Архив - 11 Мар, 2015 - Хыпар

11 Мар, 2015

Ладога кÿлли урлă хывнă Пурнăç çулĕ вĕсене Ишеке илсе çитернĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Ленинград хули еплерех шар курни çинчен историн нумай страници каласа кăтартать. Мĕн тÿснĕ çав хаяр çулсенче Нева тăрăхĕнчи блокадăна лекнĕ çынсем? Çакăн çинчен илтни тăрăх мар, хăйсен куçĕпе курнисем пирĕн тăрăхра та пур. Çав йывăр тапхăрта Ленинград хутлăхĕнчен Чăваш Ене эвакуаципе 7 пин ытла çын килнĕ. Вăл шутра - тăватă Ача çурчĕн пепкисем. Пурĕ - 380-ăн.

11 Мар, 2015

Ачасен хăрушсăрлăхĕ: явапли кам?

Ыйтăвăн хуравне кирек кам та пĕлет-ха, анчах аслисен тимсĕрлĕхне пулах çул çитменнисем тĕрлĕ майпа шар курасси темшĕн чакмасть. Пачах тепĕр май - кун пек инкексен шучĕ юлашки вăхăтра нумайланни те сисĕнет. Сăлтавĕсем вара тĕрлĕрен: çул çинчи транспорт аварийĕсенчен пуçласа ача вăйăра аманни таранах. Эппин, асăннă пулăм профилактики çинчен пирĕнех, аслисен, калаçмалла. Антуан де Сент-Экзюпери каланин чăнлăхĕ ĕмĕрсен улшăнăвне пăхăнмасть: "Эпир алла вĕрентнĕ чунсемшĕн хамăрах яваплă".

11 Мар, 2015

Крейсер çинчи чăвашсем патĕнче

Йăлана çирĕп кĕнĕ йĕркепе Мурманскри чăвашсен "Чăвашсен хутлăхĕ" культура обществин членĕсем Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕнче кашни çулах Хĕрлĕ Ялавлă Çурçĕр флочĕн çар карапĕсем çинче хăнара пулаççĕ. Хальхинче вĕсене Нахимов орденĕллĕ мухтавлă "Петр Великий" крейсер экипажĕ хапăл тунă.

11 Мар, 2015

Чемпиона - преми те, стипенди те

Шупашкарти Владимирпа Наталья Германовсем 1994 çулта çуралнă ывăлне Алексей ят хурса пулас хÿтĕлевçĕ тесе савăннă ахăртнех. Анчах ят пĕлтерĕшĕ чăнлăха çаврăнасса шухăшлама пултарнă-и-ха: паян вĕсен чун тĕпренчĕкĕ Çĕршывпа республика чысне сумлă ăмăртусенче хÿтĕлесе тĕнчери чи лайăх спортсменсен йышне кĕнĕ.

Алексей Германов, хулари 23-мĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнăскер, ача чухне хăйĕн пурнăçне спортпа çыхăнтарас темен. 9 çулта аэробика секцине çÿреме пуçласан унăн шухăш-тĕллевĕ улшăннă.

11 Мар, 2015

"Сывлăх" /Здоровье/, № 9 /825/, 11. 03. 2015

о После гриппа укрепляем иммунитет.
о Осиновая кора снижает сахар.
о Помогают на ранней стадии.
о Цветы котовника синего цвета.
о Шишки сосны, полынь.
о Молодой веткой вишни.
о Волосам нужен белок.
о Советы доктора: "Здоровый образ жизни - основа профилактики".
о Растения, снижающие сахар.
о Подробно о зеленом чае.
о Можно осветлить без химии.
о На лицо - хлеб.
о Косметический лед.

11 Мар, 2015

"Сывлăх", 9 /825/ №, 11. 03. 2015

о Грипп хыççăн вăй пухма.
о Ăвăс хуппи сахăра чакарать.
о Малтанлăха кăна пулăшаççĕ.
о Чечекĕ кăвак тĕслĕ.
о Хыр йĕкелĕ, армути.
о Чиен çамрăк турачĕпе.
о Çÿçе белок кирлĕ.
о Тухтăр канашĕ: "Сывă пурнăç йĕрки - сыхлăх никĕсĕ".
о Юна шĕветекен курăксем.
о Симĕс чей çинчен - тĕплĕнрех.
о Химисĕрех çутатма пулать.
о Пит çине - çăкăр.
о Косметика пăрĕ.

11 Мар, 2015

Тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлать

Елена Юркина Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вунă çул каялла вĕренсе тухнă. Унтанпа сывлăх сыхлавĕнче пуян опыт пухнă. Елена Николаевна - республикăн юн илекен станцийĕнчи клиника лаборатори диагностикин тухтăрĕ, уйрăм заведующийĕ.

11 Мар, 2015

ГРИПП ХЫÇÇĂН ВĂЙ ПУХМА

Гриппа чирлесе ирттернĕ хыççăн чылайăшĕ вăй-хал, аппетит, ĕçлес хавал чакнипе аптрать. Ку иммун тытăмĕ инфекципе кĕрешсе вăйсăрланса юлнинчен килет. Чир хыççăн лайăхрах ура çине тăма çак рецептсем пулăшаççĕ. Вĕсенчен хăвăра юрăхлисене суйласа илме пултаратăр. Сиплев курсĕ 2 эрне пулмалла.

11 Мар, 2015

МАЛТАНЛĂХА КĂНА ПУЛĂШАÇÇĔ

Юн пусăмĕ ÿсни /гипертони/ аптратсан мĕн тумалла -ха? З. Пащенко терапевт çапла сĕнет.

Ытлашши виçе

Тулли кĕлеткеллĕ çынсем гипертонипе йĕркеллĕ виçеллĕ çынсенчен 3-4 хут тăтăшрах аптраççĕ. Начарланни юн пусăмне чакарма, чылай чухне йĕркене кĕртме пулăшать. Çавăнпа гипертонипе кĕрешмелли малтанхи утăм - сахал калориллĕ диетăпа хускану. Тăвар кунне пĕр чĕптĕмрен ытла кирлĕ мар. Килте юн пусăмне виçмелли лайăх тонометр пулмаллах. Хăвăра лайăх туйсан та кунне икĕ хут - ирхине тата каçхине - юн пусăмне виçмелле.

 

11 Мар, 2015

СЫВĂ ПУРНĂÇ ЙĔРКИ - СЫХЛĂХ НИКĔСĔ

Варикоз чирĕ - венăсен клапанĕсен çитменлĕхне тата юн куçасси пăсăлнине пула уран çиелти венисем сарăлни. Ĕçлев ÿсĕмĕнчи çынсем хушшинче çак чир юн тымарĕсен чи анлă сарăлнă патологийĕ шутланать.

Чир мĕнле сăлтавсене пула аталанать?

Страницы