Казах хĕрĕсем ют çĕршыв каччисемпе çемье çавăраççĕ
Ку вырăнти чиновниксене пачах çырлахтармасть
Çавăнпах правительство членĕсем саккунсене улăштарасшăн. Казахстан ял хуçалăх министрĕ Аскар Мырзахметов, калăпăр, ют çĕршыв çыннисене тара панă çĕр лаптăкĕсене каялла тавăрмалли çинчен калать. Министра ĕненес пулсан, халĕ казахсен 65 пин гектар çĕрĕпе ют çĕршыв çыннисемпе компанийĕсем усă кураççĕ. “45 пин гектар — предпринимательсен аллинче. Вĕсен пĕр пайне патшалăха каялла тавăрма май килнĕ. 12,3 гектар — Ливан тата ытти çĕршывпа пĕрле йĕркеленĕ предприятисен аллинче. Вĕсене тавăрас ыйтăва суд пăхса тухать”.