Е.В. БАРСКАЯ: «Тайма пуç сана, тăван халăхăм!»

22 Мар, 2018

Елена Барская-Блинова Хĕвелпи — Аслă Таяпан хисеплĕ гражданинĕ. Чаплă çак ята вăл тăван тавралăхшăн, халăхшăн пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса тивĕçрĕ. Пултарулăхĕ виçесĕр тесен те йăнăш мар. Халăх академикĕ. Эмине тата Алексей Талвир ячĕллĕ премисен лауреачĕ. Спорт ăмăртăвĕсене, общество ĕçне хастар хутшăнать. «Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин хĕрарăм- ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Çар тата политика хатĕрлевĕн отличникĕ. «Çулăм» ансамбльте çирĕм çул ытла çепĕç сассипе юрласа çынсене савăнтарать. Чун хавхаланĕпе пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме майсем тупса ыттисене тĕслĕх кăтартать, телей çулне тупма пулăшать. Кăкăрĕ çинче — 3 орден тата 30 медаль. Тав хучĕсем – 400 ытла!
Эпĕ — чăваш çыравçи. Сăвă çырма ача чухнех пуçланă. Шăпа вăхăта юратнă ĕçре ирттерме пÿрнишĕн савăнмаллипех савăнатăп, мăнаçланатăп. Çын пурнăçĕ- шĕн, çын шăпишĕн, чăваш халăхĕшĕн, малашлăхĕшĕн чуна парса, юратса ырми-канми ĕçлетĕп. Кун-çула тĕллевсĕр ирттермен. Пурнăçăма халăхшăн хĕрхенмен. Ырă шухăш- кăмăлăм пĕтмен. Ĕç – чун канăçĕ. Ĕç — пурнăç тыткăчи, — тет Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикинчи Писательсен союзĕн пайташĕ Елена Барская.
Нумаях пулмасть вăл çуралса ÿснĕ Елчĕк ра- йонĕнчи Аслă Таяпара ентешĕсем унăн «Савнă ялăм, Аслă Таяпа» ятлă кĕнекине хакларĕç-пахаларĕç. Кăларăма юратнă тăван тавра-лăха, унта пурăнакан паллă çынсене, ял историне асра хăварас тĕллевпе çырни куç кĕрет. Çыравçă этем пурнăçне хитре, илемлĕ, савăнăçлă тăвасшăн. Чунри тасалăха, сăпайлăха упрама, умри илеме хÿтĕлеме, пĕр- пĕрне хисеплеме вĕрентет.

Çакăн пек пултаруллă та ĕçчен, малалла ăнтăлма, ыттисене хĕмлентерме пултаракан, ырă кăмăллă, пур енлĕ аталаннă, пуян та аслă чун-чĕреллĕ, ăслă çын вăл Елена Васильев на Барская-Блинова Хĕвелпи.
Манăн вара «Тăван Атăл» журнал вулаканĕсене çак тĕлĕнмелле хĕрарăм-çыравçăн шухăшлавĕпе тата тĕплĕнрех паллаштарас килет.
Елена Васильевна, хĕрарăм тенине карьера туни кирлĕ-и? Е çемье вучахне тытса пырсан та çителĕклĕ?
— Çемье вучахне тытса пырасси, тăван кил ăшшине упрасси хĕрарăмран нумай килет. Хĕрарăм вăл — пурнăç паракан. Хĕрарăм паян мĕскĕн мар. Каçарăр та, хĕрарăм арçынтан вăйлăрах, хăватлăрах, хастартарах, чăтăмлăрах паян. Хĕрарăм вăл — тĕнче тĕрекĕ.
Эсир паян – «пиçсе çитнĕ» çын, тăван çĕр патриочĕ... Мĕн илсе çитерчĕ сире çакăн патне? Мĕн-ши ку — çÿлти хăватсен ыйтăвĕ-хушăвĕ е хăвăр тăрăшни, тĕллев лартни? Çак Çĕр планетăн пĕр пĕчĕк тусан пĕрчийĕ-ши эсир е самай пысăк тÿпи, чечекĕ-ши?
— Мĕн пытармалли пур кунта — тĕнче умне тухмалăх йăлтах пур манăн. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.