Архив - 22 Мар, 2018 - Хыпар

22 Мар, 2018

Шупашкар кулачĕ

Сашук шкула кайма тытăннă çул амăшĕ хытах чирлесе ÿкрĕ. Виçĕ çул вырăн çинчен тăраймасăр асапланчĕ вăл. Килти нуша-терт пĕтĕмпех арçынсем çине тиенчĕ. Тăваттăн – ашшĕ, икĕ пиччĕшĕ тата кĕçĕнни – пуçĕпех хуçалăх ĕçне кÿлĕнчĕç: пур-çук выльăх-чĕрлĕхе пăхмалла, картишне тасатса тăмалла, ирĕн-каçăн апат пĕçермелле, кăмака хутмалла, пÿрт урайне шăлмалла-çумалла... Пĕри те хăраса ÿкмерĕ йывăрлăхран, черетрен пăрăнакан тупăнмарĕ.

22 Мар, 2018

Турăсăр тупнă телей

– Пăх-халĕ, мĕнле тайкаланса пырать вăл, самăртнă сысна пек. – Ара, ара, уринчен ури иртмест, шывне те çуршар витре кăна тултарчĕ.
– Хăйсен пуянлăхĕпе мухтанаççĕ, каппаяççĕ – мĕнле вара килне пăрăх тăрăх шыв çаплах кĕртеймеççĕ? Тахçанах Çемекки: «Кран пăрсан – шыв юхмалла, кнопка пуссан – пÿрте çветпа ăшăтмалла тăвап», – тетчĕ-çке.
– Ай, вĕсем тăвĕç те тăвĕç, эпĕр мар. Виççĕмĕш машинине, крусовойне, илсен шыв кĕртессипе ĕçлеме пуçăнап тесе калаçать тет-и...
– Пуйса кайрĕç, çын куççулĕ, çын инкекĕ çинче пуйса çитрĕç, вĕреçĕленсем!

22 Мар, 2018

Хисеплесчĕ аннесене...

Кашнинче мунча кĕме кайиччен анне пÿртри урайсене сĕрет.
— Мунчаран килсен чиста мар урай çине ура пусас килмест, — тет вăл.
Хальхинче те эпĕ мунчаран таврăннă çĕре малти пÿртри урайне сĕрсе пĕтеретчĕ.
— Анне, мунча сивĕниччен кайса кĕр. Пар мунчалуна, малалла хам сĕрем, — тетĕп вăл упаленсе аппаланнине кура.
— Эй, тата, — терĕ вăл пуçне çĕклесе, — кунĕпе ĕçлерĕн те пĕр канми, мунча кĕнĕ хыççăн сана урай сĕртереп-и?

22 Мар, 2018

Эх, вăхăт, ан чуп-ха питĕ хăвăрт...

Пытармăп, хушăран çамрăкрах пулнăшăн ÿкĕннĕ самантсем те пулкаланă. Ара, мĕн чухлĕ паллă, чаплă çынна пĕлмесĕр, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашмасăр юлма, пурăнма тивет те.
Çавах та журналист-çыравçă пулнă май иртнĕ çулсенче Чăваш тĕнчин чылай пултаруллă ĕçченĕпе тĕл пулса калаçма тÿр килнине пысăк телей пек йышăнатăп. Ахаль, пушă калаçусем пулман вĕсем. Ĕçтеш-ентешсен чунри вăрттăнлăхĕсене кăштах та пулсан уçса парас тени пулинех çакă.

22 Мар, 2018

Çак пурнăç – тĕркешÿллĕ цирк-им? Поэт – сăмах жонглерĕ-им вара?

Эй, тем те куртăм, тем те мантăм –
Чĕре варне вырнаçнă пуль:
Çав кил. Çав пÿрт. Çав пилĕк кантăк.
Кăштах саралнă шурă тюль.
Çунат сарма самант çитет те –
Инçе çул-йĕр тухать ума.
Каймашкăн йÿнĕ те билечĕ, –
Пит хаклă, хаклă таврăнма...
Ăçта пуç чикĕн, мĕн эс тăвăн?
Каç-каç куçа хупса выртсан
Силлет, лăскать чунра çил-тăвăл
Тăван кил еннелле туртса.
Вара пĕтет ура тĕревĕ,
Сисетĕн: япăх ĕç-пуçсем –
Пыма чĕнеççĕ çăлтăр евĕр
Кил маччинчи турат куçсем.

22 Мар, 2018

Вĕрентекен

Пĕррехинче, тĕпчев ĕçĕ Петĕр Яккусен /сăн ÿкерчĕкре/ сăвă çырас пултарулăхĕпе çыхăннăччĕ те, сăвăçпа хăйĕнпе курса калаçас кăмăл çуралчĕ. Хваттерне шăнкăравласан: «Мускава кайнă», – терĕ мăшăрĕ.

22 Мар, 2018

Е.В. БАРСКАЯ: «Тайма пуç сана, тăван халăхăм!»

Елена Барская-Блинова Хĕвелпи — Аслă Таяпан хисеплĕ гражданинĕ. Чаплă çак ята вăл тăван тавралăхшăн, халăхшăн пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса тивĕçрĕ. Пултарулăхĕ виçесĕр тесен те йăнăш мар. Халăх академикĕ. Эмине тата Алексей Талвир ячĕллĕ премисен лауреачĕ.