Турăсăр тупнă телей

22 Мар, 2018

– Пăх-халĕ, мĕнле тайкаланса пырать вăл, самăртнă сысна пек. – Ара, ара, уринчен ури иртмест, шывне те çуршар витре кăна тултарчĕ.
– Хăйсен пуянлăхĕпе мухтанаççĕ, каппаяççĕ – мĕнле вара килне пăрăх тăрăх шыв çаплах кĕртеймеççĕ? Тахçанах Çемекки: «Кран пăрсан – шыв юхмалла, кнопка пуссан – пÿрте çветпа ăшăтмалла тăвап», – тетчĕ-çке.
– Ай, вĕсем тăвĕç те тăвĕç, эпĕр мар. Виççĕмĕш машинине, крусовойне, илсен шыв кĕртессипе ĕçлеме пуçăнап тесе калаçать тет-и...
– Пуйса кайрĕç, çын куççулĕ, çын инкекĕ çинче пуйса çитрĕç, вĕреçĕленсем!
– Ан та кала, пĕр вунă-вун икĕ çул хушшинче ним çук çĕртен çĕрме пуян пулса тăчĕç: ик-виç хутлă чул çурт лартрĕç, лаççи-мунчине, витине çĕнетрĕç, икĕ машина илчĕç.
– Ним çук çĕртен мар-ха, пурте пĕлеç вĕсем мĕнле пуйнине: денатурат, сăмакун сутса.
– Çавсем суту-илÿ пуçласан пĕтĕм ял арçынĕ ĕçке ерчĕ. Малтан кÿршинчен, Улюк Мишшинчен, пуçларĕç-ха вĕсем. Ĕçкĕшĕн сутса-ĕçсе пĕтерчĕ Мишша хăй кил-çуртне /кайран хăй те ĕçкĕпех тĕп пулчĕ/. Арăмĕ, Улюк, чăтрĕ-чăтрĕ те – юлашкинчен ĕçке ерсе кайрĕ. Хуçăлчĕ хĕрарăм, пĕтрĕ. Çын ĕренкинчен тухрĕ: ни ачи кирлĕ мар, ним те кирлĕ мар. Ĕçкĕ çеç пултăр. Куç умĕнче тенĕ пек арканчĕ чипер кил-йыш. çапла тата миçе çын пĕтрĕ, миçе çемье арканчĕ – йăлт эрехе пула. Эй, мĕн аякка каймалла, хамăн та килте пĕр чун илли пур. Пенси укçи те ача укçи çеç кĕтсе ларать.
– Ашшĕ-амăш кăна мар, ачи-пăчи те ĕçет халь. Ман кин учитĕлте ĕçлет. Вăл: «Шкула та ĕçсе пыракансем пур, – тет, – тăват-пилĕк ача ĕçке ерсе кайса пачах вĕренме çÿреме пăрахрĕç», – тет. Вăт пурнăç пуçланса кайрĕ, ваçка! Эпĕр çамрăк чухне капла пулнине астумастăп. Сăра ĕçнĕ. Ăна та кирек-мĕн ĕç тусан анчах, ăш хыпсан тутаннă. Халь пĕлмес мĕнле пурнăç пуçланса кайрĕ тульккăш. Йăлт çав Çемеккесем ял-йыша латран ячĕç. Ма çĕр çăтмасть мур пуçĕсене! Çын куççулĕ çинче виçĕ хутлă чул çурт лартрĕç. Çĕрлесерен мĕнле ыйхи килет-ши?
– Çапла, çапла... Ни саккун, ни милици çук тата сатанасем валли!
– Ялĕ пирĕн тĕттĕм ял, ытла улах çĕрте вырнаçнă: икĕ енчен – вăрман, тепĕр енчен – çырма. Çавăнпа пушшех те никам сисекен, пĕлекен çук. Вăт асаççĕ ниçтан чару çукран. Çын килес-тăвас пулсан та – тимĕр хÿме. Кăнтăр кунĕнчех шалтан питĕрĕнсе лараççĕ. Денатурат илме пыракансене çеç хапăл вĕсем, Çемеккесем. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.