Комментировать

11 Мар, 2015

Ачасен хăрушсăрлăхĕ: явапли кам?

Ыйтăвăн хуравне кирек кам та пĕлет-ха, анчах аслисен тимсĕрлĕхне пулах çул çитменнисем тĕрлĕ майпа шар курасси темшĕн чакмасть. Пачах тепĕр май - кун пек инкексен шучĕ юлашки вăхăтра нумайланни те сисĕнет. Сăлтавĕсем вара тĕрлĕрен: çул çинчи транспорт аварийĕсенчен пуçласа ача вăйăра аманни таранах. Эппин, асăннă пулăм профилактики çинчен пирĕнех, аслисен, калаçмалла. Антуан де Сент-Экзюпери каланин чăнлăхĕ ĕмĕрсен улшăнăвне пăхăнмасть: "Эпир алла вĕрентнĕ чунсемшĕн хамăрах яваплă".

Пĕлĕшĕме тĕл пултăм. Хĕрĕ эпир пурăнакан çурт таврашĕнчи садике çÿреме тытăнать иккен. Пилĕк çулти пепки ку таранччен те шкулчченхи пĕлÿ паракан учреждение кайнă-ха, анчах пĕчĕкскере логопед ушкăнне вырнаçтарма хистенĕ-мĕн. Сăмахсене вĕçне çити каласа çитерейменни ачан пĕчĕккĕллех пуç мими чĕтреннипе çыхăнма пултарнă тесе шухăшлаççĕ тухтăрсем. Пуç мими чĕтренесси вара... кÿмери пепкене çул урлă каçнă чухне автомашина çапса хăварнипе пулнă.

Ирхине ĕçе килме тухнăскер çак истори çинчен илтрĕм те - кунĕпех пуçран тухмарĕ. Куç умĕнче ачасем çитĕннисем "пăхса ĕлкĕрейменнине" пула инкек тÿснĕ тĕслĕхсем кинокадрсем пек черетленчĕç...Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.