Архив - 2016 - Хыпар

декабрь 30th

30 Дек, 2016

Гороскоп

Зодиак паллисем çитес çулта улшăнусем пулассине çулталăкăн малтанхи кунĕсенчех туйса илĕç. Чылайăшне карьера енĕпе çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ. Автан ĕçе юратать, хăюллă та пуçаруллă çынсене кăмăллать. Ăна çине тăрса, тăрăшса вăй хуни кирлĕ. Чи маттуррисене вара награда кĕтет. Енчен те сирĕн çĕнĕ шухăшсем пур тăк вĕсене ертÿçĕсене, ĕçтешĕрсене пĕлтерме хăраса ан тăрăр. Ĕненĕр, сире асăрхĕç, хаклĕç.

декабрь 29th

29 Дек, 2016

Голландире хăнара

Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхальте пурăнакан Васильевсемшĕн Упăте çулĕ уйрăммăн асра юлнă. Галина Ивановнăпа Виктор Порфирьевич Голландие мăнукне курмашкăн кайса килнĕ. Хĕрĕ Светлана Верверсхоф поселокĕнче 8 çул пурăнать. Ялти шкулта вĕреннĕ чухнех акăлчан чĕлхипе кăсăкланнă хĕр.

29 Дек, 2016

Культура центрĕн алăкĕ уçăлать

Елчĕк районĕнчи Тÿскел ял халăхĕ кану центрĕ уçăласса тахçантанпах чăтăмсăррăн кĕтетчĕ. Ара, кивĕ клуб çурчĕ юхăннине кура 2009 çултах хупăннă. Йышпа пуçтарăнма, канма вырăн çукран тепĕр çĕрте алă уснă пулĕччĕç. Тÿскелсем чăннипех те маттур, хастар çав. Ялти "Шуçăм" ансамбль культура вучахне сÿнме паман. Уявсенче урамра юрласа-ташласа халăха савăнтарнă, репетицисене ял хуçалăх предприятийĕн пĕчĕк çеç бригада çуртне пуçтарăннă. Вĕсен пуçарулăхне, ытти çынсен тăрăшулăхне кура паян Тÿскелсем нумай функциллĕ кану центрĕ уçăлнине паллă тăваççĕ.

29 Дек, 2016

Эсир пулсан, эпир телейлĕ

Лара-тăра пĕлмен Упăте çулĕ пĕр сисĕн-месĕр иртсе кайрĕ. Ăнсăртран сиксе тухнă нумай пулăм илсе килчĕ çак чĕрчун. Çулталăк хуçи хăй çавнашкал-çке. Çапах та пуçа усмарăмăр. Шав малалла талпăнатпăр. Ыррине шанса, лайăххине кĕтсе пурăнатпăр.

29 Дек, 2016

Раштав саламĕ. Василий КЕРВЕН

Сайра хĕвеллĕ кун раштавăн:
Тăрать тĕтре е çил-тăман.
Çапах унран чунри мухтавăм
Çак хушăра пач татăлман.
 
Çула пӳлсе хума шутланăн
Чĕвен тăрать-и кусăрка –
Тус-тантăш, пĕлĕш те тăванăм,
Тӳрех пуçа ан усăр-ха.
 
Уй-хир кас-кассăн хумлă-хумлă,
Асилтерет-çке тинĕсе.
Сăна, ката илемлĕ тумлă,
Сана кĕтет вăл тĕмсĕлсе.
 
Сырас килсе каять те йĕлтĕр -
Чун йыхăрать шур вăрмана.

Страницы