăрăн тĕп хулинче — пурăннă май хăйне чарăнми ĕçлекен мотор пекех туять: хăнăхнă йĕркерен самантлăх та айккине пăрăнаймастăн-çке. Чун канăçĕ валли вара лăпкă, шăп хутлăх — çырма-çатраллă Чăваш Енри хăйсен ялĕ пекки — кирлине туять вăл. Çавăнпах хушăран, яваплă ĕç лавне туртса ывăнсан, тантăшĕ-тусĕ пек тинĕс хĕрринелле мар, 30 киллĕ «ачалăх утравĕ» çине çитме васкать.
Амăшĕпе иккĕшех пурăнатчĕç вĕсем ача чухне. Пиччĕшĕ пур-ха Ольăн: чылай аслăрахскер салтакра чухне пулас мăшăрĕпе паллашнă та унтах, Çĕпĕртех тĕпленнĕ. Сайра хутра кăна килсе çÿрет Олег амăшĕпе йăмăкĕ патне. Ывăлĕ кил вучахне хĕмлентерме ăнтăлмасса пĕле тăркач Римма аппан хĕрĕ тĕлĕшпе пысăк шанăçчĕ. Пĕччен çитĕннĕрен хăйне нихçан кÿрентерме памастчĕ Оля. «Арçын аппа» майлăрах пулнипех амăшĕ вăл тĕпкĕч вырăнне юласса кĕтетчĕ. Анчах кунсем иртрĕç те... Оля амăшĕн çуначĕ айĕнчен вăшт! кăна вĕçсе тухса кайрĕ. Пĕрле вĕреннĕ тусĕсем пек Шупашкара кăна та мар, Мускава çитиех выртрĕ унăн çулĕ.
Шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕ хĕрача парта хушшинчен тăнă-тăман ĕç каçалăкне кÿлĕнчĕ. «Вĕренме кирек хăçан та ĕлкĕрĕп», — терĕ-ши? Е амăшĕпе иккĕшĕ укçа-тенкĕ енчен ялан хĕсĕк лару-тăрура пурăнни хĕтĕртрĕ-ши пайталлă вырăн шырама? Чăн та, ачаранах нимĕнле ĕçрен те хăратмастчĕ-ха вăл. Кÿршĕ ялти пĕлĕшĕ, курттăмăн сутакан таварсемпе ĕçлекен фирма хуçи, тăван тăрăха килсен ун патне хăюллăнах кайса калаçрĕ вăл.
— Тÿрех калатăп: çăмăл пулмĕ. Кашни пăсăлнă-çĕмĕрĕлнĕ таваршăн явап тытма тивĕ. Йăлтах йĕркеллĕ чухне кÿрентермĕп: преми парас тĕлĕшпе «хытă пăрçа» мар эпĕ, — асăрхаттарчĕ Леня пичче /пуçлăха тухнăранпа ялта ăна пурте çапла чĕнетчĕç/.
...Вун çиччĕри хĕр хăйсем патне ĕçлеме килсен промышленноç япалисемпе суту-илÿ тăвакан фирмăри арçынсемпе хусахсем пурте «вăранчĕç» тейĕн. Пиçĕ кĕлеткеллĕ, сăмах тĕлĕшпе çын кĕсйине кĕме васкаман Ольăна чылайăшĕ сырăнма пăхрĕ. Ялти чи хăюллă хĕр темерĕн: камран мĕнле хăпмаллине туххăмрах шухăшласа кăларатчĕ вăл. Петĕре вара хăйĕн çумĕнчен темшĕн тĕртсе яраймарĕ. Каччă Ольăна ĕçрен тухасса вăрттăн сыхлама хăтланатчĕ, хĕр калаçас темен чухне те вăйпа çыпăçатчĕ. Çапла хăй сисмесĕрех савниллĕ пулса тăчĕ Оля.
