Комментировать

11 Мар, 2015

Ладога кÿлли урлă хывнă Пурнăç çулĕ вĕсене Ишеке илсе çитернĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Ленинград хули еплерех шар курни çинчен историн нумай страници каласа кăтартать. Мĕн тÿснĕ çав хаяр çулсенче Нева тăрăхĕнчи блокадăна лекнĕ çынсем? Çакăн çинчен илтни тăрăх мар, хăйсен куçĕпе курнисем пирĕн тăрăхра та пур. Çав йывăр тапхăрта Ленинград хутлăхĕнчен Чăваш Ене эвакуаципе 7 пин ытла çын килнĕ. Вăл шутра - тăватă Ача çурчĕн пепкисем. Пурĕ - 380-ăн.

1943 çулхи август уйăхĕнче пĕр Ача çурчĕн виçĕ воспитателĕпе 100 воспитанникĕ Шупашкар районĕнчи Ишек ялне килсе вырнаçаççĕ. Бомба-снаряд кисретĕвĕпе выçлăх танатинчен хăтăлнă вырăс, çармăс, тутар, финн, нимĕç/!/, еврей ывăл-хĕрĕн кунçулĕ кунта çĕнĕлле çырăнма пуçлать. Хăшĕ-пĕрин малашнехи шăпи Ишек тăрăхĕпе тачă çыхăннă.

Купса çуртĕнче

Интернат вырнаçнă çуртра халĕ - Ишекри таврапĕлÿ музейĕ. Икĕ хутлăскере миçе çул каялла хăпартнине кунта тĕрĕсех те калаймаççĕ. Ишек авалхи чиркĕвне çÿрекенсем чей ĕçме кĕрсе çÿрени, çуртăн иккĕмĕш хутĕнче инçетрен килекенсем çĕр каçма юлни çинчен çырнисем пур та - икçĕр çултан сахалах мар тесе шухăшлаççĕ.

Александр Костин купсан çурчĕ пулнă вăл. Пуянĕ хăй кунта çемйипе пурăнман. Ленинградран эвакуаципе килнĕ ачасене çакăнта вырнаçтарнă та. Аякран килнисемпе пĕрлех Ишекри тата унăн çывăхĕнчи пурнăçĕ йывăр çемьесенчи 20 ачана хÿтте илнĕ.

- Выртса тăма кравать çитменрен вырăнти çынсем сарлака саксем туса пачĕç. Хытăрахчĕ те ĕнтĕ ун çинче çывăрма - ытлах туйман та эпир, темĕнле нушана та тÿсме ĕлкĕрнĕскерсем, - каласа кăтартнăччĕ 1980-мĕш çулсенче тĕлпулăва килсен блокадниксем.

1983 çулта уçнă музейăн çичĕ залĕнчен пĕрне Ленинград ачисене халалланă. Унта хайхи сак та вырăн тупнă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.