Хисеплесчĕ аннесене...
Кашнинче мунча кĕме кайиччен анне пÿртри урайсене сĕрет.
— Мунчаран килсен чиста мар урай çине ура пусас килмест, — тет вăл.
Хальхинче те эпĕ мунчаран таврăннă çĕре малти пÿртри урайне сĕрсе пĕтеретчĕ.
— Анне, мунча сивĕниччен кайса кĕр. Пар мунчалуна, малалла хам сĕрем, — тетĕп вăл упаленсе аппаланнине кура.
— Эй, тата, — терĕ вăл пуçне çĕклесе, — кунĕпе ĕçлерĕн те пĕр канми, мунча кĕнĕ хыççăн сана урай сĕртереп-и?
Эпĕ, чăнах та, ывăнтăм пулас, кунĕпе ĕçлени те, мунчара хĕрсе çапăнни те — пурте пухăннă, пÿрте мĕнле кĕтĕм, çапла çемçе диван çине çийĕнчех тĕшрĕлтĕм. Самай вăйран кайрăм пулас.
Анне урайĕнчен мекеçленсе тăчĕ те аллине çуса типĕтрĕ, тĕпелте чашăк-тирĕк кăштăртаттарма пуçларĕ.
— Улма та пиçрĕ, канма выртиччен ларса çи-ха, — каллех анне маншăн тăрăшать.
— Анне, хамах антарса çийĕп, — тетĕп ăна шеллесе. Вăл пурпĕр итлемест — йăпăр-япăр пĕр турилкке улма антарса килчĕ. Нÿхрепе кăрăç кăмпи анса илчĕ.
Верандăна тухса кайнă, унта та урай сĕресшĕн-тасатасшăн. Кĕр кунĕ самаях сивĕ, вăл вара çиелти тумсăрах. Манăн пылчăк лекнĕ пушмаксене йăтса кĕрет — çуса тасатнă.
— Кусене типме лартам-ха. Юрать—ши? — ыйтать хăй.
Урайсене çуса пĕтерчĕ. Эпĕ рехетленсе сĕтел хушшинче чей ĕçетĕп, вăл пĕр канми ĕçлет. Кунĕпе çапла кил хушшинче чупать. Çулĕсем самаях ĕнтĕ, лăпкăнрах çÿремелле те, вăл вара халь те, çамрăк чухнехи пекех, пур ĕçре те вĕри, чăм тара ÿкиччен тăрмашать. Пуçăннă ĕçе вĕçне çитермесĕр пĕртте лăпланаймасть. Ĕçпе йăпанать кун тăршшĕпех. Хăш-пĕр чухне темĕн çухатать, тытăнать шырама, япали тупăнмасăр канăç тупаймасть. Ара, кашни япали унăн шутра. Катăк пуртă та кирлĕ чухне вырăнлă тенĕ пек.
Тинех кăштах пушанчĕ анне, манпа çуммăн сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ.
— Хырăм калаклансах кайрĕ, кăштах çырткаласа илем-ха мунчана кайиччен, — терĕ.
Çав вăхăтрах ман ура айне çыхнă кавир пăрахма та самант тупрĕ.
— Мунча хыççăн уруна ан шăнт, — ăс парать мана анне. — Пÿртре сивĕрех-ха, «кăмакине» чĕртсе ятăм.
Пăрăхпа майлаштарнă батарейкăсене кăмака тет-ха вăл. Ăшă паракан пурнăç кăмакине манаймасть анне. Малалла вулас...
Комментировать