— Анне, Петĕр качча тухма ыйтать. Эпĕ хирĕçлемерĕм, — терĕ пĕррехинче çывăх çыннине шăнкăравласан хĕр.
— Юрататăн-и эсĕ ăна, Оля? — чĕтренекен сасăпа ыйтрĕ Римма Васильевна. — Аçупа иксĕмĕрĕнни пек шăпа ан кĕттĕрех сана, хĕрĕм...
Оля нимĕн калама аптăрарĕ: те юрату унăн чĕринче, те самантлăх, ăшăх урăхла туйăм? Тĕрĕссипе, татса нимĕн те калаймасть-çке. Анчах амăшне, хăйĕншĕн чунне пама хатĕр çамрăках мар хĕрарăма, лăплантарма васкарĕ:
— Нимĕншĕн те ан кулян, аннеçĕм. Йăлтах йĕркеллĕ пулать. Петĕр — вăйлă арçын. Вăл атте пек хăтланса мĕскĕнленмĕ.
Кунсем сисĕнмесĕрех иртрĕç. Чуп-чуп уйăхĕ те майĕпен хыçа юлчĕ. Петĕр мăшăрĕн ăна ача парнелемелли тивĕçĕ çинчен çине-çинех аса илтерчĕ. Çие юлманни мар, упăшкин ÿпкев евĕр илтĕнекен сăмахĕсем тарăхтармах пуçларĕç çамрăк хĕрарăма. Пĕррехинче Оля тÿлевлĕ клиникăна çул тытрĕ: тухтăртан ЭКО меслечĕпе çие хăварасси çинчен тĕплĕн ыйтса пĕлчĕ.
Вăхăт нумай та иртмерĕ — çамрăк çемьене шалт тĕлĕнтерекен хыпар çитрĕ.
— Саламлатăп: çут тĕнчене килме пĕр пепке кăна мар, виçĕреш хатĕрленет, — терĕ тухтăр Оля черетлĕ хутчен консультацие кайсан.
— Мĕнле... виççĕ? Ман ун чухлĕпе мĕн тăвас? Эсĕ мăшкăллатăн-и: пирĕн çемье бюджечĕ ун чухлĕ çăвар валли мар! — хыпара Петĕр çапла йышăнни Ольăна тата ытларах тĕлĕнтерчĕ.
...Унтанпа пилĕк çул хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Виçĕ ачашăн «яваплăх туйма хатĕр мар» Петĕрпе Оля ачасем çут тĕнчене килсенех уйрăлчĕç. Кун пек хăтланма суд ирĕк парасшăн пулмарĕ — çамрăк амăшĕ хăравçă ашшĕ ачисемшĕн япăх тĕслĕх кăна пулассине çирĕплетме тăрăшрĕ. Хăйне вара ырă чунлă тăванĕсем пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ. Пепкисене пăхма пулăшас тĕллевпех Римма Васильевна вăхăтлăха тĕп хулана куçса килчĕ. Пĕчĕкскерсем аталансан тăван кĕтесне таврăнчĕ. Хăйĕн чунне унтах ирĕк пулнине пытармарĕ.
Ачисене садике вырнаçтарнă май Оля малтанхи вырăнах ĕçе тухрĕ. Темиçе уйăх ĕçлесен «Леня пичче» хăйĕн патне чĕнтерчĕ ăна.
— Куратăп, тÿрĕ кăмăлпа вăй хуратăн. Тĕрĕслĕхшĕн çунатăн. Паянтан эсĕ — аслă менеджер. Çакăн валли професси пĕлĕвĕ кирлине ăнланатăн пулĕ: документусене йĕркене кĕрт — кăçал куçăмсăр майпа вĕренме кĕмешкĕн хатĕр пул, — терĕ хуçа.
— Пурнăçра хура тата шурă йăрăмсем улшăнсах тăраççĕ иккен, — шухăшласа илчĕ пуçлăх пÿлĕмĕнчен тухнă чухне Оля.
ВАЛЕНТИНА.