МАЛТАНЛĂХА КĂНА ПУЛĂШАÇÇĔ

11 Мар, 2015

Юн пусăмĕ ÿсни /гипертони/ аптратсан мĕн тумалла -ха? З. Пащенко терапевт çапла сĕнет.

Ытлашши виçе

Тулли кĕлеткеллĕ çынсем гипертонипе йĕркеллĕ виçеллĕ çынсенчен 3-4 хут тăтăшрах аптраççĕ. Начарланни юн пусăмне чакарма, чылай чухне йĕркене кĕртме пулăшать. Çавăнпа гипертонипе кĕрешмелли малтанхи утăм - сахал калориллĕ диетăпа хускану. Тăвар кунне пĕр чĕптĕмрен ытла кирлĕ мар. Килте юн пусăмне виçмелли лайăх тонометр пулмаллах. Хăвăра лайăх туйсан та кунне икĕ хут - ирхине тата каçхине - юн пусăмне виçмелле.

 

Эмелсĕр май çук

Гипертонирен яланлăхах хăтăлма май çук. Сывлăха лайăхлатма кăна пулать, кунта халăх мелĕсемпе усă курни те кĕрет. Чир аталансах пынă май малтан пулăшнă сиплев те витĕм кÿрейми пулать. Ку эмелсене те, курăксене те, хускану хăнăхтарăвĕсене те пырса тивет. Унсăр пуçне гипертони - каварлă чир, вăл йывăрланса инфарктпа инсульт патне илсе çитерме пултарать. Çавна май тĕп вырăнта тĕрĕс сипленни пулмалла. Чирĕн малтанхи тапхăрĕнче кăна курăксем юн пусăмне виçене çывăх тытса тăма пулăшаççĕ, каярахпа эмелсĕр май килмĕ.

Эмел ÿснĕ юн пусăмне чакарма мар, вăл хăпарса каясран сыхланма кирлĕ. Ăна тухтăр çырса панă пек кашни кунах ĕçмелле. Эмелсенчен хăрани вырăнсăр, хальхисем организмшăн чылай сиенсĕртерех. Тĕп сиплеве пуянлатма халăх мелĕсемпе усă курсан лайăх. Сиплĕ курăксем эмелсен виçине чакарма, юн пусăмне йĕркене кĕртме пулăшаççĕ.

 

Сиплĕ ÿсен-тăран

Сенкер чечек /синюха/, лачака тип курăкĕ /сушеница/, чĕре курăкĕ /пустырник/ лăплантараççĕ, хура пилешпе катăркас /боярышник/ чĕрепе юн тымарĕсен ĕçне лайăхлатаççĕ. Çав вăхăтрах сенкер чечекпе лачака тип курăкĕ наркăмăшлă пулнине шута илмелле, çавăнпа усă курмалли виçи пирки тухтăрпа канашласан вырăнлă. Лăплантаракан ытти ÿсен-тăран шĕвекĕсене ĕçме юрать. Кушак курăкĕн /валериана/, мелисса шĕвекĕсем, пион настойки стреса питĕ канăçсăр йышăнакан çынсене юн пусăмне йĕркене кĕртме пулăшаççĕ. Эмел курăкĕсемпе уйрăммăн мар, пĕрле те усă курма юрать, вĕсен пуххине шăк хăвалакан курăксем хушмалла кăна.

Çак рецепт усăллă. Юн пусăмне чакарма 1 стакан шур çырлине /клюква/ аш арманĕпе авăртмалла. 1 стакан пыл, çĕçĕ вĕçĕпе корица хушса пăтратмалла. Ирсерен шывпа сыпмасăр 1-ер апат кашăкĕ çимелле.

 

Хăвăрт утса

Хăвăрт утни юн пусăмĕн виçине йĕрекере тытма витĕмлĕ пулăшать. Анчах ку ĕçе майĕпен тытăнмалла, хăвăртлăха пĕчĕккĕн хушса пымалла. Чĕре таппи /пульс/ минутра 130-150-ран ан ирттĕр. Утнă чухне сывлăш пÿлĕннине, вăй пĕтнине, чĕре тĕлĕнче канăçсăрлантарнине сиссенех чарăнса тăрăр. Çак паллăсем йывăрлăха чакармаллине, сывлăх пирки тухтăрпа канашламаллине асăрхаттараççĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.