Шупашкар кулачĕ

22 Мар, 2018

Сашук шкула кайма тытăннă çул амăшĕ хытах чирлесе ÿкрĕ. Виçĕ çул вырăн çинчен тăраймасăр асапланчĕ вăл. Килти нуша-терт пĕтĕмпех арçынсем çине тиенчĕ. Тăваттăн – ашшĕ, икĕ пиччĕшĕ тата кĕçĕнни – пуçĕпех хуçалăх ĕçне кÿлĕнчĕç: пур-çук выльăх-чĕрлĕхе пăхмалла, картишне тасатса тăмалла, ирĕн-каçăн апат пĕçермелле, кăмака хутмалла, пÿрт урайне шăлмалла-çумалла... Пĕри те хăраса ÿкмерĕ йывăрлăхран, черетрен пăрăнакан тупăнмарĕ. Саккăрти Сашук та аслисемпе пĕр тан тăрăшрĕ, ашшĕпе пиччĕшĕсем вăл пĕчĕкреххине шута илсе ăна кăшт хĕрхенме пăхнăччĕ те – ача аслисене самантрах вырăна лартрĕ. «Пĕчĕк ача-им эп? – тесе хучĕ. – Арçын ретне кĕмен-им?»
Тем пек çывăрас килсен те вырăн çинче йăваланса выртмасть Сашук, вăр-вар сиксе тăрать, хăвăрт кăна çăвăнать те картишне чупса тухать. Вутă çурма та хăтланса пăхать, çăлран тулли витрепе шыв кăларать, ĕне сума та пикенет, хĕлле тимĕр кăмакана нихăшĕ ун пек хăвăрт чĕртеймест.
Иккĕмĕш класра Сашук пысăк салана – Шăхасана – çăкăр патне çÿреме пуçларĕ. Шкул автобусĕсем çукчĕ çав ун чухне, Канаша çула май çÿрекеннисем сайраран вĕсем çине ларма питĕ хĕнччĕ. Тепĕр тесен ултă-çичĕ çухрăм нумай-и? Виççĕ-тăваттă канса илсе чупмалăх, унсăр пуçне унталла-кунталла вунă пус перекетленет мар-и? Çăкăрне кăна вăл хашкаса çитнĕ çĕре тиесе пыччăр е туянса ан пĕтерччĕр маларах ĕлкĕрекенсем. Ют ялсене çăкăр турттарсах каймастчĕç те, чылайăшĕ Шăхасаналла туртăнатчĕ.
Пĕр хушă уйрăмах шурă çăкăр çитсе пымарĕ, Сашук вăхăтне пырса тухрĕ çав тапхăр. Амăшĕшĕн вара шурă çăкăр эмел вырăннех: тухтăрсем хура çăкăр сахалтарах çиме сĕнеççĕ. Вăл хаклăраххи хăратмасть арçынсене: ашшĕн, Канаш тăрăхĕнчи ялти шкулта вĕрентекенскерĕн, шалăвĕ çитсе пыркалать. Николай Иванч вунă çухрăмри яла тÿртен çÿреме тăрăшать, Шăхасан урлă таврăнма май килсен вара ачисене чăрмантармасть – çăкăр лавккине хăех кĕрсе тухать. Анчах кашнинчех апла мар çав: каçа юлмалли те час-час тупăнкалать. Ун пек чухне ывăлĕсене маларах асăрхаттарать, вĕсем валли ирех çăкăр туянма укçа уйăрса хăварать.
Çăкăр патне чупма каллех черет çитрĕ те, Сашук шкултан таврăннă-таврăнман йăпăр-япăр çула пуçтарăнчĕ: апат та çисе тăмарĕ, кĕрен çипрен çыхнă пысăк шăтăклă сеткăна кĕсйине чикрĕ те тÿртен, хыçри çырма урлă каçса, тăвайккинелле чуптарчĕ. Тăвайкки чăнках мар та самай вăрăм, тапаланмалăх пур. Ача ăна асăрхаманăн юрă ĕнĕрлесе пырать, шăхăрса юрлакалать: çăмăлтарах пек капла, ĕшенни сисĕнсех каймасть.
Сашук тÿрĕ вырăна хăпарса çитрĕ те каялла çаврăнса пăхрĕ. Тÿперен тăван ялĕ çатма çинчи пек курăнса выртать: урамсем вăрăм та тÿрĕ, вĕсене пĕчĕк çырма икке пайлать – Ку айăккипе Леш айăккисене. Юхан шывĕ, Вĕскер ятлăскер, тарăнах мар та çуркуннесерен хăватне кăтартать – юр ирĕлнĕ чух тулса хăпарать, юнашар пахчасене кĕрсе каять, вырăн-вырăнпа пăр лартса хăварать. Са-шуксен пахчине те чылай юлать пăр-утрав. Малалла вулас...
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.